05 сентября 2012 г.
Пĕр вырăнта силленсе тăракан предприятисем хушшинче çĕнĕлĕхсемпе хĕç-пăшалланса тирпей-илем ытамĕнче малалла сулмаклă утăмсем тăвакансем те пур-ха пирĕн хушăра. Вĕсен ĕçĕпе тата мал туртăмлă аталанăвĕпе паллашни ыттисене те çĕнĕлĕхсем тĕлĕшпе хăюллăрах пулма хистĕ тесе пуçларăмăр паян кун çути куракан рейд статйине. Вулакансем вырăнсенче обществăлла выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕле хатĕрлессипе епле ĕçленине мĕнле хакланине те çырса пĕлтерессе кĕтетпĕр. Ăçта епле çĕнĕлĕх, мал туртăмлăх пур – хурав парăр! Пĕрлехи тăрăшулăх çитес хĕл кунĕсене хатĕрлессипе ырă енчен витĕм кÿресси пирки паян пирĕн пĕр иккĕленÿ те çук.
Вăхăт хура кĕркунне еннелле сулăнма пуçларĕ те район шайĕнче йĕркеленĕ комисси хуçалăхсенче обществăлла выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕле епле хатĕрленипе паллашма тухрĕ. Ку хутĕнче тĕрĕслев серепине «Оринино», «Восток», «Передовик», «Герой», «Свобода» хуçалăхсен фермисем лекрĕç.
Халăх каларăшĕнче вăрăм çула тухсан тĕл пулнă пĕрремĕш çын çул ăнăçлăхĕпе кăнттамлăхне палăртать тет. Хамăрăн рейд ĕç-хĕлĕ «Оринино» хуçалăхран пуçланни те ку хутĕнче ыррине ытларах тĕл пуласса палăртрĕ. Асăннă хуçалăхăн Атапайĕнчи ăратлă пăру тата сысна фермисенче пулсан, Патаккассинчи сĕт комплексĕнчи тата Орининти сысна ферминчи ĕç-хĕлпе паллашсан эпир хамăрăн çул çинче йывăрлăхран хăраман, ĕçчен те малашлăха пăхакан çынсене тĕл пултăмăр. Чун савăнчĕ, нумай хуçалăхри курăмлă çитменлĕхсем хушшинче пĕр пĕлĕт айĕнчех Атапайсемпе Орининсем тата Патаккассисем мал туртăмлă ĕçлени алă усмасан ÿсĕм çулĕ никамшăн та айккинелле пулманнине кăтартрĕ.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвĕ – кашни хуçалăх экономикинех тĕреклетмелли çул-йĕр. Çакна «Оринино» ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи Юрий Шишокин ăнланни ăна ирлесех сĕт комплексĕнче тĕл пулниех çирĕплетрĕ.
– Ĕçе эпĕ ытларах кунсенче фермăран пуçлатăп. Нумай чухне хаксен политики пире тивĕçтерсех каймасть пулсан та йывăрлăхсем умĕнче алă уссан малашлăх пирки ĕмĕтленме те кирлĕ маррине пирĕн ĕçченсем ăнланаççĕ. Çапла вара фермăсенче ĕçлекен кашни доярка, пăру пăхакан, мăйракаллă шултра выльăх самăртакан, сысна ĕрчетекен хăйсен ĕçне яваплăха туйса пурнăçлать. Çапла пулсан çеç аталану хумĕ çинче юласса ăнланаççĕ вĕсем, – Патаккассинчи сĕт комплексĕнчи ĕне сăвакансем çине пăхса шăкăл-шăкăл калаçрĕ Юрий Николаевич. Малалла пăхакан ертÿçĕн сăмахĕсем.
Çитес хĕл кунĕсенче выльăхсен йышне сыхласа хăварасси тата продукци илессине тивĕçлĕ шайра тытасси – кооператив ĕçченĕсен паянхи тĕп тĕллевĕ. Çакна ĕненсе тата ăна пурнăçлассишĕн тимленине курса тухрăмăр эпир Патаккассинчен. Çивитти тĕлĕшпе юсав ĕçĕсем çителĕклĕ пурнăçланă, дезинфекцилесе шуратнă, ферма ĕçченĕсен тăрăшулăхĕпе тирпейлĕх тата чечексем хуçаланакан фермăран кăмăллă тухрăмăр. Черетре – Эльвира Ботникова ертсе пыракан Орининти сысна ферми. 400 пуç ытла сыснана кунта 4 çын пăхать. Пур çĕре те юсавçă алли çитни сисĕнекен тирпейлĕ витесемпе утма кăмăллă.
– Самăртма хупнă сыснасем талăксерен 550 грамм, ÿстерекен уйрăмрисем вăтамран 400 грамм, икĕ уйăхченхисем 180 грамм ÿт хушни пирĕн тăрăшулăх харама кайманнине çирĕплетет. Çакă ÿсĕмĕн çĕнĕ чиккисем пирки шухăшлаттарать, – тесе ăсатрĕ пире нумай çĕрте чечексем ÿснипе паллаштарса Эльвира Геннадьевна.
Юлашки вăхăтри çумăрсемччен вырмана вĕçленипе кăмăллă Ю. Шишокин. Фермăсене хĕле хатĕрлессипе туса çитерейменнисем те пуррине палăртса халĕ пур вăя та çавăнта явăçтарасси пирки ĕмĕтленет вăл.
Атапайĕнчи ăратлă пăру фермине Е. Замкова ертсе пырать. Осеменатор тивĕçĕсене те хĕрарăм хăех пурнăçлать. «87 тынашкана пăхассипе эпир 7-ĕн ĕçлетпĕр. Тынашкасем хулăн ай сарăм çинче тăнăран тислĕкне те лашасемпе кулленех кăларса тăратпăр. Фермăна çу кунĕсенче юсаса пачĕç те хĕл кунĕсем хăратмаççĕ ĕнтĕ пире», – терĕ вăл.
Чечексем йышлă Оринин тăрăхĕнчен «Восток» хуçалăхăн Мулкачкассинчи обществăлла выльăх-чĕрлĕх фермисене çитсен куç тĕлне ытларах çум курăкĕ тыткăнларĕ. Дезинфекциленĕ сарайсене шуратман. Урайсене, кормушкăсене самай юсанă пулсан та çивиттисем патне алă çитеймен. Кунне 4 кг çăнăх çиекен вăкăрсем мăнтăр тăнине пăхма кăмăллă пулчĕ. Çапах территорие тирпейлесси тата сăвăм пĕчĕккĕ пулни татса паман ыйтусем те пурри пирки калать.
«Передовик» хуçалăхăн Ахманери сĕт ферминче кăçал машинăпа ĕне сăвакан операторсен тата техник-осеменаторсен районти конкурсĕ иртнĕ май сарайсене ун чухнех хĕле хатĕрлесе çитерни паллăччĕ. Çулталăк каялла ферма таврашĕнче çăрăлнă пылчăка кăçал курма пулмарĕ. Сарайсем патне пыма та, вĕсене кĕме те кăмăллă. Ферма çывăхĕнче ĕнесене уçăлтарма кăлармалли лаптăк тума пуçлани те «Передовик» хуçалăх ертÿçисем ыранхи кунпа пурăнни пирки калать.
Çу кунĕсенче дезинфекциленĕ тата шуратса-юсаса хăт-илем кĕртнĕ «Герой» хуçалăхăн выльăх-чĕрлĕх сарайĕсенче таса та хитре сыснасемпе мăйракаллă шултра выльăха курма май килчĕ. Витесенче пушар хăрушсăрлăх правилисене пăсниех курăнманни, пысăк юсав ĕçĕсемех пулманни хуçалăх, тĕпрен илсен, хĕле хатĕрри пирки калать. Икĕ ферминче те чечек йăранĕсем пурри, çум курăкĕсене çулсах тăни, кану пÿлĕмĕсене тирпейлĕ тытни ĕç культури кунта иккĕмĕш вырăнта пулманнине çирĕплетет.
Хамăр рейдра фермăсене тирпей-илем кĕртессипе ĕçленине тĕп вырăна хутăмăр. Мĕншĕн тесен тирпейлĕ ферма хĕле хатĕрри иккĕлентермест. Ăратлă выльăх ĕрчетекен «Свобода» кооператив-заводăн Кашмашри сысна фермине çитсен чечекпе пахча çимĕç ÿстерекен теплицăна лекнĕнех туйăнчĕ. Вун-вун тĕрлĕ чечек йăранĕ, пахча çимĕç лартнă кĕтессем – районта урăх ниçта та çук куç ытарайми илем.
– Ферма ĕçченĕсен ĕç юратăвĕн палли ку. Çак илемшĕн çулленех укçан хавхалантарни ытти ферма коллективĕсене те вырăнтан тапратрĕ. Çапла вара ферма коллективĕсем хушшинче юлашки çулсенче çулленех тирпей-илем конкурсне ирттеретпĕр. Илемлĕхе туяканăн ĕçĕ те мал туртăмлă аталанать, – ăнлантарса калаçать хуçалăх ертÿçи Виталий Никитин.
Кашмашри ĕне ферминче те чечек тĕнчи вăй илнĕ. Çак илеме тытса пыракан коллектив (ăна Ю. Петровский ертсе пырать) паянах ĕнесене хĕле тăратма хатĕр ĕнтĕ. Выльăх апачĕ енчен çителĕклĕ пулни 164 ĕне тытакан коллектива кашни ĕне пуçне талăкра 13 килограма яхăн сĕт сума май парать. «Çак кăтарту хĕл кунĕсенче те чакмасса шантаратпăр», – терĕç каçхи сăвăма пыракан дояркăсем.
Çапла, уйăрса каламасăрах хăш хуçалăх фермисем хĕле епле хатĕрленнине вулакан ăнланчĕ пулĕ. Пĕрисем çанă тавăрса ĕçлеççĕ пулсан, вĕсен ĕçне курса ыттисем те ыйхăран вăранасса шанас килет. Шаннă кайăк йăвара пулнипе пулманнине тепĕр 2–3 эрнерен пулакан пĕтĕмĕшле тĕрĕслев кăтартса парĕ. Хальлĕхе чечекпе туслисем çеç хĕле ытларах хатĕрри курăнать.
Рейд ушкăнĕ:
Т. АЛЕКСЕЕВА,
район администрацийĕн экономика
тата АПК аталанăвĕ пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ;
А. ФЕДОРОВА,
районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин ветеринари врачĕ;
А. БЕЛОВ,
райхаçатăн экономика пайĕн ертÿçи.