15 сентября 2012 г.
Нумай хваттерлĕ çуртсенчи хваттер хуçисен, уйрăм çуртра пурăнакансен 2012 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă услугăсемшĕн тÿлесси улшăнчĕ. Çакă Раççей Федерацийĕн Правительстви 2011 çулхи майăн 6-мĕшĕнчи 354 " йышăнăвĕпе çыхăннă. Унпа килĕшÿллĕн коммуналлă услугăсемпе тивĕçтересси те çĕнĕ йĕркепе пулса пырать.
Нумай хваттерлĕ çуртăн пĕтĕмĕшле учет приборĕ çинчи кăтартăва тата хваттерсенчи уйрăм учет приборĕсен кăтартăвĕсене пĕрлештерсе танлаштарсан цифрăсем пĕр пек пулмасан та пултараççĕ. Çĕнĕ йĕркепе çак уйрăмлăха тата коммуналлă услугăсемпе усă курмалли нормативсене (хваттерте уйрăм учет приборĕ çуккисен) шута илсе кăтартăва çуртри пур хваттер хуçисем çине те пайлаççĕ. Хваттерти учет приборĕ кăтартнине шута илсе.
Çĕнĕ йĕркере çакна та палăртнă. Шутласа панă тапхăрта нумай хваттерлĕ çурта пĕтĕмĕшле тивĕçтернĕ коммуналлă услугăсен калăпăшĕ çак услугăсемпе усă куракан кашни çын пуçне тивекен пурăнмалли тата пурăнмалла мар тăваткал метрсемпе тÿрремĕнех çыхăннă.
Кунсăр пуçне маларах асăннă йышăнура акă мĕн палăртнă: коммуналлă услугăсемпе тивĕçтернĕшĕн тÿлемелли сумма малтанхи уйăхра çак услугăсемпе тивĕçтернĕ суммăран 25 процентран пысăкрах пулсан, коммуналлă услугăсемпе тивĕçтерекен услугăшăн тÿлеме рассрочка пама тивĕç. Услугăсемпе тивĕçтернĕшĕн вĕсемпе усă куракан 3 уйăх иртсен те нормативсем тăрăх шутласа панă укçана тÿлемерĕ пулсан, услугăсемпе тивĕçтерессине чарса лартаççĕ. Услугăсемпе усă куракан учет приборĕсем çинчи кăтартусене умлă-хыçлă виçĕ уйăх таранах пĕлтермерĕ пулсан тÿлемелли суммăна юлашки çулталăкри уйăхри вăтам кăтартупа шутласа параççĕ, виçĕ уйăх ытла пĕлтермен пулсан – норматив тăрăх.
2012 çулхи сентябрĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 370 " йышăнăвĕпе учет приборĕсем çуккисене сивĕ шывпа тивĕçтермеллипе, пурăнмалли пÿлĕмрен таса мар шыв юхса тухнипе тата пĕтĕмĕшле çурт нушисем тăрăх шутласа памалли нормативсене çирĕплетнĕ. Пурăнмалли пÿлĕмсенче тата уйрăм çуртра пурăнакансене уйăхра пĕр çынна шывпа тивĕçтермелли виçе – 7,363 кубла метр. (Ку таранччен çак виçе пĕр çын пуçне 4,56 кубла метр чухлĕ пулнă.) Шыв юхса тухассипе те виçе – 7,363 кубла метр (маларах 4,42 кубла метрпа танлашнă, çакă усă куракан шывăн 97 проценчĕ чухлĕ пулнă). Пĕтĕмĕшле çурт нушисем тăрăх шутласси вара çапларах: 1–3 хутлă çуртсенче пĕр тăваткал метр пуçне уйăхра 0,312 кубла метр, 4-6 хутлă çуртсенче – 0,411 кубла метр.
Çавăн пекех ял хуçалăх культурисене сивĕ шывпа шăварасси тата выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлессинче шывпа усă курнине те çирĕплетнĕ. Ял хуçалăх культурисене тата чечек клумбисене шăварнă чух çак норматива çирĕплетнĕ: шыв колонкинчен витрепе ăсса шăвармалла пулсан уйăхри кăтартăва пăр тăваткал метр çине 0,047 кубла метр шыв тăкакланипе, шыв пăрăхĕпе шăварсан (шыва пÿртрен пăрăхпа илсен е çуллахи пăрăхпа усă курсан) 0,070 кубла метр тăкакланипе шутласа параççĕ. Йывăç-тĕм шăварнă чухнехи кăтарту асăннă майсемпе усă курса 0,056 кубла метрпа тата 0,080 кубла метрпа танлашать. Малтан çак норматива пĕр виçепе – хальхинчен пĕчĕкреххипе – палăртнă пулнă.
Выльăх-чĕрлĕхе апатлантарассинче шывпа усă курнин кăтартăвĕсем (уйăхра пĕр пуçа миçе кубла метр шывпа тивĕçтернине шутлани) акă мĕнле: мăйракаллă шултра выльăх – 2,254 кубла метр (малтан 2,433 кубла метрпа шутланă), мăйракаллă шултра выльăх çамрăкки (18 уйăхчен) 0,798 кубла метр (малтан – 1,064 кубла метр), лаша – 1,938 кубла метр (малтан 1,825 кубла метр), сысна – 0,507 кубла метр (малтан – 0,913 кубла метр), качака тата сурăх – 0,147 кубла метр (малтан – 0,304 кубла метр), качака путеккисемпе сурăх путеккисем – 0,065 кубла метр (малтан шутламан), кролик, норка, соболь – 0,091 кубла метр (малтан шутламан), чăхă, кăркка, цесарка – 0,010 кубла метр (малтан шутламан), кăвакал, хур – 0,45 кубла метр шыв (малтан шутламан).
Раççей Федерацийĕн Правительствин 2012 çулхи августăн 27-мĕшĕнчи 857 " «Об особенностях применения в 2012–2014 годах Правил предоставления коммунальных услуг собственникам и пользователям помещений в многоквартирных домах и жилых домов» йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн ЧР Министрсен Кабинечĕ ăшăпа тивĕçтерессине 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен хальхи пекех – кăçалхи июнĕн 30-мĕшĕчченхи норматив тăрăх шутласа пама йышăну тунă.
2009 çулхи ноябрĕн 23-мĕшĕнчи 261 " Федераллă саккунпа граждансен шыв учечĕн приборĕсене 2012 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен лартмалла пулнă. Счетчик лартманнисен ăна хăвăртрах лартса коммуналлă услугăсемпе тивĕçтерекен предприятире регистрацилемелле.
Çавăн пекех сентябрĕн 1-мĕшĕнчен шывпа тивĕçтернĕшĕн, таса мар шыв юхтарса кăларассипе тата ăшăпа тивĕçтернĕшĕн тарифсем ÿснине те аса илтерсе хăваратăп. Вĕсене республикăри конкурентлă политикăпа тарифсем тăрăх патшалăх службин йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ. Çапла вара Муркаш ял тăрăхĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем валли тарифсем акă мĕнле: 1 кубла метр шывпа тивĕçтернĕшĕн – 11,97 тенкĕ, 1 кубла метр шыв юхтарса кăларнăшăн – 23,39 тенкĕ, 1 тăваткал метр лаптăка ăшăпа тивĕçтернĕшĕн – 27,39 тенкĕ. Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене коммуналлă услугăсемпе тивĕçтерессин тарифĕсем: 11,02 тенкĕ; 29, 71 тенкĕ; 28,49 тенкĕ. Москаккасси ял тăрăхĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене коммуналлă услугăсемпе тивĕçтерессин тарифĕсем: 9,94 тенкĕ; 28,76 тенкĕ; 28,49 тенкĕ.
Çуртсене тытса тăрассипе тата юсав ĕçĕсем ирттернĕшĕн тÿлевсем малтанхи пекех юлаççĕ.
Коммуналлă услугăсемпе тивĕçтернĕшĕн малтанхи уйăхшăн шутласа панă укçа суммине хыççăнхи уйăхăн 10-мĕш числиччен тÿлемелле. Çак ĕçе кашни уйăхрах пурнăçламалла. Коммуналлă услугăсемпе тивĕçтернĕшĕн укçа тÿленине çирĕплетекен хутсене тÿленĕренпе 3 çул çитиччен упрамалла.
В. НИКИТИН,
район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ– капиталлă строительство тата
обществăлла инфраструктурăна
аталантарассин управленийĕн ертÿçи.