Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экзаменччен – шутлă кунсем

16 мая 2012 г.

11-мĕш класра вĕренекенсен кĕçех чи хĕрÿ тапхăр пуçланать. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсемччен шутлă кунсем юлчĕç.

Пирĕн районти 257 выпускникăн, вĕсенчен тăваттăшĕ – малтанхи çулсенче вĕренсе тухнисем, кăçал алла аттестат илмелле.

Яланхи пекех патшалăхăн пĕрлехи икĕ экзаменне – вырăс чĕлхипе тата математикăпа – кашнийĕнех тытмалла пулĕ. Экзаменсем хăш кунсенче иртессине çирĕплетнĕ. Вĕсен йĕрки çапла:

майăн 28-мĕшĕнче – информатика тата ИКТ предмечĕпе (3 ача), биологипе (76), историпе (53) Етĕрне хулинчи 3 " вăтам шкулта;

майăн 31-мĕшĕнче – вырăс чĕлхипе (257) Муркашри вăтам шкулта;

июнĕн 4-мĕшĕнче – химипе (34), акăлчан чĕлхипе (4) Кÿкеçри 1 " вăтам шкулта;

июнĕн 7-мĕшĕнче – математикăпа (257) Муркашри вăтам шкулта;

июнĕн 13-мĕшĕнче – физикăпа (64), обществознанипе (140) Муркашри вăтам шкулта;

июнĕн 16-мĕшĕнче – географипе (6), литературăпа (1) Кÿкеçри 1 " вăтам шкулта.

Резерв кунĕсенче 53 выпускник экзамен тытасси халех паллă: вĕсем суйласа илнĕ экзаменсем пĕр кунра иртнĕрен. Сăмахран, 11-мĕш класра вĕренекен физикăпа тата обществознанипе экзамен тытма палăртнă. Ку экзаменсем пĕр кун иртеççĕ. Вăл пĕр экзаменне çирĕплетнĕ кунра тытать, теприне – резерв кунĕнче. Кунсăр пуçне тата обязательнăй пĕр предметпа патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнче «иккĕ» илнисем те çав «иккĕне» резерв кунĕнче тÿрлетме пултараççĕ. Экзамена иккĕмĕш хутĕнче те тытаймасан шкултан вĕренсе тухнине çирĕплетекен справка параççĕ. Сăмах май каласан обязательнăй предметсемпе иккĕшĕнпе те экзаменра «иккĕ» илнĕ пулсан алла аттестат лекмест. Апла пулсан пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрленекенсен экзаменсемччен юлнă кунсенчи кашни минута хакламалла.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика