13 октября 2012 г.
Киввине туххăмрах çĕмĕрмесĕр çĕннине алла илсе хуçалăха йĕркеллĕ тытса пырасси – ăсталăх. Ку енĕпе аталанма выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те, ÿсен-тăран продукцийĕ туса илнĕ çĕрте те, çĕнĕ техникăпа хĕç-пăшалланассинче те малта пыракан технологисене ытларах çул памалли куç кĕрет. Çапла тусан çеç эпир ума лартнă тĕллевсем патне хăвăртрах çитме пултаратпăр.
Района 2010 çулхи юпа уйăхĕнче (шăпах икĕ çул каялла) килсе кĕнĕ инвестор «Путь Ильича» агрофирмăна аталантарма пуçласан хăйне уйăрса панă ял хуçалăх çĕрĕсемпе тухăçлăрах усă курассине ÿстерессине малти вырăна лартрĕ. Çакă та, строительство ĕçĕсем пыни те, çĕнĕ технологисене аталантарни те Хорнуйсемпе Мăншаптаксене район пурнăçĕн малти фронтне кăларчĕç. Нумай çĕнĕлĕхе, районăн малашлăхĕн планĕсене эпир паян «Путь Ильича» агрофирма ура çине тăнипе, унăн аталану утăмĕсемпе çыхăнтаратпăр.
Ыран – Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунĕ. Паян ура çине тăрса пыракан агрофирма ĕçченĕсем те тивĕç ăна уявлама.
– Экономика аталанăвĕн хÿринче пыма эпир паян хамăр умра пĕр сăлтав та курмастпăр. Ял хуçалăхне аталантармалли патшалăх программисем пур, техника çĕнĕ те хăватлă, механизаторсем пĕри тепринчен маттуртарах та шанчăклăрах. Ырми-канми ĕçлесе уй-хирте çĕкленнĕ пуянлăхăн пĕр пĕрчине те çухатмарăмăр эпир кăçал. Халĕ авă 500 пуç сумалли ĕне вырнаçмалăх çĕнĕ сарай хута ямалли саманта кĕтетпĕр. Кунпа пĕрлех çак калăпăшлă тепĕр сарай çĕклессипе ĕçсем пуçăнчĕç, – хĕпĕртесе калаçать хуçалăхăн ĕç тăвакан директорĕ В. Вязов.
Валерий Ивановичăн калаçăвне итленĕ май чун агрофирма хирĕсенелле, обществăлла выльăх-чĕрлĕх фермисенелле туртăнчĕ. Кун каç еннелле сулăннăччĕ те пĕлĕтсем хыçĕнчен курăнакан хĕвел кăвар сапнипе тавралăха каçхи шуçăм хитрелетнĕччĕ. Кĕр кунĕн илемĕ вĕçсĕр мар. Ыран темĕнле пулать-ха;!
Асăннă агрофирмăна Хорнуй ял тăрăхĕнчен 804 гектар çĕр уйăрса панă. Вĕсенчен пĕр сотка çĕр те паян ĕçсĕр выртмасть. Пачах та урăхла, агрофирма ĕçченĕсем ял тăрăхĕнчи усă курман 313 гектар çĕре те пусă çаврăнăшне кĕртме пултарнă. Агротехникăна пăхăнса пурнăçланă ĕçсем кĕр çитсен çимĕçĕсемпе те савăнтарнă. Хуçалăх ĕçченĕсем гектар пуçне 19 центнер тырă-пулă, 187 гектар çинчен 250-шар центнер кукуруза пухса кĕртсе хĕл валли 4 пин тонна силос хывса хăварнă.
– Малашлăха пăхса эпир ыррине кăна шанатпăр. Агрофирма ĕçченĕсемпе пĕр çын пек пулса ăна çывхартассишĕн ĕçлетпĕр. Урăхла юрамасть. Пĕр пус хурса виçĕ пус илессине тĕллевре тытатпăр, – позитивлăха çухатмасть Валерий Иванович. – Ыранхи кунпа пурăнса мĕн çуккине тăвас пулать, киввине çĕнетмелле, пĕлменнине вĕренмелле. Кунпа пĕрлех çĕнĕ технологисене çăварлăхласа ыранхи куна çирĕпрех пăхмалла, çĕнĕ шанчăксем çуратса пысăкрах тĕллевсем лартмалла.
Йывăрлăхсем умĕнче пуç усман ертÿçĕпе калаçатăп та ял хуçалăхĕ пурăнни куç умне тухать, ÿсĕмлĕ вăй хуни савăнтарать. Çанă тавăрса ĕçлесен япăхах та пурăнмастпăр иккен. «Путь Ильича» агрофирма кăçалхи 9 уйăхра харпăрлăхри 70 пуç ĕнерен 292 тонна сĕт суса илме мехел çитернĕ. Çак тапхăрта мăйракаллă шултра выльăхсен талăкри вăтам ÿт хушаслăхĕ те 700 – 800 грама çитнĕ. Ÿсĕм мар-и çакă; Анчах хуçалăх ĕçченĕсем хăйсен вăйĕ çине ытларах та шанаççĕ. Çывăх вăхăтрах хуçалăхра çĕнĕрен çĕкленнĕ 500 пуç ĕне вырнаçмалăх сарай хута каймалла терĕмĕр. Кунти ĕçсене çĕнĕ технологипе йĕркелеме пăхнăран выльăхĕсем те ăратлисем кăна пулмалла. Çакна валли ĕçсем пыраççĕ ĕнтĕ. Вологда облаçĕнчен 59 пуç ăратлă тынашка килсе çитнĕ. Тепĕр 100 пуç «Ударник» хуçалăхран туянассипе ĕçсем пыраççĕ. 200 пуç Киров облаçĕнчен илсе килессипе те калаçусем вĕçленнĕ. Çапла вара ял бизнесĕ Хорнуй тăрăхĕнче пĕр вырăнта лармасть, куç умĕнчех аталанать, ыттисенче шанчăк çуратать.
– Хамăр бизнеса сĕтпе çыхăнтарас терĕмĕр те пысăк ĕне кĕтĕвне тухăçлă тытма апачĕ те самай кирлĕ пуласса курса тăратпăр. Çавăнпа та çĕрпе тĕллевлĕ усă курасси – умра тăракан пĕрремĕш тĕллев. Çак кĕркунне кăна эпир Ярославка ял тăрăхĕнче 200 гектар, Турай ял тăрăхĕнче 50 гектар çĕр арендăна илсе кĕрхи культурăсем вăхăтра акса хăвартăмăр. Кĕртрисем вара пĕтĕмпе 408 гектар йышăнчĕç. Кунпа пĕрлех кăçал нумай çул ÿсекен курăксене 180 гектар акса хăварни те пирĕншĕн пустуй ĕç пулмарĕ тесе шутлатăп, – ыррине шанса калаçать ĕç тăвакан директор.
Агрофирмăри ĕçсемпе çывăхарах паллашсан кунта выльăхсене апатлантарас технологие тивĕçлĕ шая çитерсен тупăш утăмĕсем татах та сулмаклăрах пуласси пирки те иккĕленÿ çук. Паян кунта кашни çын хăйĕн çăкăрне хăй ĕçлесе илессипе тăрăшать. Ĕçлекенĕн ăнăçăвĕ те, Турă пани те, телейĕ те юнашарах. Асăннă хуçалăхра пулсан çакна кашни специалистпа ĕçчен ăнланни куç умĕнче. Малашлăха шанса ĕçлекенсем хушшинче вара çамрăксем ытларах пулни ĕмĕтсем пурнăçланассине пĕртте иккĕлентермест.
Ĕçченсем тенĕрен, вырăнти ертÿçĕ хуçалăхăн тĕп инженерне Г. Шарапова, А. Блинов инженер-строителе, В. Харьков тĕп энергетика, К. Димитриева ветеринари фельдшерне, О. Никитин механизатора, ĕнесене машинăпа сăвакан С. Иванова оператора, И. Васильев çамрăк инженера ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнне илсе кăтартрĕ.
– Юлашки вăхăтра хамăр патăмăра çамрăксенчен 2 зоотехник, выльăх тухтăрĕ ĕçлеме илтĕмĕр. Çапах специалистсем çитсех каймаççĕ. Çавăнпа та малашлăха пăхакан çамрăксене хамăрпа çыхăнма сĕнетĕп, – терĕ çитес çул агрофирмăшăн татах та тухăçлăрах пуласса шанса Валерий Иванович.
А. БЕЛОВ.