Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулталăк çăмăл килмерĕ пулин те

13 октября 2012 г.

Пукрав çитсе килнине пăхмасăрах пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен уй-хирĕсенче кĕрхи ĕçсем тĕппипех вĕçленмен-ха. Çакна эпĕ Юнкăри «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă обществăна çитсен пĕрремĕш утăмранах асăрхарăм. Ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçни те ку енре кашниех пĕр шухăшлă пулнине çирĕплетсе пычĕ. «Ял хуçалăхĕнче пушă та хуçасăр выртакан çĕр пулмалла мар, акнă-лартнă лаптăксемпе вара туллин усă курмалла. Кĕрхи илемлĕ кунсен кашни сехечĕпе ытларах ĕç пурнăçласа юласси – пирĕн тĕллевре», – терĕ калаçу пуçламăшĕнчех «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă общество директорĕн çумĕ В. Кондратьев.

Хуçалăхра паянхи ĕçсем, тĕпрен илсен, хĕле хатĕрленессипе çыхăннă: хирте çĕртме сухи тăваççĕ, кĕрхи пахча çимĕç лартассипе ĕçлеççĕ, механизациленĕ паркра ял хуçалăх машинисемпе агрегачĕсене упрамалли склад тăвассипе ĕçсем пыраççĕ.

– Вăхăт хăвăрт иртет. Умра – хĕл сиввисем. Çавăнпа та паян пирĕн умри тĕп тĕллев – ĕçре хамăра пулăшнă ял хуçалăх техникине управа ГОСТпа килĕшÿллĕ лартасси. Çакна тума пирĕн условисем те çителĕклĕ. Ĕçлекенсен тăрăшулăхĕ те ума лартнă тĕллевсене пурнăçласса шантарать, – терĕ механизациленĕ паркпа иртнĕ май Валерий Семенович.

Çĕр ĕçĕ çине хуçалла пăхакан хуçалăх кăçал кăна 3 çул е ытларах выртакан «уçман çерем çĕрсене» 350 гектар пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Çапла вара хуçалăх çĕрĕ паян 1000 гектара майлă йышăнать. Вĕсене ĕçсĕр вырттарманни ку çĕрсем çитес çул пысăк тухăçпа савăнтарасси никама та иккĕлентермест.

Урамра кĕр кунĕсем пулнăран ертÿçĕ çумĕпе кăçалхи тухăç пирки сăмах тапратрăм.

– Технологие пăхăнса ĕçлесен çĕр-аннемĕр пулăхĕ тивĕçлĕ тухăç илме май парать. Акă кăçал эпир 100 гектар çĕр улми лартса ÿстертĕмĕр те «иккĕмĕш çăкăра» гектар пуçне 300 центнера яхăн кăларса илтĕмĕр. Çакă пирĕн тăрăхри çĕр ĕçĕн малашлăхĕ пурри пирки калать. 264 гектар çинчи тулă та, 120 гектар йышăннă урпа та, 100 гектар пăрçапа 10 гектар купăста та хуçалăха кăçал тупăш çулĕпе илсе кайрĕç. Паянхи куна эпир хамăра тивĕçтерекен хаксемпе тырă сутса пĕтертĕмĕр, пăрçа вырнаçтартăмăр, купăста йăран çинченех сутăнса пырать, хиртен кĕртнĕ çĕр улмие сортланă май туянакансем кĕтсе тăраççĕ.

– Сутни лайăх-ха, анчах эсир ял хуçалăх культурисене упрассипе те çанă тавăрсах ĕçлетĕр. Çапла мар-и;

– Пирĕн тăрăхри çĕр ĕçченĕ ку таранччен ял хуçалăх культурисене тухăçлă туса илме вĕренчĕ. Туса илнине упрасси тата тивĕçлĕ хаксемпе сутасси – çĕр ĕçченне паян хумхантаракан ыйту. Çакна шута илсе эпир çĕнĕ технологипе 2000 тонна çĕр улми, 500 тонна купăста упрамалли хранилищĕсем туса хута ятăмăр. Вĕсем пулăшнипе продукци сутăнаслăхне тăсăпăр, хакĕпе те выляса илĕпĕр. Ку çул пире малалла татах та тупăшлăрах аталанма пулăшасса шанатăп.

– Эсир тĕрĕс çул суйласа илнине сирĕн хуçалăх çулсеренех çĕнĕ техникăпа пуянланса пыни çирĕплетет. Эпĕ йăнăшмастăп пулĕ те;

– Тĕрĕс асăрхарăр эсир. Производство пулсан çĕнĕ техника туянма та, тухăçлăрах технологисемпе усă курма та пулать. Аталанăвăн çак çул-йĕрне эпир малашлăха пăхмалли тĕп ен тетпĕр. Çĕнĕ техника тенĕрен кăçал кăна эпир тырă вырмалли «Палессе-1218» комбайн, Австринче кăларнă «Фогльнот» сеялкăпа культиватор, тырă сортламалли икĕ çĕнĕ комплекс, «ОП-2500» опрыскиватель, çĕнĕ погрузчик туянтăмăр. Пурте ĕçлеççĕ, ырă ĕмĕтсем çуратаççĕ.

– Çĕр пулăхне ÿстерессипе те, ÿсен-тăрана шăварассипе те, теплицăпа ĕçлессипе те сирĕн çĕнĕлĕхсем пур. Кунти ĕç вăрттăнлăхĕсене уçса памăр-ши;

– Çĕр пулăхне ÿстермесĕр тухăç илесси иккĕленÿллĕ. Çавăнпа кăçал çур акинче 130 гектар çине извеç çăнăхĕ сапрăмăр, халĕ – 160 гектар. 700 гектар çĕртме сухи туни те – пулас тухăç никĕсĕ. Çĕр улми пуссинче те, купăста анинче те тумлам мелĕпе шăварассине пурнăçа кĕртрĕмĕр. Виçĕ теплицăра кăçал малтан купăста калчи туса илтĕмĕр те хыççăн хăяр, помидор, тутлă пăрăç ÿстертĕмĕр. Ку йăлтах – хамăр чун йăпатмăшĕ.

– Валерий Семенович, хирте паян çĕр хатĕрлекен агрегат тата мĕн валли культиваци тăвать-ха;

– Кунта МТЗ-1221 тракторпа Михаил Рюрикович Тепеев ĕçлет. Каларăм вĕт-ха эпир тăтăшах шыравра тесе. Çак çулпа кайса кăçал Пукравччен ыхра лартса хăварас ĕмĕт пур. Ĕç йĕркеллĕ кайсан пурăна киле çакна валли те техника туянăпăр. Çĕнĕ техникăпа ĕçлеме вара пирĕн механизаторсем çитеççĕ. Николай Петров, Михаил Тепеев, Геннадий Миронов, Юрий Терентьев çĕнĕ техникăна хăвăрт алла илеççĕ. Ĕçĕпе хăйсем шанчăклă пулнине çирĕплетеççĕ. Тавах вĕсене уншăн. Ĕç укçине илсен те эпир ăна тăтăшах ÿстерес çулпа пыратпăр. Механизаторсем уйăхсерен вăтамран 13 – 15 пин тенкĕ ĕçлесе илеççĕ пулсан, рядовой ĕçченсен вăтам ĕç укçи те ĕç çи вăхăтĕнче 8 – 11 пин тенкĕпе танлашать. Кунсăр пуçне ĕçленине кура çулталăкне 1,5 тонна таран тырă, 500 килограмм улăм тÿлевсĕр парассине те коллективлă килĕшÿре палăртса хăварнă.

Хуçалăхра ĕçсем епле пынипе паллашма кăмăллă пулчĕ.

Анатолий БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика