Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырăнсенче те тренировкăсем ирттермелле

13 октября 2012 г.

Нумаях пулмасть районта гражданла оборона енĕпе Пĕтĕм Раççейри тренировка пулчĕ. Ăна чрезвычайлă лару-тăру тухас мĕн пулсан ГО ертÿçисем, ятарлă службăсем хăйсен тивĕçĕсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслес тĕллевпе ирттернĕ. Районти гражданла оборона ертÿçи, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев гражданла оборона енĕпе яваплă çынсемпе, комисси председателĕсемпе, районти аварипе çăлмалли службăсен ертÿçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ канашлура çакăн пек тренировкăсене вырăнта та ирттермеллине палăртса хăварчĕ. Çакă пурнăçра тухса тăракан кĕтмен лару-тăрура тĕрĕс йышăну тума май парать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика