19 сентября 2012 г.
2012 çулхи авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче 65 çулти пултаруллă ертÿçĕ, ял хуçалăх производствин анлă тавракурăмлă йĕркелÿçи, «Хисеп Палли» орден кавалерĕ (1986), «Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» (1992), Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăланнă (1998), «Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» (1999), Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ (2001), «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе наградăланнă (2007) Раççейри ял хуçалăх наукисен академийĕн çĕр улми хуçалăхĕн Пĕтĕм Раççейри наукăпа тĕпчев институчĕн «Ударник» федераллă патшалăх унитарлă предприятийĕн директорĕ Платон Павлович Давыдов йывăр чирленĕ хыççăн пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.
П. Давыдов Муркаш районĕнчи Анатри Панкли ялĕнче 1947 çулхи пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче çуралнă. Ялти хресчен çемйинче ÿснĕскер çĕр ĕçченĕн йывăр ĕçне ачаллах пĕлнĕ. Çав йывăрлăхсене çĕнме те шкул вăхăтĕнчех хатĕрленнĕ. Çавăнпа та каярах çулсенче пурнăçри кашни кăткăс лару-тăруранах вăл çĕнте-рÿçĕ пулса тухма хевте çитернĕ.
1966 – 1969 çулсенче Совет çарĕнче службăра тăнă каччă 1969 – 1970 çулсенче Панкли ял клубĕн заведующийĕнче, районти «Пĕлÿ» обществăн ответлă секретарĕнче вăй хунă.
Малашлăха çирĕп пăхакан Платон Павлович 1970 çулта Чăваш совет-парти шкулĕн вĕренекенĕ пулса тăрать. Кун хыççăн вăл 1972 – 1974 çулсенче КПСС Элĕк райкомĕн тата КПСС Муркаш райкомĕн инструкторĕсенче вăй хурать. Хушнă ĕçсене ответлăха туйса пурнăçланипе хăйĕн ĕçлеслĕхне кăтартать. Çакна шута илсех ăна 1974 çулта Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăха ертсе пыма суйлаççĕ. Нумай çĕнĕлĕх илсе кĕрет вăл хуçалăх аталанăвне. Çакна курса çамрăк ертÿçĕне 1979 çулта Муркаш райĕçтăвкомĕн ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ пулма çирĕплетеççĕ. Кĕçех вăл районти халăх депутачĕсен ĕçтăвкомĕн председателĕн çумĕ пулса тăрать.
1980 çулта Чулхулари ял хуçалăх институчĕн экономикăпа йĕркелÿ институтне ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 1981 çултан пуçласа паянчченех Раççейри ял хуçалăх наукисен академийĕн çĕр улми хуçалăхĕн Пĕтĕм Раççейри наукăпа тĕпчев институчĕн «Ударник» федераллă патшалăх унитарлă предприятине ертсе пычĕ.
Платон Павлович Давыдов ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ çулсенче яланах производствăн ăста йĕркелÿçи пулнипе палăрса тăчĕ. Ĕçре пухнă опытне тата пуян пĕлĕвне хăйне шаннă предприятие тăнăç ертсе пыма усă курчĕ. Алă айĕнчи ресурссемпе эффективлă усă курни ăна производство рентабельлĕхне çÿллĕ шайра тытма пулăшрĕ. Малта пыракан технологисене пурнăçа кĕртсе пыни производствăна аталантарассипе те, выльăх апатне упрассипе те ыттисемшĕн яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулма май пачĕ.
П. Давыдов ертсе пынă «Ударник» хуçалăх нумай çул хушши çĕр улмин таса вăрлăхне туса илессипе ĕçлерĕ. Унпа ытти хуçалăхсене тивĕçтерсе вĕсенне те тухăç кăтартăвне ÿстерсе ытларах тупăш илме çул уçса пачĕ.
Хăй суйласа илнĕ ĕçĕн энтузиасчĕ пулнă май Платон Павлович тĕшĕллĕ тырă-пулăпа пăрçа йышши культурăсен тата çĕр улмин тухăçне, выльăхсен продуктивлăхне хăй ĕçлеме пуçличченхи вăхăтринчен темиçе хут хăпартма мехел çитерчĕ. «Ударник» хуçалăх П. Давыдов ертсе пынипе çĕр-шыври йывăрлăхсене пăхмасăрах тăтăш малалла аталанчĕ: хуçалăхра çĕнĕ фермăсем çĕкленчĕç, ялсенче культурăпа йăла тата вĕрентÿ объекчĕсем çĕнĕрен хута кайрĕç, ялсене тата производство объекчĕсене асфальт çулсем çитрĕç, хуçалăх территорийĕнче пурăнакан çынсем тата социаллă сфера объекчĕсем малтисен шутĕнче çут çанталăк газĕпе усă курма пуçларĕç.
Хăй суйласа илнĕ çултан Платон Павлович ĕмĕр тăршшĕпех пĕр утăм та уйрăлмарĕ.
Ĕçĕпе шанăçа тухнăскер, П. Давыдов 1990 – 1994 çулсенче Чăваш АССРĕн Верховный Совечĕн депутатне, 1994 – 1998 тата 2002 – 2006 çулсенче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне суйланчĕ. 1975 – 2002 тата 2006 – 2010 çулсенче вăл халăх депутачĕсен районти Совечĕн тата районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ пулчĕ. 2010 çулта районшăн тунă тава тивĕçлĕ ĕçĕсене кура ăна Муркаш районĕн Хисеп Кĕнекине кĕртрĕç.
Платон Павлович ыттисем хушшинче яланах тăван çĕре юратнипе, хăй ертсе пыракан хуçалăх ĕçне-хĕлне тĕплĕн пурнăçланипе палăрса тăчĕ. Пуçаруллă та ырă кăмăллă, çынна пулăшма ялан хатĕр ертÿçĕ халăхра пысăк хисепре пулнă.
Йÿçкасси тăрăхĕн, районăн, Чăваш Республикин аталанăвне пысăк тÿпе хывнă Платон Павлович Давыдовăн ĕçĕ нихăçан та манăçа тухмĕ, сăнарĕ пирĕн чĕресенче упранĕ.
Район администрацийĕ.
Депутатсен районти Пухăвĕ.
Ветерансен районти Канашĕ.
АПК ĕçченĕсен
профсоюз райкомĕ.
Предприятисемпе организацисен ертÿçисем.
Ял тăрăхĕсен
пуçлăхĕсем.