Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕх малта пулни юрăхлă

12 мая 2012 г.

Çĕр-шыв типнипе усă курса ял çынни паян ирлесех çурхи ака-сухана васканă вăхăтра улăх-çаран ешерме пуçлани ĕнесене улăх-çарана кăлармалли вăхăт çитни пирки систерет. Мĕн асра тытмалла ку тапхăрта ял çыннин; Çак ыйту çине хурав шыраса хамăр тĕпеле паян выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин ветврач-терапевтне А. ФЕДОРОВĂНА чĕнтĕмĕр.

– Алина Петровна, ĕнесене улăх-çарана кăларассине ял çынни хăйĕн пурнăçĕнчи чи ответлă самант пек йышăнать. Эсир выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕ пулнă май ял çыннине çавна май мĕнле сĕнÿсем пама пултаратăр? Чи малтарах мĕн асра тытмалла ĕнине улăха кăларакан ял çыннин;

– Ĕнесем типĕ апатран симĕс курăк çине куçнă май чăн малтанах тимлĕх малта пулмалла. Ĕнесене улăх-çарана кăларасси – пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе пĕрлех килти хушма хуçалăх тытакан ял çыннишĕн те питĕ кĕтнĕ тапхăр. Вĕсем çак вăхăт хăйсен килти хушма хуçалăх экономикишĕн еплерех пĕлтерĕшлĕ пулнине, выльăхсен сывлăхĕшĕн усăллине, хуçалăхсен тĕрекне вăйлатма меллине ăнланаççĕ. Кунсăр пуçне выльăхсем çарана тухсан вите-сарайсене кантарма, вĕсенче юсав ĕçĕсем ирттерсе çĕнĕлĕхсем хушма пулать.

Çак тапхăра кĕнĕ май ял çыннин картара утă-улăм мĕн чухлĕ юлнине те шута илмелле. Çакă выльăхсене симĕс курăк çине кăларса апатлантарăва улăштарнă вăхăтра уйрăмах кирлĕ, мĕншĕн тесен нумай чух мăйракаллă шултра выльăхсем çăва имшертерех тухаççĕ. Çавăнпа та вĕсен çак вăхăтра вар-хырăм ĕçлевĕ пăсăлас туртăм пур. Çакă ĕнесен организмне хавшатма пултарать. Ку вара тĕрлĕ чир-чĕре вăй илме май паракан çул-йĕр. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче пулсан вырăнсенчи специалистсем кашни выльăхпах диагностика тĕпчевĕ, профилактика прививкисем, тĕрлĕ хуртсене эмел парса пĕтерес ĕçсем тата ерекен чирсемпе кĕрешмелли плансемпе килĕшÿллĕн ветеринарипе санитари мероприятийĕсем пурнăçлаççĕ. Çак ĕçсене çывăх вăхăтрах вырăнсенчи ветучастоксен специалисчĕсем ял çыннисен ĕнисемпе те пурнăçлама тытăнĕç.

Асра тытмалла, ĕнесене улăх-çарана кăларас умĕн пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче пулсан агрономсемпе зоотехниксен, ялсенче вырăнти депутатсемпе ял старостисен çав вырăнсене пăхса тухса актпа хак памалла, пĕрле пулса çарансене темиçе ана çине пайламалла. Вĕсемпе черетпе усă курссине пурнăçа кĕртсен ĕнесем валли тăтăшах çемçе курăк пулĕ.

– Ĕнесем улăха аниччен унта пухăннă ăпăр-тапăра пуçтарса тирпейлесси те пĕлтерĕшлĕ ĕç. Çапла мар-и?

– Çакна тума эпир тăтăшах ыйтатпăр. Ку вăл хушма тăкаксенчен пăрăнса иртмелли çул-йĕр. Улăх-çарана унта тĕрлĕ ăпăр-тапăр тулса ларасран тăтăшах пăхса тăмалла, вăхăтра тасатмалла. Çур аки иртттернĕ май унта наркăмăшлă япаласемпе минераллă удобрени миххисем пуласран питĕ сыхланмалла. Выльăхсем улăха тухмалли çулсене, вĕсем çинчи кĕперсене кая юлмасăр юсамалла, улăхсенчи шурлăхлă вырăнсене паллă тумалла, ĕнесене шăвармалли вырăнсене тирпейлемелле тата унти шыва ĕнесем тухиччен лабораторире тĕрĕслеттермелле, выльăхсен кăнтăрлахи кану вырăнĕсемпе çуллахи лагерĕсене йĕркелемелле.

Çулленхи практика çакна çирĕплетсе парать: ĕнесене хĕллехи рационтан (протеинпа чухăн та клетчаткăпа пуян) çуллахи сĕтеклĕ апат çине куçарнă тапхăрта вĕсен вар-хырăмĕ час-часах пăсăлать. Çавна пула сăвăм, сĕтри çу хисепĕ чакать. Çапла ан пултăр тесен ĕнесене ир-каç утă-улăм çителĕклĕ памалла, микро-макроэлементсемпе, тăварпа ытлă-çитлĕ тивĕçтермелле.

– Ĕнесене улăх-çарана кăларсан вĕсене çĕнĕ условисене хăнăхтарассипе те хăйĕн йĕркисем пур. Паллаштарăр-ха вĕсемпе?

– Ĕнесене улăх-çарана хăнăхтарассине васкамасăр пурнăçламалли ĕç тесе шутлатăп эпĕ. Малтанхи икĕ кунĕнче ĕнесене улăхра 2-3 сехетрен ытла çÿретмелле мар. Тепĕр эрнерен çак вăхăта 10-12 сехете çитерсен те юрать. Çак тапхăрта пăру-тынашкасем, пăруламалли ĕнесем, хĕл каçа ытларах начарланнă тата чирлесе ирттернĕ выльăхсем тĕлĕшпе тимлĕрех пулмалла. Çăва тухнă май выльăхсене симĕс апата майĕпен хăнăхтарса пыни продуктивлăха тивĕçлĕ шайра упраса хăварма пулăшать.

– Выльăхсене улăхра тытас тапхăр çитнĕ май кĕтÿç ыйтăвĕ мала тухать. Кунта сирĕн сĕнÿ-асăрхаттарусем еплерех?

– Тĕрĕс асăрхаттартăр. Ĕнесене улăх-çарана кăлармалли вăхăт çитнĕ май хуçалăхсенче кĕтÿçсем хатĕрлесси, ялсенче черетпе пăхассине йĕркелесси малти вырăна тухать. Çак тапхăрта кĕтÿ пăхакансем ĕнесене пĕрремĕш пулăшу пама пĕлни вырăнлă. Çакна валли вĕсене ветеринари аптечкипе, троакарпа, ытти хатĕрсемпе тивĕçтермелле тата вĕсемпе усă курма вĕрентмелле. Хăй ĕçне лайăх пĕлекен кĕтÿç зооветспециалистшăн пысăк тĕкĕ.

Выльăхсене улăх-çаранта çÿретес тапхăр вăл – йÿнĕрех хăй хаклăхпа ытларах продукци илмелли вăхăт. Кунпа пĕрлех çу кунĕсем пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи пекех килти хушма хуçалăхсенче те вите-сарайсене çитес хĕле хатĕрлемелли ăнăçуллă вăхăт. Çакна шута илсе выльăхсене кĕтĕве е çуллахи лагерсене кăларсан, пĕрремĕш кунранах вите-сарайсене çитес хĕле хатĕрлеме пуçламалла. Ăшă çу кунĕсем хăвăрт иртĕç.

А. ПЕТРОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика