Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Африка чуми – пысăк хăрушлăх

16 мая 2012 г.

циалистсем сыснасен африка чуми çĕр-шыв агропромышленноçĕшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратнине палăртаççĕ. Ку вирус çынна сиен кÿмест пулин те, фермăна пырса лексен унти выльăхсен пĕтĕм пуçне тĕп тума тивет. Чире сарăлма парас мар тесе инçет таврари – темиçе çухрăмри – сыснасенчен те хăтăлаççĕ. Асăннă чире пула Раççейре виçĕ çул хушшинче 240 пин (!) сыснана пусмалла пулса тухнă. Çак мелпе кăна чумана аталанма-сарăлма чарма пулать.

Чир, чăнах та, питĕ хăвăрт сарăлать, мĕншĕн тесен унпа кĕрешме паянхи кун кирлĕ эмел шутласа кăларман-ха. Профилактика тĕлĕшĕпе те вакцина çук.

Çакна шута илсе Раççей ял хуçалăх надзорĕн республикăри управленийĕ самантлăха та тимлĕхе çухатмасть. Чире республикăна кĕртес мар тесе хăйĕн ĕçне ятарлă планпа туса пырать. Кунсăр пуçне специалистсем, сыхлăх ĕçĕсене вăйлатнă май, тăтăшах рейдсем ирттереççĕ, сысна ĕрчетекен хуçалăхсене çитсе лару-тăрупа паллашсах тăраççĕ.

Хальхи вăхăтра та пирĕн специалистсем тĕрĕслевре. Управлени ĕçченĕсемпе пĕрле çут çанталăка сыхлассипе тимлекен прокурорсем те сысна ĕрчетекен хуçалăхсене тĕпчеççĕ. Вырăнсенче африка чуминчен хÿтĕленсе тивĕçлĕ мерăсем йышăннипе кăсăкланаççĕ. Вĕсем çывăх вăхăтрах республикăри сысна ĕрчетекен 58 хуçалăхри лару-тăрупа паллашма тĕллев лартнă.

Пĕлтĕр вара управлени специалисчĕсем республикăри 204 хуçалăх ĕçĕпе кăсăкланнă. Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче ветеринарипе санитари правилисене пăснă 90 тĕслĕх çиеле тухнă. Администраци йĕркине пăснăшăн юридици сăпатĕнчи – 7, должноçри – 64, уйрăм 2 çын, 16 предприниматель тĕлĕшпе протокол çырнă. Сысна ĕрчетекен пĕр хуçалăх ĕç-хĕлне «хупă режимпа» ĕçлеменшĕн чарса лартнă.

Сыснасен африка чумине Раççейри çар чаçĕсенче е ĕçлесе юсанмалли колонисенче тупса палăртнине кура управлени специалисчĕсем Федерацин айăплава пурнăçлакан службин (асăннă тытăмăн прокуратура органĕсемпе пĕрле) сысна тытакан 7 хуçалăхĕнче тĕрĕслевсем ирттернĕ. Вĕсем йĕркеленĕ рейд республика территорийĕнче вырнаçнă çар чаçĕн хуçалăхĕнче те пулнă. Асăннă службăн 3 хуçалăхĕ тĕлĕшпе çитменлĕхсене пĕтерме хушса представлени хатĕрленĕ.

Шар кăтартакан çак чир пирĕн тăрăха çитмĕ тесе шухăшлатпăр-ши; Ветеринарипе санитари правилисене пăхăнманни сыснасене пусса тирпейлекен предприятисенче (кунашкалли республикăра 28 пулсан саккăрăшне тĕрĕсленĕ) те, продукцие сутнă вырăнсенче (43 вырăна тĕрĕсленĕ) те палăрнă. Каламалла, тĕрĕслевсене Чăваш Ен прокуратурин ĕçченĕсем те хутшăнаççĕ. Тĕрлĕ кăлтăксемшĕн айăплисене 97 пин тенкĕлĕх штраф панă, пĕтĕмпе 39 протокол çырнă.

Управлени специалисчĕсем сысна ĕрчетессипе специализациленекен хуçалăхсем «хупă режимпа» ĕçлеме пуçланине сăнаса-пăхсах тăраççĕ. 2011 çулхи раштав уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енри сысна ĕрчетекен хуçалăхсенчен 89,6 проценчĕ «хупă режимпа» ĕçлеме тытăннă та.

Управлени ĕçченĕсем çынсен килти хушма хуçалăхĕсенче пĕлтĕр 448 тĕрĕслев ирттернĕ. Ку кăна та мар, пирĕн специалистсем ирĕкре çÿрекен хир сыснисенчен те (64) проба илсе чир çуккине тĕпчеççĕ. Ку таранччен иккĕленÿ çуратакан тĕслĕхсем пулман.

Патшалăх инспекторĕ Алексей Спиридонов каланă тăрăх, хуçалăхсенче нумай чухне дезинфекци барьерĕсем вырнаçтарман, ятарлă картасем тытман, санитари пропускникĕсем (çăвăнмалли пÿлĕм) янтăламан, хăш-пĕр çĕрте хурал та пулман. Çавна май хуçалăхсен темиçе ертÿçине те административлă майпа явап тыттарма тивнĕ.

Алексей Владимирович сыхлăх мерисем пирки тепĕр хут аса илтерет:

– сысна самăртакан хуçалăхсен хупă режимпа ĕçлемелле. Килти хушма хуçалăхра сысна тытакансен те выльăхсене картаран-кил хушшинчен ниçта та кăлармалла мар тата 70 градус таран вĕрилентернĕ апат кăна памалла;

– сыснасен сывлăхне пĕрмаях тĕрĕслени питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене сиен кÿме пултаракан хурт-кăпшанкăран тасатсах тăмалла;

– чир-чĕр тухас пулсан ăна тĕп тума техника хатĕрĕсем хатĕрлесе хумалла тата хуçалăхсенче ку чухне валли ятарласа хатĕрленĕ кадрсем пулсан аван;

– ытти регионсенчен тавар турттарассипе аппаланакан автомобиль тата чукун çул станцийĕсенче, юхан шыв порчĕсенче апат-çимĕç юлашкийĕсене пуçтарассине тата утилизацилессине йĕркелемелле;

– сыснасен африка чуми тĕлĕшпе ăнăçсăр шутланакан регионсенчен выльăх, апат, усă курнă техника хатĕрĕсене туянма тăхтамалла.

Специалистсем Европа пайĕнче сыснасен африка чуми 2007 çулта Грузирен тухнă тесе шутлаççĕ. Унта икĕ çул хушшинче витĕмлĕ ветеринари служби пулманран 65 пин пуç сысна пĕтнĕ. Чир хăвăрт кăна Çурçĕр Осетине, Карачай-Черкесине, Чечен Республикине, Дагестана, Кабардино-Балкарине куçнă. Çак регионсенче сысна ĕрчетесси вăйлă аталанман, анчах та хир сыснисем нумай. Вĕсем вара чикĕ мĕнне чухламаççĕ.

2011 çулта Раççейри 16 субъектра чир тĕлĕшĕнчен ăнăçсăр 60 вырăн палăрнă. Пирĕн çĕр-шывра 2007 çултан пуçласа 2011 çулччен 202 çĕрте чир алхаснă.

Сăмах май, чир тухас пулсан чĕр чун виллисене васкавлăн тĕп тума Чăваш Енре 272 ятарлă вырăн уйăрнă. Ветеринари препарачĕсен тата дезинфекци хатĕрĕсен фондне туса хунă. Хальхи вăхăтра запасра дезинфекци хатĕрĕсем 14,08 тонна, акарицидсем 125 литр пур.

Чире пирĕн тăрăха кĕртесрен сыхласа управлени ĕçченĕсем пĕлтĕр чукун çулпа килекен 1597 парти выльăх апатне е хутăша тĕрĕсленĕ. 3 партие (204 тонна) чарса тăратма сăлтав тупăннă.

Тиевсене чукун çул транспорчĕпе турттарассин правилисене пăснăшăн должноçри 2 çынна административлă майпа явап тыттарнă.

Полици ĕçченĕсемпе пĕрле пĕлтĕр 1108 автотранспорт единицине тĕрĕсленĕ. Йĕркене пăснă 178 тĕслĕхе шута илнĕ. Тавар турттарассин правилисене пăснă 161 çынна 89,3 пин тенкĕлĕх штрафланă.

Чăваш Енри Патшалăх ветеринари службин учрежденийĕсем эпизоотие хирĕçле мероприятисен, выльăхсен сарăлакан чирĕсенчен хăтăлас тата хÿтĕленес планĕсене мĕнле пурнăçланине тата вĕсенче биопрепаратсен, дезинфекци хатĕрĕсен запасĕ пуррине тĕпченĕ май юридици сăпатĕнчи – 1, должноçри 5 çынна 23 пин тенкĕлĕх явап тыттарнă.

«Чир алхаснă вырăнсене тĕпченĕ май çакна палăртма пулать, – каласа кăтартать Алексей Владимирович. – Нумай чухне асăннă вирус сысна ĕрчетекен хуçалăхсене апат юлашкийĕсем урлă лекнĕ. Вĕсене малтан вĕрилентерсе сиенсĕрлетмелле пулнă ĕнтĕ. Анчах та çакна пăхăнманни пысăк тăкаксем патне илсе çитернĕ. Апат юлашкийĕсене пуçтарассипе тата вĕсене сыснасене çитерессипе çыхăннă правилăсемпе килĕшÿллĕн аэропортсенчи, юхан шыв порчĕсенчи апатланмалли предприятисенчен, пуйăссенчен тата инфекци больницисенчен апат юлашкийĕсене пуçтарма юрамасть.

Апат юлашкийĕсене пуçтарса усă курма районти тĕп ветеринари врачĕнчен ятарлă ирĕк илмелле.

Çав апатсене сыснасене çитериччен ятарлă хуранта 1 сехетрен кая мар (100 градус, пăс давленийĕ 1-1,5 атмосфера пусăмĕ пултăр) вĕретмелле.

Çакăн валли хуçалăхра ятарлă вырăнсем тата хатĕрсем çук пулсан апат юлашкийĕсене пуçтарма тата вĕсемпе усă курма чарнă.

Хуçалăх ертÿçисем тата сысна тытакан уйрăм çынсем çак саманта тата ытти сĕнÿсене шута илессе шанатпăр. Мĕншĕн тесен ку чир пирĕн тăрăха килсе çаклансан пысăк тăкаксем тÿсесси куçкĕрет».

Н. ВАСИЛЬЕВА, Раççейри ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика