Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Предприятисем йĕркеллĕ аталанччăр тесе

13 октября 2012 г.

Муркаш районĕн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн çирĕплĕхне ÿстерес енĕпе ĕçлекен ĕç ушкăнĕн 3-мĕш ларăвĕ иртрĕ.

– Сирĕн тĕллев – ытларах укçа ĕçлесе илесси, пирĕн вара – сирĕн бизнес аталантăр тесе мĕн пур условисене туса хурасси, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев лару пуçламăшĕнче.

Чăннипех те, Ростислав Николаевич калашле, районти предприятисем йĕркеллĕ аталанса пыни пуриншĕн те лайăх: пĕрремĕшĕнчен, çынсем валли ĕç вырăнĕ пулать, иккĕмĕшĕнчен, вĕсем тивĕçлĕ ĕç укçи илеççĕ, виççĕмĕшĕнчен, çакă вара пĕтĕмĕшле района малалла аталанма пулăшать.

Район администрацийĕн экономика тата агропромышленноç комплексне аталантарассин пайĕн ертÿçи Н.М. Костина ларура каланă тăрăх кăçалхи 9 уйăхра районти промышленноç предприятийĕсем иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 33 процента яхăн ытларах продукци туса кăларса реализацилерĕç. Ял хуçалăхĕнче те ку кăтарту пĕлтĕрхи çак шайринчен пысăкрах: 107,1 процент.

Пĕтĕмĕшле лару-тăру япăх мар темелле. Анчах та йĕркеллĕ аталанса пыракан предприятисемпе пĕрлех хăш-пĕр предприятисенче иртнĕ çулхи шайран чакнă тĕслĕхсем пур: «Муркашри сĕт-çу завочĕ», «Моргаушавтотехсервис» акционерсен уçă обществисем, «Моргаушкорм» чикĕллĕ яваплăхлă общество тата Муркаш почтамчĕ. Шăп çавсен ертÿçисене итлерĕç те чи малтанах ларура. Вĕсем предприяти малашне мĕнле аталанса пырассипе паллаштарчĕç.

«Муркашри сĕт-çу завочĕн» ертÿçи А.В. Воробьев кун пек çитменлĕхсем урăх пулмассине палăртрĕ. Предприятие инвестор килнĕ май унăн аталану малашлăхĕ те пысăк. «Юлашки 2 уйăхра пĕлтĕрхи шая тухатпăр»,– терĕ Алексей Валентинович.

«Моргаушавтотехсервис» ертÿçи Л.Д. Дмитриев кăçалхи 8 уйăхри кăтартăвĕ пĕчĕкрех пулнине, 9 уйăх пĕтĕмлетĕвĕпе çак çитменлĕхе тÿрлетнине палăртрĕ. «Çулталăка иртнĕ çулхинчен пысăкрах кăтартупа вĕçлеме шутлатпăр», – терĕ вăл. Çăмăл мар пулин те, предприяти хăйĕн ĕçне анлăлатма шухăшлать. Çитес вăхăтрах кунта, тĕслĕхрен, металл конструкцисем тума пуçлама палăртаççĕ.

Районта тĕрлĕ формăллă предприятисем хушăнса пыни те район экономикине çирĕплетме пулăшать. Кун йышши предприятисем районта 5. Тĕслĕхрен, «МирТрубПласт» чикĕллĕ яваплăхлă общество пластик пăрăхсем кăларать. Кунта кăларнă продукцие, унăн ертÿçи Н.В. Долгов каланă тăрăх, республикăра кăна мар, унăн тулашĕнче те лайăх туянаççĕ. Кунта 46 çын ĕçлет. Вăтам ĕç укçи – 12 пин тенкĕ. Мăн Сĕнтĕрпе ку тăрăхра пурăнакансем ĕçлеççĕ. Кăмăл пуррисем валли кунта тата та ĕç вырăнĕсем пур.

Николай Владимирович предприятин малашнехи тĕллевĕпе те паллаштарчĕ.

– Конкуренци района кирлĕ, – терĕ Ростислав Николаевич. Пуçаруллă çынсене район администрацийĕ пулăшма хатĕррине палăртрĕ.

– Мĕнле те пулин ыйту сиксе тухать пулсан, килĕр. Пĕрле уçăмлăхне тупма çăмăлтарах, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Пурне те пĕрле пĕр тĕллевпе ĕçлеме чĕнсе каларĕ.

Ларура район бюджечĕ мĕнле пурнăçланнине те пăхса тухрĕç.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика