Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни черкке кун-çула кĕскетет

08 сентября 2012 г.

Никамшăн та вăрттăнлăх мар, юлашки çулсенче алкоголь продукцийĕпе усă курасси анлă сарăлса пырать. Çул çитмен çамрăксем, пулас ача амăшĕсем унпа киленни мĕн патне илсе çитересси пурне те шутлаттарма тивĕç. Çавăн пекех преступлени тăвасси те чылай чухне алкоголь продукцийĕн витĕмĕпех пулса иртет.

Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене çитсе пăхар-ха. Эрехпе наркăмăшланнисем йышлă – кунта хĕрарăмĕ те, арçынĕ те, çамрăкĕсем те пур. Хăшĕ хăй ирĕкĕпе сипленет, теприне ав ÿкĕте кĕртсе илсе килнĕ. Вĕсене сăнанă май ыранхи кун пире мĕн кĕтет-ши текен шухăш пуçра çуралчĕ. Эрехпе наркăмăшланнă çын та чирлĕ çын шутланать, ăна сиплеме чылай укçа-тенкĕ тухса каять. Енчен те çакна чирлĕ çынсем, ачасем валли уйăрнă пулсан самай усăллă пулнă пулĕччĕ те.

Мĕн вăл алкоголь – туртăм е чир; Асăннă продукципе сиенленни мĕнпе çыхăннă-ха, ытлашши усă курнинчен е пахалăхсăрринчен; Çак ыйтăвăн тупсăмне пĕлес тесе эпĕ васкавлă медицина пулăшăвĕн хула больницин ятарлă уйрăмĕн ертÿçипе А. Прохоровскаяпа калаçрăм.

– Алкоголь вăл хăйне майлă чир. Эрех пирки Гиппократ çапла каланă: "Эрехпе айкашни – хăй ирĕкĕпе ухмахланни". Симĕс çĕленлĕ черккене вара чăнах та кашни çын хăй ирĕкĕпе тытать. Апла пулсан вăл сывлăха, кун-çула хавшатать.

Суррогат эрехпе наркăмăшланнинче чи малтанах алкогольти этил спирчĕн витĕмĕ пысăк пулнине палăртмалла. Этил спирчĕпе наркăмăшланнă çыннăн тĕп нерв системи хавшать, пуç мимин ĕç-хĕлĕ йĕркерен тухать, алкоголь витĕмĕ çурăм шăмми çине куçать. Çапла вара пахалăхсăр алкоголь продукцийĕ çын организмĕнче талккишпех сарăлать, палăрмаллах сиенлетет. Уйрăмах куллен тата пысăк виçепе ĕçекенсем хытă хавшаççĕ. Хăшĕсем çакна çийĕнчех сисеççĕ, теприсем вара – каярах. Эрех – сывлăх тата ăс-тăн тăшманĕ. Унпа айкашакансен чылай чухне ăс-тăн енчен çителĕксĕр ачасем çуралаççĕ. Чылай чухне этил спирчĕпе, ытти эрехпе наркăмăшланни кун-çула вăхăтсăр татать.

– Суррогат алкогольпе наркăмăшланнине мĕнле пĕлмелле;

– Наркăмăшланнă çын тăн çухатма пултарать. Вăл пĕр тикĕссĕн сывлайми пулать, чĕре таппин, нерв системин ĕç-хĕлĕ улшăнать. Пĕтĕмĕшле илсен пĕтĕм организм хавшать. Çакă вара малашнехи тĕрлĕ чир-чĕр пуçаруçи пулса тăрать. Алкоголь продукцийĕпе усă куракан çыннăн пурнăç тăршшĕ ыттисемпе танлаштарсан 15 – 20 çул кĕскерех.

Эрех ĕçнĕ çын руль умне ларса çул çине тухни пысăк инкек патне илсе пырать, çакна кашниех çирĕплетме пултарать. Шутласа пăхар-ха, 40 г чухлĕ эрех нумай пек те мар. Апла пулин те вăл çын тыткаларăшĕ çине усал витĕм кÿрет, унăн калаçăвĕ улшăнать.

– Çапах та мĕн-ха вăл суррогат;

– Пирĕнтен чылайăшĕ час-часах тĕрлĕ сăлтавпа аптекăна кĕрет. Унта вара эмел ыйтакансемпе танах антисептика растворне туянакансене курма тивет. Паллă ĕнтĕ, алă-урана сĕрме мар. Савăт çине " для наружного применения" тесе çырнине вулама пулать. Анчах та ăна эрех вырăнне туянаççĕ. Çак ушкăна этил спирчĕпе е тата ытти тĕрлĕ хутăшпа хатĕрленисем кĕреççĕ. Пĕтĕ-мĕшле илсен асăннă шĕвек гидролиз спиртĕнчен тăрать. Унăн тытăмĕнче денатурат, метил спирчĕ, альдегид тата ытти сиенлĕ хутăшсем пур. Çапла вара çак наркăмăш çыххи çын сывлăхне палăрмаллах хавшатать, уйрăмах кунта антифриз сиенне асăнса хăвармалла.

– Тавах тĕплĕ калаçушăн. Сирĕн сăмахăрсем вырăнлă пуласса, кама та пулсан ырă утăм тума пулăшасса шанас килет.

Р. АЛЕКСАНДРОВА

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика