Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуринпе те

23 мая 2012 г.

Мария РОЖКОВА, Муркаш ялĕнчен:

– Евтихий Андреевичпа паллашасси çапла пулса иртрĕ. Манăн анне ун чухне колхоз лашисене пăхатчĕ. 4 çул вĕреннĕ хыççăн малалла шкула кайма тивейменрен эпĕ те, 13 çулхи хĕр ача, аннене пулăшма çÿреттĕм. Хăйне председателе суйланă хыççăн тепĕр куннех пулĕ вăл лаша пăхакансем патне пычĕ те куларах çапла ыйтать: «Çак кулакан хĕр ача та лашасем пăхать-и вара;» – тет. Аслă конюх Александр Александров ман хута кĕчĕ, пурте ун пекех тăрăшсан, ĕçсем татах аван каймалли пирки пĕлтерчĕ.

1954 çулта Çурлатринчи ĕне ферминче ĕçлеме пуçларăм. Ун чухне фермăра вăй хураканăн ĕçĕ çăмăл пулнă теместĕп. Выльăхсене шăварма куллен 90 çĕклем те ытла шыв çĕклеттĕмĕр. Апатне те лашасемпе хамăрах турттарнă, тислĕкне те кăларнă. Мĕн тăвăн, чăтнă. Пирĕн хушăра никам та нăйкăшакан пулман.

Пăрусем пăхакансем эпир ун чухне тăваттăн пулса. Кашни выльăх пăхакан пуçне 20–25 пăру тиветчĕ.

Çурлатринчен качча килсен уй-хир бригадинче ĕçе тытăнма тÿр килчĕ. Тĕрĕссипе хамăн фермăнах кайма шухăш пурччĕ-ха. Анчах та упăшка пус та кас килĕшмерĕ. Питĕ кĕвĕç çынччĕ вăл, уй тункати çумне те хушма пултаратчĕ пуль.

Уй-хирте те çăмăл пулман. Тыррине акнă, вырнă, çапнă – пĕтĕмпех алăпа. Уйрăмах тырă вырассипе ывăнсах çитеттĕмĕр. Юрать-ха ачасем, пичче-шăллăмсем пулăшатчĕç. Çул хĕррипе автоçулпа иртсе каякан машинăсем çинчи çынсем пире çапла кăшкăрса хăварнине те ас тăватăп: «Пăрахăр çурлусене, эпир хăçантанпа ĕнтĕ тырă алăпа вырмастпăр», – тетчĕç.

Евтихий Андреевич ĕçне кура ĕç укçине те тÿлетчĕ. Çулталăкне 725 ĕç кунĕ ĕçлесе илни те пулнă. Пĕр ĕç кунĕ пуçне вара ун чухнехи укçапа 4 тенкĕ таран, 3–4 килограмм тырă, 4 килограмм улăм, 1 килограмм утă паратчĕç. Килти хуçалăха тытса пыма епле пысăк тĕкĕ пулнă вăл.

Шăпа çапла пÿрнĕ пулĕ. Евтихий Андреевичăн юлашки кунĕсене те курма тиврĕ. Евтихий Андреевич больницăра чухне эпĕ те çав больницăрах пилĕк ыраттарнипе выртаттăм. Хăй ыйтсан чей те туса ĕçтертĕм эпĕ ăна ун чухне.

Шел, пурнăç çулĕ вăрăм пулаймарĕ унăн. Апла пулин те вăл хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче те тепĕр çын 200 çул хушшинче те туса хăварма пултарайманнине пурнăçлама пултарчĕ.

В. ЛЕОНИДОВ

çырса илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика