10 октября 2012 г.
Кăçалхи çанталăк условийĕсем çĕр ĕçченне те, обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче вăй хуракана та хытах тĕрĕслени куç умĕнчех. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен пĕрремĕш çул çулти тата паянчченхи ĕçне тишкерме пухăннă канашлăва пуçланă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев танлаштарăва тĕпе хурса Чапаев яч. хис., «Передовик» хуçалăхсен ертÿçисемпе специалисчĕсенчен тата фермăра ĕçлекенсенчен хăйсен ĕçне тишкерме, çиччĕ виçсе хак пама ыйтрĕ. «Ма çывăратăр эсир;» – пулчĕ пуçлăх ыйтăвĕ.
Акă кăçалхи çур çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май хуçалăх ертÿçисем тата зооветспециалистсемпе выльăх ĕрчетес ĕçре малта пыракансем канашлу умĕн пĕр-пĕринпе тĕл пулса хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусем тавра калаçусем ирттерме те ĕлкĕрчĕç. Йывăрлăхсем умĕнче пуç усмасть пулсан ял çынни малашлăхпах пурăнать. Мĕнре-ха ăнăçусен сăлтавĕ; Çак ыйту çине хурав шыраса ирттерчĕç вĕсем пĕр пĕринпе калаçу.
– Ĕмĕтленни мĕлке пулса ан юлтăр тесе тăрăшатпăр. Юлашки çулсенче хуçалăхра сысна самăртмалли çĕнĕ сарай хута яни, унта ĕçлеме пире тивĕçлĕ условисем туса пани, паха апатпа вăхăтра тивĕçтерни ĕçлес туртăма ÿстерет. Çавăнпах виççĕмĕш çул ĕнтĕ хамăр ферма территорине пĕрле ĕçлекенсем тимленипе чечек çăтмахĕ туса хутăмăр. Кунтах пахча çимĕç те ÿстеретпĕр. Пирĕн коллективри кашни ĕçчен фермăри ĕçсене килти пек пурнăçланипе сарайсем таврашĕнче тирпейлĕх хуçаланать, – палăртрĕ “Свобода” ăратлă выльăх заводĕнчи Кашмашри сысна ферминче ĕçлекен Андрей Белов.
Ĕçлекенсем ÿсĕм çулĕнчен юлманни çак канашлура та курăнчĕ. Малалла пăхакана патшалăх та пулăшать. Кăçалхи пĕрремĕш çул çулта районти АПК предприятийĕсене патшалăх енчен пĕтĕмпе 51 миллион та 778 пин тенкĕ пулăшу пулнă. Çав шутра федераллă бюджетран – 37 миллион та 408 пин тенкĕ.
Выльăх-чĕрлĕх отрасльне илсен республика бюджетĕнчен килнĕ пулăшу 6 миллион та 378 пин тенкĕпе танлашнă. Вăл шутран 3900 килограмм ытла сĕт антаракан продуктивлă ĕнесене тытма 1 миллион та 951 пин тенкĕ; ăратлă ама выльăх тытса тăма 75 пин тенкĕ; килти хушма хуçалăхри ĕнесене пĕтĕлентерме вăрлăх туянма 4 пин тенкĕ; ăратлă çамрăк выльăх туянма 725 пин тенкĕ.
Раççей Федерацийĕн бюджетĕнчен килнĕ пулăшу вара самай курăмлăрах. Ăратлă выльăх-чĕрлĕхе тытса тăма – 1 миллион та 436 пин тенкĕ, пысăк продуктивлă ĕнесем тĕлĕшпе федераци шайĕнчен 1 миллион та 960 тенкĕ пулăшу килнĕ. Кунсăр пуçне продуктивлă выльăхшăн, ăратлă выльăх туяннăшăн, ăратлă çăмартасем туяннăшăн, вăкăр вăрлăхĕ туяннăшăн тата июнь – август уйăхĕсенче сĕт реализациленĕшĕн 9 миллион та 404 пин те 808 тенкĕ илме пултарни те – çĕр ĕçченĕшĕн пулăшу.
Мăйракаллă шултра выльăхсене самăртса хуçалăхсем 356 тонна, сыснасем патĕнче 365 тонна аш-какай туса илнĕ. Çак кăтартусем унчченхи çулхинчен пĕчĕкрех пулни ку енпе хуçалăхсенче ĕçлемелли пуррине çирĕплетет. Обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсем çапла тăваççĕ те. Пĕрремĕш çур çулта самăртма хупнă мăйракаллă шултра выльăхсем талăксерен унчченхи çулхинчен 69 грамм (564 грамм), сыснасем 68 грамм (406 грамм) ытларах ÿт хушнă. Мăйракаллă шултра выльăхсем «Герой», Е. Андреев яч. хис., Суворов яч. хис., «Свобода», Чкалов яч. хис. хуçалăхсенче талăксерен 600-шер грамм ытла ÿт хушнă. Çавăн пекех «Свобода», «Герой», Е. Андреев яч. хис. хуçалăхсенче сыснасен ÿт хушаслăхĕ те ыттисенчен палăрмаллах пысăк.
Иртнĕ тапхăрта пĕтĕм категориллĕ хуçалăхсем пурĕ 2175 тонна аш-какай туса илнĕ. Ку вăл унчченхи çулхин 96,4 проценчĕ çеç. Ял хуçалăх предприятийĕсенче 735,1 тонна (82,6 процент) аш-какай туса илнĕ пулсан, ял çыннисен хуçалăхĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче – 1439,9 тонна.
Пĕтĕмĕшле кăтартусене илсен кăçалхи пĕрремĕш çур çулта иртнĕ çулхи çак вăхăтпа танлаштарсан аш туса илесси 14 процента майлă чакнă. Сăвăм вара 0,7 процент ÿссе 4497,4 тоннăпа танлашнă. Кунта çакна каласа хăвармалла: ĕнесен продуктивлăхĕ савăнтарсах каймасть. Районĕпе илсен пĕр ĕне пуçне тивекен вăтам сăвăм 2178 килограма кăна çитнĕ. Пĕр хуçалăх кăна – Суворов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕ – 3 пинлĕ чикĕрен иртнĕ: кунта кашни ĕне пуçне 3165 килограмм сĕт сунă. Асăннă хуçалăхри Валентина Николаевна Печкова оператор кăтартăвĕ вара хăйĕн ушкăнĕнчи кашни ĕне пуçне 4308 килограмм сунипе танлашать. Районти экономика ăмăртăвĕн условийĕсемпе килĕшÿллĕн çак хуçалăхри татах 5 доярка сĕт сăвассипе 3 пинлĕ чикĕ урлă каçнă. Вĕсем: Надежда Валентиновна Михайлова (3463 кг), Фаина Юрьевна Антоновăпа Надежда Евгеньевна Журавлева (3349 кг), Надежда Николаевна Орлова (3028 кг). «Свобода» хуçалăхри Нина Пименовна Федоровăн кăтартăвĕ – 3013 килограмм.
Паян районти хуçалăхсенче кашни ĕне пуçне вăтамран 9,9 килограмм сĕт сăваççĕ. Çав хушăрах 13 килограмм ытларах сăвакансем те пур. Вĕсем: Суворов яч. хис., «Путь Ильича» агрофирма, Чкалов яч. хис., Е. Андреев яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕсем.
Çитес хĕл кунĕсем валли районти çĕр ĕçченĕсем 5,5 пин тонна утă, 16,8 пин тонна сенаж, 19,1 пин тонна силос янтăланă.
Фермăсене хĕле хатĕрлесси – паян умра тăракан чи ответлă ĕçсенчен пĕри. Кунта та Муркашсем алă усмасса шанас килет.
Анатолий БЕЛОВ.