Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене суйлаççĕ

13 октября 2012 г.

Ыран, октябрĕн 14-мĕшĕнче, Муркаш, Чуманкасси тата Йÿçкасси ял тăрăхĕсен территорийĕсенче суйлав иртет. Асăннă ял тăрăхĕсен территорийĕсенче пурăнакан суйлавçăсен хăйсен ял тăрăхĕн пуçлăхне суйламалла пулать. Муркаш ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă 3, Чуманкасси ял тăрăхĕнчи 2 тата Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи 4 суйлав участокĕ хăйсен суйлавçисене йышăнма хатĕр.

Суйлав участокĕсем ирхи 8 сехетре ĕçлеме пуçăнаççĕ. Ку е вăл кандидатшăн 20 сехетчен сасăлама май пулĕ. 20 сехет хыççăн сасăлав вĕçленет.

Кашни суйлавçă хăйĕншĕн кăна сасăлать. Сасăламалли бюллетене алла илнĕ чухне паспорт ыйтĕç. Çавăнпа та суйлав участокне кайнă чухне пĕрле паспорт илме манмалла мар.

Муркаш, Чуманкасси тата Йÿçкасси ял тăрăхĕсен территорийĕсенче пурăнакан суйлавçăсем ыранхи суйлавра активлăх кăтартасса, тивĕçлĕ кандидатсемшĕн сасăласса шанас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика