10 октября 2012 г.
Аса илтеретпĕр. Çитес вырсарни кун, октябрĕн 14-мĕшĕнче, Муркаш, Чуманкасси тата Йÿçкасси ял тăрăхĕсен территорийĕсенче пурăнакансен суйлава хутшăнмалла пулать. Вĕсен хăйсен ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене суйламалла. Асăннă кунччен вăхăт нумаях юлмасть. Вăхăт çитиччен ирттерекен суйлава хатĕрленесси епле пыни пирки Муркаш территори суйлав комиссийĕн председательне Лилия Юрьевна ТАРАСОВĂНА каласа пама ыйтрăм.
– Çапла, Муркаш, Чуманкасси тата Йÿçкасси ял тăрăхĕсенче пурăнакансен унчченхи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем вырăнне çĕнĕ çынсене суйлас пулать.
Кандидатсем пурте паллă. Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма 3 çынна кандидата тăратнă. Кусем вĕсем Евгений Николаевич Алексеев, Сергей Николаевич Ермолаев тата Владимир Владиславович Ямангеев. Чуманкасси ял тăрăхĕпе икĕ кандидат: Николай Валерианович Белов тата Юрий Геннадьевич Леонтьев. Йÿçкасси ял тăрăхĕн пуçлăхне суйлама тăратнă кандидатсем те иккĕн – Анатолий Николаевич Кузьминпа Андрей Михайлович Степанов.
Суйлав участокĕсем Муркаш ял тăрăхĕнче 3, Чуманкасси ял тăрăхĕнче 2 тата Йÿçкасси ял тăрăхĕнче 4 пулаççĕ. Унчченхи пекех суйлав участокĕсем ирхи 8 сехетре ĕçлеме тытăнаççĕ. 20 сехетре суйлав вĕçленет. Унччен пурин те сасăлава хутшăнма ĕлкĕрес пулать.
Кашни çын хăйĕншĕн хăй сасăлать. Тепĕр суйлавçăшăн сасăлама юрамасть. Суйлава паспортпа пымалла. Енчен те кам та пулин тĕрлĕ сăлтава пула суйлав участокне пыраймасть пулсан, унăн октябрĕн 14-мĕшĕчченхи 14 сехетчен суйлав участокне заявлени çырса памалла. Кун пеккисене киле пырса сасăлаттарĕç.
Суйлав участокĕсенче видеорегистраторсем вырнаçтараççĕ. Участоксене хураллассине те пăхса хунă. Çавна май суйлав ирттернĕ çĕрте йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулма кирлĕ мар.
Суйлавçăсене çавна каласа хăварасшăн. Вырăнти пурнăç, апла пулсан хăвăрăн пурнăç мĕнле пуласси ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тилхепине эсир кама шанса панинчен килет. Апла пулсан пурте суйлава хутшăнма тăрăшăр, тивĕçлишĕн сасăлăр.
Суйлавра хăш кандидат çĕнтернине палăртассин йĕрки ансат. Кандидатсенчен хăшĕ ыттисенчен ытларах сасă пухнă – вăл ял тăрăхĕн пуçлăхне суйланать.
Калаçăва вĕçленĕ май Муркаш, Чуманкасси тата Йÿçкасси ял тăрăхĕсенчи суйлавçăсене октябрĕн 14-мĕшĕнчи суйлава активлă хутшăнма чĕнсе калатăп.
В. ШАПОШНИКОВ
калаçнă.