Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хушма вырăнсем йĕркелеме пулать

19 сентября 2012 г.

Шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсенче ачасене валли вырăн çитменни пирĕн районти кăна мар, республикăри çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Ыйтăва татса парас тĕллевпе юлашки çулсенче çĕнĕ ача сачĕсем тăвассипе, çĕнĕ ушкăнсем уçассипе пĕрлех шкулсем çумĕнче ятарлă ушкăнсем йĕркелеççĕ.

Акă Атапайри тĕп шкул çумĕнче те шкул çулне çитменнисем валли уçнă ушкăн ĕçлет. Район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ З. Дипломатова пĕлтернĕ тăрăх ку шкул çумĕнче тата тепĕр ушкăн уçас ыйтăва пăхса тухнă. Халĕ «Роспотребнадзорăн» пĕтĕмлетĕвне кĕтеççĕ. Ушкăна уçас пулсан вара ĕç укçи тÿлеме тепĕр 100 пин тенкĕ кирлĕ.

Çурлатринчи «Лебедушкăра» хальхи вăхăтра тĕрлĕ ÿсĕмри 27 ача пĕр ушкăна çÿрет. Тепĕр ушкăн уçма майсем пур, ĕç укçи валли 93 пин тенкĕ тупмалла.

Тивĕшри «Незабудка» ача садĕнче те ачасем пĕр ушкăна çÿреççĕ. Ку ушкăн талăкĕпех ĕçлет. Тивĕше пирĕн районти ачасем кăна мар, кÿршĕри Элĕк районĕнчен те çÿреççĕ. Черете «тăнисем» те пур. Çавăнпа та тепĕр ушкăн уçни вырăнлă пулмалла. Кунта ĕç укçи тÿлеме 100 пин тенкĕне яхăн кирлĕ. Кунсăр пуçне юсав ĕçĕсем те туса ирттермелле, палăртнă тăрăх – 134555 тенкĕлĕх.

Ярапайкассинчи «Радугăна» çÿрес текенсем те сахал мар. Кунта та хушма ушкăн йĕркелес тесен ĕç укçи тÿлеме тата юсав ĕçĕсем ирттерме укçа-тенкĕ кирлĕ: 100 пин тата 350 пин тенкĕ.

Çатракассинчи «Березка» ача садĕнче те лару-тăру çавăн пекех. Хушма ушкăн уçса хута яма ĕç укçи тÿлеме 90 пин тенкĕне майлă, юсав ĕçĕсене пурнăçлама 284 пин тенкĕне майлă кирлĕ.

Сосновкăри тĕп шкул çумĕнчи кĕске вăхăтлă ушкăна тулли вăхăтпа ĕçлеттересси пирки те ыйту пуçарнă. Кунта хушма укçа-тенкĕ ĕç укçи тÿлеме кăна кирлĕ.

Çак ыйтусене татса парасси вырăнти бюджетран укçа-тенкĕ уйăрассипе çыхăннă. Çавăнпа та депутатсен районти Пухăвĕн ларăвĕнче ыйтусем тĕлĕшпе татăклă хурав илме вĕрентÿ пайĕ хальхи вăхăтра проект хатĕрлет. Ыйтăва майлă татса парсан хăш-пĕр ушкăнсене октябрь уйăхĕнчех уçма май пуррине калаççĕ.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика