23 мая 2012 г.
Районăмăр историне тишкерме тăрсан кирек хăçан та Социализмла Ĕç Геройĕ Евтихий Андреевич Андреев ячĕ чĕлхе çине килет. Аслăрах ăрури çынсем ăна Муркашсен председателĕ тесе аса илеççĕ. Çакăн пек хаклавпа иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенче çуралнисем те калаçу «Знамя труда»
Халăх председателĕ, пултаруллă ертÿçĕ
колхоз ертÿçи пулнă Евтихий Андреевич Андреев пирки пынине ăнланса илеççĕ пулĕ тесе шутлатăп.
Пирĕн паллă ентешĕмĕр асăннă хуçалăха 1951 – 1981 çулсенче ертсе пынă. Ертсе пынă çеç мар, ăна çĕр-шывĕпех паллисен ретне тăратнă. Евтихий Андреевич ячĕпе пĕрлех «Знамя труда» колхоз сумĕ те çав çулсенче республикăра та, унăн тулашĕнче те питĕ паллă пулнă. Хуçалăх çитĕнĕвĕсене кура унăн ертÿçине районтисĕр пуçне республикăра тата Раççей шайĕнче депутат пулма темиçе те суйланă. Евтихий Андреевич вара ниçта та хăйĕн ятне яман, Муркаш чапне çĕкленĕ.
Çĕр ĕçне чунĕпе парăннă ертÿçĕне ÿсĕмĕсене кура 1966 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Социализмла Ĕç Геройĕн ятне панă. Çакă вăл Муркаш еншĕн те пысăк чыс тесе шутлатăп.
Нумайăшĕн асĕнче Евтихий Андреевич ырă ĕçĕсемпе тарăн йĕр хăварнă. Хăйне тÿрремĕнех пĕлмен çынсен асĕнче те пирĕн ентеш хăйĕнчен те, ыттисенчен те çирĕп ыйтакан, çав вăхăтрах хуçалăхпа колхозниксен пурнăçĕнчен пĕр шит те уйрăлман, çĕр ĕçне чунĕпе парăннă ертÿçĕ репутацийĕпе упранса юлнă. Çавăнпах ĕнтĕ 1981 çулхи çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче, вăл вилнĕ хыççăн темиçе кунтанах, колхозниксем хăйсен пĕрлехи пухăвĕнче «Знамя труда» хуçалăха Е. Андреев ятне пама йышăннă.
Вăл е ку хуçалăха унăн ертÿçин ятне панă тĕслĕхсем историре час-часах тĕл пулаççĕ теме çук. Çакă та Евтихий Андреевич ку тăрăхшăн чăнах та питĕ пултаруллă, халăх хисеплекен председатель пулнине çирĕплетет. Вăл вăхăтра «Знамя труда» хуçалăхра уй-хир бригадинче вăй хунисем, ĕне сăвакансемпе сысна пăхакансем, механизаторсемпе водительсем, ытти ĕçченсем халĕ пысăк пенси илнинче те Е. Андреевăн тÿпи пур тесе çирĕплетеççĕ, тÿрĕ кăмăлпа вăй хурса лайăх «ĕç кунĕ» тума пултарнишĕн ăна паян та тав тăваççĕ.
Хастар ентешĕмĕр çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа паян эпир вăл ертсе пынă хуçалăхăн малтанхи çулĕсен ÿсĕмĕсем мĕнрен килни пирки сăмах тапратас терĕмĕр. Тен, хаçат вулакансем те ку темăпа хăйсен шухăшĕсене пĕлтерĕç, аса илĕвĕсемпе паллаштарĕç. Вĕсенчен кашниех паянхи çамрăксемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулĕ тесе шутлатăп.
1951 çул пуçламăшĕнче Е. Андреев Муркаш, Çĕньял Муркаш, Шаптак, Çурлатри тата Малиновка ялĕсен пĕрлештернĕ хуçалăхне ертсе пыма пуçланă. Пĕрлештернĕ çĕрсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 2271 гектар пулнă. Çав шутра сухаламалли çĕрсен калăпăшĕ – 1680 гектар.
Хуçалăх тытăмĕ ертÿçĕрен тата правлени членĕсенчен пуçланать. Пысăкланнă хуçалăхăн малтанхи правлени членĕсем çаксем пулнă: Е. Андреев (председатель), Совет Союзĕн Геройĕ А. Воробьев (председатель çумĕ), З. Магаев (тĕп бухгалтер), В. Чубуков (счетовод) тата З. Синичкина (кассир).
Çур акине хирĕç пĕрлешсе тĕрекленнĕ хуçалăхăн укçа-тенкĕ ыйтăвĕ пулнăран çурхи ака-сухана ăнăçлă ирттерес тĕллевпе колхозăн патшалăхран 90 пин тенкĕ ссуда илме тивнĕ. Йывăрлăхсем нумай пулнă пулин те, çĕр ĕçченĕсем пуç усман. Пысăкланнă колхозра уй-хир бригадисене тăххăр йĕркеленĕ. Вĕсене П. Костин, А. Сильвестров, В. Любимов, А. Столбов, И. Магаев, И. Спаскин, В. Волков, М. Смирнов тата В. Федоров бригадирсем ертсе пыма пуçланă. Агроном ĕçне çак вăхăта аслă пĕлÿ илнĕ специалист Е. Ильина кÿлĕннĕ.
Çак йыш хуçалăх ĕçне пуçламăш çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Вĕсене аталанма тивĕçлĕ условисем туса парассишĕн ĕçе кÿлĕннĕ.
В. ФЕДОРОВ.