Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЗАГС çăмăллăхĕсем – электронлă майпа

22 августа 2012 г.

Юлашки вăхăтра патшалăх тата муниципаллă услугăсемпе электронлă майпа усă курасси пирки нумай калаçатпăр. Район администрацииĕн ЗАГС пайĕ те хăй паракан хăш-пĕр услугăсемпе электронлă майпа тивĕçтерме пуçларĕ. Кун пирки тĕплĕнрех калаçма ЗАГС пайĕн пуçлăхĕпе Н. КОРНЕЕВĂПА тĕл пултăмăр.

– Наталия Валериановна, хальхи вăхăтра сирĕн пай хăш услугăсемпе электронлă майпа тивĕçтерме пултарать;

– Пирĕн пата электронлă майпа заявлени янипе ача çуралнине, мăшăрланнине е уйрăлнине, çын вилнине çирĕплетекен свидетельствăсене илме май пур. Е тата ача çуралнине çирĕплетекен свидетельствăна (справкăна) тĕрлĕ сăлтава пула тепĕр хут илмелле пулса тухсан.

Каласа хăвармалла, заявление Патшалăх тата муниципаллă услугăсен wwwĕgosuslugiĕru пĕрлехи порталĕнче çырса районти ЗАГС пайне ямалла. Заявлени параканăн ĕç-пуç мĕнле тапхăрта пынине пĕлсе тăма пирĕнтен хыпар илес тĕллевпе хăйĕн адресне кăтартмалла.

– Апла пулсан заявлени çырнă çыннăн ЗАГС пайне хатĕр документа илме пымалла кăна.

– Çапла. Унччен вара эпир электронлă заявка илнĕ хыççăн кирлĕ акта хатĕрлесе ун патне уведомлени ярса паратпăр. Унта вара шăпах заявкăра кăтартнă кунпа вăхăтра заявка паракана документ парасси пирки пĕлтеретпĕр. Е тата сăлтава палăртса документа хатĕрлесе пама май çукки пирки уведомлени ярса пама пултаратпăр.

Çапла вара заявлени çырса паракан кирлĕ свидетельствăна пирĕн пата хăй палăртнă вăхăта пырса илме пултарать.

– Наталия Валериановна, маларах асăннă электронлă услугăсенчен мăшăрланасси пирки заявлени çырма кăткăсрах пек туйăнать. Кун пирки кăшт тĕплĕнрех каласа хăварăр-ха, тархасшăн.

– Заявка паракансен чи малтанах ЗАГС пайĕн ĕç графикне тишкерсе мăшăрланнине регистрацилеме хăйсене килĕшнĕ кунра никам та йышăнман вăхăта суйласа илмелле. Çавăн пекех заявление хăйсен килсе памалли вăхăта та электронлă майпах суйласа пĕлтермелле. Харпăр хăй килсе заявлени панă хыççăн пĕр уйăхран мăшăрланнине регистрацилетпĕр. Хальхи вăхăтра мăшăрланнине регистрациличчен ЗАГС пайне электронлă майпа икĕ уйăх çурă маларах электронлă заявленипе тухма май пур. Электронлă майпа пĕр-пĕр куна суйласа илсе пирĕн пата хăйсем заявлени çырма пырассине палăртнă хыççăн çав кун пымарĕç пулсан палăртса хунă кунпа вăхăта эпир пăрахăçлатпăр.

Хамăр енчен вара заявлени çырса параканăн (маларах асăннă пур документ тĕлĕшпе те) электронлă адресĕ çине заявление йышăннине, вĕсем суйланă вăхăта ырласа çав куна пыма чĕнсе маларах хыпарлатпăр. Е заявление пурнăçлама май çукки пирки хыпарлани те пулма пултарать.

Аса илтеретпĕр, патшалăх е муниципаллă услугăпа электронлă майпа усă курас тесен малтанах асăннă портала кĕмелле. «Личный кабинет» туса хурса унта ыйтнине çырмалла. Хăш услугăпа усă курассине пурăннă вырăна, пирĕн тĕслĕхре Чăваш Республикине, кăтартса суйламалла. Малалла мĕн тумаллине компьютер хăех кăтартса пырĕ.

Н. НИКОЛАЕВА

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика