10 октября 2012 г.
Универсаллă электронлă карттăсемпе усă курма тытăнма çывăх вăхăтрах хатĕрленсе çитмелле. Кун пирки информаци технологийĕсене пурнăçа кĕртес ыйтупа видеоконференци режимĕпе октябрĕн 2-мĕшĕнче иртнĕ Правительство комиссийĕнче каланă. Регионсен представителĕсемпе канашлăва РФ çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрĕ Николай Никифоров тата «УЭК» ОАО федераллă уполномоченнăй организаци ертÿçи Алексей Попов ирттернĕ. Канашлу ĕçне Чăваш Ен Правительствин вице-премьерĕ – Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерствин пуçлăхĕ Алла Самойлова, республика информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева та хутшăннă.
Аса илтеретпĕр, Раççейре универсаллă электронлă карттăсене 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пама пуçăнаççĕ. Тепĕр çулталăкран ку вăл обязательнăй пулса тăрать. Çавна та асăнса хăварас пулать. Граждансем универсаллă электронлă карттăсене илмесен те пултараççĕ. Апла тăвас пулсан картта кирлĕ марри пирки заявлени çырмалла та субъектăн уполномоченнăй организацине памалла.
Чăваш Енре халĕ универсаллă электронлă карттăсем туса хатĕрлес, валеçес тата вĕсене пăхса тăрас енĕпе хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ. Республика Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн «Об организации деятельности по выпуску, выдаче и обслуживанию универсальных электронных карт в Чувашской Республике» йышăнăвĕн проектне туса хатĕрленĕ. Документра универсаллă электронлă карттăсене (УЭК) çитерсе парассин тата унăн дубликатне парассин, УЭК регионсенчи тата муниципаллă электронлă хушăмĕсемпе усă курассин йĕркисене, вĕсен техника требованийĕсене палăртнă. 2012 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕ «Об универсальной электронной карте» саккун проектне ырларĕ. Халĕ ăна Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн çывăх сессийĕнче пăхса тухма хатĕрленеççĕ. Чăваш Республикин универсаллă электронлă карттине пурнăçа кĕртме 28,5 миллион тенкĕне яхăн кирлĕ пулать.
«УЭК» ОАО федеральнăй уполномоченнăй организацийĕн президенчĕ Алексей Попов регионсене УЭК пурнăçа кĕртессин планĕпе паллаштарнă. Вăл темиçе хатĕрлев тапхăрĕнчен тăрать. Çапах та вăхăт нумай пăхса хуман. Акă октябрĕн 5-мĕшĕччен çĕр-шыв субъекчĕсен карттăна пурнăçа кĕртессишĕн ответлине палăртмалла, мониторинг ирттермелле, федераллă уполномоченнăй организаци правилисемпе çыхăнасси енĕпе килĕшÿсем тумалла.
Декабрĕн 1-мĕшĕччен вара даннăйсем памаллин хÿтĕленĕ каналăн ĕçне йĕркелемелле, УЭК информаци системисене туса кăларассине, унпа усă курассине тивĕçтермелле, кунпа пĕрлех заявленисем йышăнмалли тата УЭК памалли пунктсене ĕçлеттерме тытăнмалла, регионсен нормативлă акчĕсене çирĕплетмелле, УЭК туса хатĕрлеме тата персоналлă даннăйсене кĕртме уполномоченнăй организацисемпе килĕшÿсем тумалла. Декабрĕн çурри тĕлне карттăсемпе усă куракансен электронлă сервиссемпе, вăл шутра патшалăх тата муниципаллă услугăсемпе усă курма майсем пулмалла. Кунпа пĕрлех Николай Никифоров çавна та палăртнă. Пĕтĕмĕшле илсен çĕр-шыври субъектсенче патшалăх услугисемпе усă курассине çĕнĕлле йĕркелес тата электронлă хутшăнусен системипе усă курма тытăнас енĕпе хатĕрленÿ ĕçĕсем япăх шайра мар.
Çак вăхăта УЭК çĕр-шывăн пилĕк регионĕнче пама пуçăннă. Кусем вĕсем Мускав облаçĕ, Тутар Республики, Краснодар крайĕ, Астрахань облаçĕ тата Пушкăрт Республики.
Мĕнле даннăйсем упранаççĕ-ха карттăра; Çын кам пулнине ĕнентерни пур, кунпа пĕрлех тĕрлĕ хушăмсем. Вăл шутра банкăн тÿлев картти те. Картта çынна патшалăх тата муниципаллă услугăсемпе усă курма май парать, унпах çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх услугисемшĕн, çыхăнушăн, çул çÿренĕшĕн, магазинра тавар туяннăшăн тÿлеме май пулĕ. Кунсăр пуçне УЭК электронлă цифра мелĕпе алă пуснине çирĕплетме май парать. Çапла вара унчченхи пек услугăсемшĕн тÿлеме вырăна кайса çÿремелле пулмасть. Карттăна тÿлевсĕрех параççĕ. Республикăри уполномоченнăй организаци – Чăваш Республикин Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерствин «Медицинский информационно-аналитический центр» бюджет учрежденийĕ.
«Общественное мнение» фондăн 2012 çулхи сентябрь уйăхĕнчи даннăйĕсем тăрăх çĕр-шывра пурăнакансенчен çурри ытла универсаллă электронлă карттăсемпе усă курни кирлĕ тесе шутлать. Респондентсен 52 проценчĕ УЭК меллĕ тесе палăртнă. Кун пек шухăшлакансем вĕсем ытларахăшĕ 30 çулчченхи çынсем. Ыйтнă çынсенчен 27 проценчĕ электронлă карттăсене хирĕç пулнине пĕлтернĕ. Çынсем тĕрлĕ ултавран тата карттăна çухатасран шикленеççĕ.
ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви.