05 мая 2012 г.
Çут çанталăк уттипе тан пырса сисмесĕрех çу уйăхне кĕтĕмĕр. Çак тапхăр пĕтĕм тавралăхшăн хăйне евĕр уяв. Ăшă çитнипе тата аслатиллĕ çумăрсем çуса иртнĕ хыççăн пĕтĕм тавралăх чĕрĕлет. Ку уйăх ялти сад ĕрчетекенсемпе пахчаçăсемшĕн те çанă тавăрсах ĕçе кÿлĕнмелли вăхăт. Чечеке ларнă улмуççисемпе чие йывăççисем тата сливăсемпе грушăсем ыранхи кунпа пурăнакан ял çыннине паян сад-пахчаран та кĕртмеççĕ.
Килти хушма хуçалăх тытакансем çу уйăхĕн пуçламăшĕнче уçă çĕре кишĕр, çарăк, редис, çурхи ыхра акаççĕ-лартаççĕ. Уйăх варринче вара ял çынни çĕр улми анисем сухалаттарать, нимене пухăнса «иккĕмĕш çăкăр» лартать. Уйăх вĕçленнĕ тĕле йăрансем çинче хăяр та, помидор та, пăрăçпала купăста та, хĕрлĕ кăшман, фасоль, çĕр çырли, сельдерей, суханпа эмел курăкĕсем вырăн тупаççĕ.
Халăх сăнавĕнчен. Çу уйăхĕнче икĕ сивĕ пулать: пĕри – çĕмĕрт чечеке ларнă чух, тепри – юман сарăлнă вăхăтра. Çу уйăхĕ çумăрлă пулсан, авăн уйăхĕ типĕрех килет. Нÿрĕкпе пуян çу уйăхĕ хыççăн шăрăх çĕртмене кĕт. Çу уйăхĕ сивĕ тăни – кĕлет çăкăрпа пуян пуласса.
Çу уйăхĕн 5 – 7-мĕшĕсем. Йывăçсемпе тĕмсене санитари тĕлĕшĕпе касса иртме юрамасть. Ÿсен-тăрана акасран, лартасран, куçарса лартасран тытăнса тăмалла. Унччен акнă калчасене çумран иртме, сайралатма меллĕ. Çĕре кăпкалатни, сад-пахча таврашĕнчи ăпăр-тапăра пуçтарса тирпейлени, йăрансем хатĕрлени юрăхлă.
Çу уйăхĕн 7 – 9-мĕшĕсем. Çĕре сухалама, кăпкалатма юрать. Хресченсем тымар çимĕç акма тытăнаççĕ. Теплицăсемпе парниксене маларах усă курмашкăн редис, дайкон, çарăк акаççĕ. Ир пулакан çĕр улми лартма та вăхăт. «Иккĕмĕш çăкăрпа» пĕрле фасоль тата пăрçа йышши культурăсем акни-лартни çĕре азотпа пуянлатма пулăшать, колорадо нăррисене хăвалать. Улмуççисемпе çырла тĕмсене сăтăрçăсемпе чир-чĕртен кĕрешсе им-çампа пĕрĕхмелле. Груша, улмуççи, чие, слива, ирга, жимолость, роза хунавĕсене вырăнлă лартма меллĕ.
Çу уйăхĕн 9 – 11-мĕшĕсем. Çум курăкĕпе кĕрешмелли чи меллĕ вăхăт. Калчасене сайралатни, вĕсене минераллă удобренипе апатлантарни лайăх. Сельдерей, çĕр улми, тĕрлĕрен тымар çимĕç акма-лартма юрать. Халĕ севок-сухан, çурхи ыхра лартни – пысăк тухăç никĕсĕ.
Çу уйăхĕн 11 – 13-мĕшĕсем. Лартма-акма юрăхсăр кунсем. Ĕçĕсем вара унсăр та çителĕклех. Улма-çырла йывăççисемпе çырла тĕмсене сăтăрçăсенчен тата чир-чĕртен имçамлама васкăр. Улмуççисемпе çырла тĕмсем тавра тислĕк çĕрĕкне сапаласа хума юрать. Хыççăн кунти çĕре кĕреçепе пусса хурсан аван. Йăрансене çумран иртĕр.
Çу уйăхĕн 13 – 16-мĕшĕсем. Садра йывăçсем лартма тата вĕсен тураттисене иртме тăхтăр. Çак кунсенче ÿсен-тăрансене шăварни тата минераллă удобренисемпе апатлантарни çитет. Çĕр улми, çурхи ыхра, редис, çарăк, хĕрлĕ кăшман, кишĕр, петрушка, сельдерей акни-лартни лайăх тухăçа çаврăнĕ. Помидор, пăрăç, баклажан, хăяр калчисене теплицăсене лартма юрать. Çум курăкпе кĕрешмелле. Çĕр çырлине комплекслă удобренипе апатлантармалла.
Çу уйăхĕн 16 – 18-мĕшĕсем. Анасене сухалама тата кăпкалатма юрать. Ÿсен-тăрансен сăтăрçисемпе тата чирĕсемпе кĕрешме питĕ меллĕ тапхăр. Пахча çимĕç культурисене шăварни тата апатлантарни юрăхлă ĕç. Улмуççисемпе çырла тĕмсене те апатлантармалла. Малтанхи симĕс çимĕçсене пуçтарса тирпейлемелле. Çак кунсенче улмуççисемпе çырла йывăççисен тураттисене санитари тĕлĕшпе иртсен лайăх пулмалла.
Çу уйăхĕн 18 – 20-мĕшĕсем. Калчалантарнă çĕр улми вăрлăхне лартма лайăх кунсем. Халĕ çурхи ыхра, редис, çарăк, хĕрлĕ кăшман, кишĕр, петрушка, сельдерей акни-лартни кил хуçине вăхăт иртсен лайăх тухăçпа савăнтарĕ. Сухана, ыхрана, тымар çимĕçе апатлантарни те тухăçа ÿстерме пулăшĕ çеç. Çак кунсенче лартнă улма-çырла йывăççисен хунавĕсем лайăх чĕрĕлеççĕ.
Çу уйăхĕн 20 – 22-мĕшĕсем. Садра йывăçсем лартма, куçарса лартма тата вĕсен тураттисене иртме тăхтăр. Йăрансене кăпкалатма, çумсенчен иртме, сăтăрçăсемпе кĕрешме лайăх тапхăр.
Çу уйăхĕн 22 – 23-мĕшĕсем. Хĕл каçа вилнĕ çĕр çырлисем вырăнне çĕнĕ тĕмсем лартмалла. Улма-çырла йывăççисене сăтăрçăсемпе чир-чĕртен имçамламалла. Чечексем лартмалла, пайламалла тата апатлантармалла. Явăнса ÿсекен фасоль калчисене йăрансем çине вырнаçтармалла. Кирлĕ пулсан розăсене куçарса лартма юрать. Нумай çул ÿсекен чечексен тымарĕсене пайлама пулать. Уйăх календарĕпе килĕшÿллĕн çак кунсенче лартнă улма-çырла йывăççисен хунавĕсем малалла лайăх аталанаççĕ.
Çу уйăхĕн 23 – 26-мĕшĕсем. Сад-пахчари йывăçсемпе тĕмсене касса иртме тăхтăр. Пахча çимĕçсене тата йывăçсемпе тĕмсене шăварма, минераллă удобренисемпе апатлантарма ăнăçлă кунсем. Хăяр, мăн хăяр вăррисене ислетме хума тата çутă хут айне туса акма юрăхлă кунсем. Кая юлса пулакан купăстана лартма васкăр.
Çу уйăхĕн 26 – 28-мĕшĕсем. Çĕрпе ĕçлеме юрать. Калчасене сайралатмалла. Йăрансене çумран иртмелле, сăтăрçăсемпе тата чир-чĕрпе кĕрешмелле. Шăрăха тÿсĕмлĕ чечексене акма тата лартма юрать: илемлĕ фасоль, хăмла, виноград т. ыт. те. Çак кунсенче акнă курăк тикĕс шăтнипе палăрса тăрать. Пухнă эмел курăкĕсен вăйĕ те нумайрах.
Çу уйăхĕн 28 – 30-мĕшĕсем. Çĕр çырли йăранĕсем çинче ытларах ĕçлĕр. Нумай çул ÿсекен чечек культурисене хунаттарма ансат. Вĕсене минераллă удобренисемпе апатлантарни вырăнлă. Пĕр çул ÿсекен чечексене те акма юрать. Пахчара илемлĕ чечексенчен чĕрĕ карта тума ан ÿркенĕр. Пÿлĕмре ÿсекен чечексене балконсем çине кăларни те усăллă.