05 сентября 2012 г.
Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вĕçленнĕренпе сентябрĕн 2-мĕшĕнче 67 çул çитрĕ. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, ку милитаристла Япони 1945 çулхи сентябрĕн 2-мĕшĕнче капитуляци актне алă пусса çирĕплетнипе çыхăннă. Ултă çул пынă тĕнче вăрçине 110 миллион ытла çын хутшăннă, 55 миллиона яхăн çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă тесе çирĕплетеççĕ, вăл шутра – 27 миллион майлă совет гражданĕсен.
Шыравçă-патриотсем "Никам та манăçман, нимĕн те манăçман" девиза пăрахăçламаççĕ. Нумаях пулмасть Санкт-Петербургри чăвашсен ентешлĕхĕ тата Чăваш наци конгресĕ тăрăшнипе çак паттăр-хулари Пискарево мемориал комплексĕнче кунта пытарнă чăваш салтакĕсен ячĕпе гранитран тунă асăну плитине уçнă. Блокадăри Ленинграда хÿтĕленĕ тата ирĕке кăларнă çĕре хутшăнса пуç хунă 300 ытла ентешĕмĕрĕн ятне тупса палăртнă. Вĕсен ячĕсене тата ăçта çуралнине кăтартакан буклет кăларнă. Паттăрсем вара Чăваш Республикин кашни хулипе районĕнченех нумаййăн хутшăннă. Муркаш районĕнчен тухнă, вăрçă хирĕнче пулнă тата паттăр-хулана хÿтĕлесе пуçĕсене хунă çирĕм салтак ятне те кĕртнĕ унта. Акă вĕсен ячĕсем:
Кузьма Архипович Архипов (1902 ç. ç.) Вăрманкас Хачăк
Василий Игнатьевич Игнатьев (1906 ç. ç.) Муркаш
Михаил Александрович Коваленко (1919 ç. ç.) Мăн Сĕнтĕр
Василий Максимович Кольцов (1911 ç. ç.) Ятман
Николай Петрович Лаптев (1914 ç. ç.) Кăпас
Николай Евлампьевич Леонтьев (1917 ç. ç.) Оринин
Роман Леонтьевич Леонтьев (1907 ç. ç.) Исетерккĕ
Архип Михайлович Михайлов (1923 ç. ç.) Автанкасси
Федор Николаевич Николаев (1898 ç. ç.) Тойкилтĕ
Иван Яковлевич Перлов (1914 ç. ç.) Çеçмер
Василий Петрович Петров (1905 ç. ç.) Кашмаш
Иван Павлович Скворцов (1906 ç. ç.) Мăн Сĕнтĕр
Дмитрий Яковлевич Смирнов (1916 ç. ç. ) Çĕн Тăмлай
Дмитрий Егорович Сорокин (1909 ç. ç.) Мăн Тутаркас
Изосим Максимович Сорокин (1918 ç. ç.) Кашмаш
Алексей Тихонович Тихонов (1904 ç. ç.) Рыккакасси
Валентин Филиппович Филиппов (1919 ç. ç.) Уйкас Янасал
Андрей Иванович Фролов (1909 ç. ç.) Пĕрремĕш Май выççăлкки
Антон Федорович Фуражников (1908 ç. ç.) Çатракасси
Василий Михайлович Шаландаев (1910 ç. ç.) Мăн Сĕнтĕр.
В. ФЕДОРОВ,
обществăлла корреспондент.