Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни килтех огнетушитель пулмалла

13 октября 2012 г.

Пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕ хăйĕн çивĕчлĕхне хĕлле те, çулла та çухатмасть. Çавăнпах ĕнтĕ Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарассипе тата пушар хăрушлăхне сирсе ярас енĕпе ĕçлекен районти комиссин иртнĕ ларăвĕ те çак ыйтуранах пуçланчĕ. Çакăн сăлтавĕ те пур. Кăçал район территорийĕнче тухнă пушарсен шучĕ 30-тан та иртсе кайнă. Çын пурнăçĕ татăлнă тĕслĕхсем те пулнă. Уйрăмах вут-кăвар ăнăçсăр çемьесенче тухни палăрать. Эрех-сăрапа иртĕхни мĕнле хăрушă инкек патне илсе пыни çинчен манмалла мар пирĕн. Çавăнпа та район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçи В.Г. Никитин ларура ял тăрăхĕсенче ăнăçсăр çемьесемпе ытларах ĕçлемеллине палăртрĕ. Çавăн пекех вăл кашни килте огнетушитель пулмалли çинчен каларĕ. «Ку ыйтупа ял тăрăхĕсенче халăхпа ăнлантару ĕçне ирттермелле. Мĕншĕн тесен килте яланах ал айĕнче шыв пулмасан та пултарать. Огнетушитель вара вут-кăвар çулне вăхăтра пÿлме пулăшать», – терĕ Владимир Германович.

Ларура çавăн пекех пĕвесем, çăлсем патне машина таврашне пыма çул уçă пулмаллине, ку енĕпе мĕн пур сыхлав мероприятийĕсене ирттермеллине палăртса хăварчĕç.

Халĕ акă хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланчĕ. Çакă татах та тимлĕхе ÿстерме ыйтать. Огнетушитель илес ыйту пирки вара ял çыннисен çине тăрсах шухăшласчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика