22 августа 2012 г.
Педагогсен августри конференцийĕ районта кăçал çитес эрне кун, августăн 24-мĕшĕнче, Юнкăри вăтам шкулта иртет. Ун умĕн эпир район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕпе З. ДИПЛОМАТОВĂПА тĕл пулса калаçрăмăр.
– Зоя Юрьевна, педагогсен августри конференцийĕнче калаçу, тĕпрен илсен, мĕн пирки пырĕ тата вăл мĕнпе çыхăннă;
– Конференцин тĕп ыйтăвĕ – вĕрентÿ пахалăхне ÿстерни урлă пултаруллă ачасемпе ĕçлессин системине туса хурасси. Ытлари кун Шупашкарта иртнĕ республикăри педагогсен конференцийĕ те çак ыйту таврах пулчĕ.
Пултаруллă ачасемпе ĕçлесси, вĕсене хавхалантарасси пирки федераци шайĕнче кăçал уйрăмах чылай тĕплĕ калаçу пулса иртрĕ. Апрель уйăхĕнче акă Раççейре пултаруллисене тупса палăртассин пĕтĕ-мĕшле наци системин концепцине йышăннăччĕ. Кунсăр пуçне халĕ пурнăçланакан Президент пуçарăвĕн «Пирĕн çĕнĕ шкул» программин те пĕр енĕ пултаруллă ачасемпе ĕçлессипе çыхăннă.
– Паянхи кун пултаруллă ачасене, çамрăксене хавхалантарасси япăх мар шайра темелле.
– Пирĕн республикăра пултаруллă ачасемпе çамрăксене хавхалантарас тĕллевпе ятарлă стипендисем, премисем парассине çирĕплетсе хунă ĕнтĕ. Район шайĕнче те пултаруллисем валли район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине çирĕплетнĕ. Шкулсенче те хавхалантару мелĕсене палăртнă. Анчах та çак пултаруллă ачасемпе ĕçлемелли системăна туса хумалла.
– Шкулсенче пултаруллă ачасемпе уйрăммăн ĕçлекенсем пурах пулĕ;
– Паллах пур. Анчах та каласа хăвармалла – кашни шкулти кашни вĕрентекен мар. Вăхăт вара паян ачан аталанăвне, пултарулăхне шута хурса кашнинпе уйрăммăн ĕçлеме ыйтать. Çапла вара шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕнче е тата пуçламăш шкулта вĕреннĕ чухне ачан пултарулăхне тупса палăртсассăн кайран ачана хăйне те, вĕрентекенсене те çăмăлрах пулмалла. Ача пур енлĕн пĕр пек пултаруллă пулма пултараймасть-çке-ха: пĕри гуманитари енĕпе питĕ пултаруллă, тепри – пулас математик, виççĕмĕшĕ – пулас спортсмен тата ытти те. Пуринпе те хăйне май ĕçлемелле.
– Пытарма кирлĕ мар, нумай шкулта олимпиадăна хăш ачана хатĕрлемелле-ши, пултарулăх конкурсне кама явăçтармалла-ши текен ыйтусем час-часах тухса тăраççĕ...
– Çапла, кун пек тĕслĕхсем пĕрре мар тĕл пулаççĕ. Нумай мероприятире пĕр ачасенех курма тÿр килет. Анчах та пур шкулта та лару-тăру пĕр пек мар. Тĕслĕхрен, Муркаш, Мăн Сĕнтĕр, Йÿçкасси, Оринин, Турай, Шатракасси шкулĕсенче çулсеренех олимпиадăсен, ытти конкурссен çĕнтерÿçисене хатĕрлеме пултаракан вĕрентекенсем тăрăшаççĕ. Вĕсене район шайĕнче те лайăх пĕлеççĕ: В. Львов, Е. Михайлова, И. Семенов, В.Тихонов, В. Алексеева, Г. Смирнов, А. Герасимова, В. Иванова тĕллевлĕ ĕçлесе пыраççĕ.
Ачасен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн аталантарассинче районти хушма пĕлÿ паракан учрежденисенче вăй хуракан тата вĕсемпе тачă çыхăнура ĕçлекен педагогсен тÿпи те пысăк. Л. Митрофанова, Ю. Самушков, И. Киршева, Т. Ермакова, Э. Гордеев, П. Васильев, С. Черкашин, В. Моисеев тата ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн ытти тренер-преподавателĕсен ĕçĕ курăмлă. Районти пилĕк коллектив – тĕслĕх коллективсем: Çатракассинчи «Журавушка», Юнкăри «Калейдоскоп», Муркашри «Вдохновение», Москакассинчи «Калинка» тата Нискассинчи «Подсолнушек».
– Ача сачĕсенче тата пуçламăш шкул – ача сачĕсенче ку тĕлĕшпе ĕç-пуç мĕнлерех;
– Ача сачĕсенче иртекен ăс-тăн конкурсĕсем, спорт ăмăртăвĕсем тата ытти енсемпе, сăмахран, тăван ен культурипе тата историйĕпе е, калăпăр, экологи енĕпе, тарăннăн ĕçлени пултаруллă ачасене тупса палăртма пулăшать.
Анчах та тепĕр хут калатăп: пултаруллă ачасемпе ĕçлеме система туса хумалла, унпа пĕрлех – вĕрентÿ пахалăхне те ÿстермелле. Конференцире кун пирки, паллах, ĕçлĕ те тĕплĕ калаçу пулĕ.
– Апла ку ыйтăва кăшт хыçарах хăварса вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕ патне таврăнар. Пур вĕрентÿ учрежденийĕ те ачасене йышăнма хатĕр-и паян;
– Паянхи куна районти пур вĕрентÿ учрежденийĕ те ачасене йышăнма хатĕр. Комисси пурне те йышăннă.
– Нумаях пулмасть районти шкулсенче вĕрентекенсем çителĕксĕр пирки асăннăччĕ.
– Шел пулин те, пур вакансие те хупма май килмерĕ. Хăш-пĕр вĕрентекенсен сехет шутне ÿстерме тивет. Юнашар вырнаçнă шкулсенче пĕр вĕрентекенĕнех совместительство мелĕпе те ĕçлеме пулать. Анчах та çак лару-тăру шкул ачисем çинче япăх енĕпе палăрмалла мар. Мĕншĕн тесен вĕрентекенсен ĕç укçин пĕр пайĕ – хавхалантару пайĕ – шăпах вĕрентекенĕн тата унăн вĕренекенĕсен пур енлĕ кăтартăвĕпе çыхăннă.
– Тавах калаçушăн.
Н. НИКОЛАЕВА.