Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тайма пуç сире, ветерансем!

12 мая 2012 г.

Çак хаваслă уяр куншăн, хĕвеллĕ янкăр тÿпешĕн, ирĕклĕ те мирлĕ пурнăçшăн çĕре çити тайма пуç сире, ветерансем! Çак сăмахсем янăрарĕç Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 67 çул çитнине халалласа ирттернĕ митингра майăн 9-мĕшĕнче район центрĕнче. Уяв митингне Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем, вăрçăра вилнĕ салтаксен тăлăх мăшăрĕсем, тыл ĕçченĕсем, ĕç коллективĕсемпе шкул ачисем пухăнчĕç.

Чăннипех хакла ларнă иртнĕ вăрçă. 9845 çынна ăсатнă Муркаш çĕрĕ фронта. Кашни çемьенех пырса тивнĕ хуйхăпа асап. 5491 салтак вăрçă хирĕнчех пуçĕсене хунă. Чылайăшĕ киле таврăнсан та вăрçă суранĕсене пула нумай пурăнайман, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.

Митинга уçнă май Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Никитин çавна палăртрĕ. Муркаш ял тăрăхĕнчен кăна вăрçăна 468 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 235 çынна шăпа каялла таврăнма пÿрмен. Паянхи куна ял тăрăхĕн территорийĕнче 5 ветеран пурăнать.

Митингра пĕр минут хушши шăп тăрса вăрçăра вилнисене асăнчĕç.

Пухăннисене Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 67 çул çитнĕ ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев саламларĕ. «Пирĕн асаттесемпе аттесем тĕнче историйĕнче пулман çак хăрушă вăрçăра хăйсен пурнăçне шеллемесĕр çапăçса тăшмана пуçĕпех çапса аркатма пултарнă, тыл ĕçченĕсем хăйсен хастар ĕçĕпе Аслă Çĕнтерÿ кунне çывхартма пулăшнă. Çĕре çити пуç тайса тав сăмахĕ калатпăр эпир паян сире», – терĕ вăл.

Вăхăт хăйĕннех тăвать. Паян районта 75 вăрçă ветеранĕ, вĕсемпе танлаштарнисем 7 çын, Ленинград блокадинче пулнисем 2-ĕн, вăрçăра вилнĕ салтак мăшăрĕсем 6-ăн, тыл ĕçченĕсем 1426 çын пурăнаççĕ.

Çĕнтерÿ кунĕнче Муркаш – Ваçкасси маршрутпа велосипедистсен ăмăртăвне ирттересси йăлана кĕнĕ. Сăмах май ăна пуçласа вăрçă ветеранĕ П. Никонов йĕркеленĕ. 28-мĕш хут ирттерекен ăмăртăва хутшăнакан велосипедистсене Н. Никитин старт пачĕ.

Аслă Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе Чăваш Республикин Çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсенчи пайĕн пуçлăхĕ А. Кочуров саламланă май паян çар ретне тăракансем те çĕр-шыв хÿтĕлевçисен мухтавлă традицийĕсене малалла тăснине палăртрĕ.

Иртнĕ вăрçă çулĕсене аса илнĕ чухне Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ Н. Стрельцов, тыл ĕçченĕ тата ĕç ветеранĕ Г. Толстова хăйсен куççулĕсене тытса чараймарĕç.

Вăрçă ветеранĕсене, салтак мăшăрĕсене, тыл ĕçченĕсене, «вăрçă ачисене», пухăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин директорĕ Н. Ванеркин, Раççей Пенсионерĕсен союзĕн районти уйрăмĕн председателĕ, Муркаш районĕн хисеплĕ гражданинĕ В. Краснов, воин-интернационалист С. Черкашин, «Единая Россия» политика партийĕн районти уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ Ю. Иванов, Турă амăшĕн Владимирти турăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Федор атте саламларĕç, Аслă Çĕнтерÿ кунĕ чăннипех те пĕтĕм халăх уявĕ пулнине палăртрĕç, ветерансене тав сăмахĕ каларĕç.

Муркаш шкулĕнче вĕренекенсем вăрçă участникĕсемпе тыл ĕçченĕсене чечексем, шарсем пачĕç, сăвă-юрă парнелерĕç.

Хыççăн çамрăк армеецсен парачĕ иртрĕ. Муркаш шкулĕнче вĕренекенсем, ачасен Муркашри искусство шкулĕн, лицей воспитанникĕсем пухăннисене хăйсен пултарулăх номерĕсемпе савăнтарчĕç.

Аслă Çĕнтерÿ кунне халалланă уяв митингĕ Çĕнтерÿ паркĕнче вилнĕ салтаксене асăнса лартнă палăк, Мухтав монуменчĕ умне гирлянда тата чечек кăшăлĕсем хунипе вĕçленчĕ.

Ытти ял тăрăхĕсенче те çав кун Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 67 çул çитнине савăнăçлă уявларĕç, вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене чысларĕç, художество пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшипе, концерт программисемпе савăнтарчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика