13 октября 2012 г.
Вулакансем астăваççĕ пулĕ: кăçал Шупашкарти шыв хранилищине 68,0 метра çити хăпартас ыйтăва республикăра пурăнакансемпе сÿтсе яврĕç. Çакăн пек мероприяти пирĕн районта та иртнĕччĕ. Унта «Поволжье» энергетика инженери центрĕ» акционерсен уçă обществин представителĕсем шыв шайне хăпартнин лайăх тата тÿнтер енĕсем çинче чарăнса тăнăччĕ. Çав пирĕн района пырса тивекен тÿнтер енсене сирсе ярас тĕллевпе мĕн тумалли пирки районта пурăнакансем хăйсен сĕнĕвĕсене панăччĕ.
Çак эрнере вара ку ыйтупа пирĕн районта Чăваш Республикин Минстрой ТЭК пайĕн ертÿçи Р.С. Игнатьев пулчĕ. Канашлура шыв шайне хăпартассипе çыхăннă пур сĕнĕве шута илнипе илменнине тишкерчĕç. «Шыв шайне хăпартассипе çыхăннă Муркашсен пĕр сĕнĕвĕ те шута илĕнмесĕр юлмалла мар», – терĕ вăл.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев хальлĕхе çÿлерех асăннă центр Муркашсен пĕтĕм сĕнĕвне шута илсе çитерейменнине палăртрĕ.
Ростислав Николаевич шыв шайне хăпартиччен çак мероприятисене туса хăвармалли çинчен палăртсах каларĕ: Ильинка тăрăхĕнче (кану лагерĕнчен пуçласа Ильинкăна çитичченех, Ильинкăна хăйне те кĕртмелле), çавăн пекех Шашкар пристанĕ тĕлĕнче (Ильинка ял тăрăхĕ), Катькас ял тăрăхĕ тĕлĕнче (кунта кану лагерĕсемпе сад участокĕсем те кĕреççĕ) Атăл шывĕн çыранĕ тăршшĕпех çирĕплетмелли сооруженисем тумалла. Çавăн пекех Ильинка заливĕ (Ильинкăн тĕп пайĕпе Курортная урам хушши) тĕлĕнче шыв çинче транспорта çÿреме дренаж системиллĕ дамба тумалла.
Канашлура Р.С. Игнатьев Муркашсен кашни сĕнĕвне шута илме шантарчĕ.