Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ака вĕçленсе пырать

19 мая 2012 г.

Районти çĕр ĕçченĕ çу уйăхĕн кашни уяр кунĕпе туллин усă курассишĕн тăрăшать. Техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă тракторсем иртен пуçласа каçченех хирте тăрăшаççĕ.

Ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе агрофирмăсен тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсен кăçалхи çур акире уй-хир ĕçĕсен планĕпе килĕшÿллĕн пурĕ 11615 гектар акса хăвармалла. Ĕнерхи кун тĕлне тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсем хатĕр уй-хирсене пурĕ 8338 гектар (72 процент) «шуратса хăварма» ĕлкĕрнĕ. Вăл шутран: çурхи тулă – 2895 гектар (75 процент), урпа – 4830 гектар (74 процент), сĕлĕ – 363 гектар (46 процент).

Ĕнерхи кун тĕлне районти тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ ял хуçалăх предприятийĕсем пĕр çул ÿсекен курăксене 780 гектар (52 процент) акнă. «Путь Ильича» хуçалăх маларах йышăннă плана 160 процент пурнăçланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика