Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Патшалăх пулăшăвĕ вырăнлă пулчĕ»

05 мая 2012 г.

«Ялта пурăнаканăн йăлтах пур. Ма пурăнмалла мар вĕсен», – тесе ăмсанаççĕ тепĕр чух хула çыннисем. Çак сăмахсенченех манăн Юрий Разинович Егоровпа калаçу пуçланчĕ. Мăшăрĕпе Ольга Константиновнăпа тата Евгенийпе Кирилл ывăлĕсемпе вĕсем Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Вăрманкасси ялĕнче пурăнаççĕ. Хăйсем суйласа илнĕ пурнăç çулĕнче вĕсем хресченсем те, сутуçăсем те. Паянхи кун сăмахĕсемпе каласан Ольăпа Юрийăн хăйсен хресчен (фермер) хуçалăхĕ.

– Пурăнан пурнăçри çĕнĕлĕхсене вăхăтра шыраса тупса алла илмесен, ыранхи кунпа пурăнмасан ялта пурăнма татах та йывăр. Çакна ăнланса 3 çул каялла çĕнĕ ĕç пуçаракансене районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă патшалăх парса пулăшнă 58 пин тенкĕне илсе хамăрăн хресчен (фермер) хуçалăхне çул патăмăр. Хамăр та вăй питти, ывăлсем те ĕçлеме пултараççĕ. Çакна шута илсе пĕр гектара çитернĕ килти хушма хуçалăхра çĕр улмисĕр пуçне тĕрлĕ пахча çимĕç, çырлапа пан улми туса илме пуçларăмăр, – сăмах ваклама ÿркенмесĕр калаçрĕ мана шултра сухан сĕнсе Юрий Разинович.

Патшалăх пулăшăвĕпе хресчен (фермер) хуçалăхне çул панă мăшăр ÿсен-тăран отраслĕсĕр пуçне чăх-чĕппе ĕçлесси çине те çулленех пысăк тимлĕх уйăрать. Çу каçа вĕсен хуçалăхĕнче чăххи-чĕппи те, хурĕсемпе кăвакалĕсем те йышлă.

– Кĕр çитсен йăлтах хамăр çисе пĕтерейместпĕр ĕнтĕ. Çавăнпа та туса илнĕ кайăк-кĕшĕк продукцийĕпе тăтăшах пасарсене çÿретпĕр, – калаçăва хутшăнчĕ Ольга Константиновна.

Хресчен (фермер) хуçалăхĕ йĕркеленĕскерсем паян ял çыннисене пахча çимĕç сĕннисĕр пуçне нумай çул ÿсекен тĕрлĕ курăксен вăрлăхне те сутаççĕ. Кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ. Паян ялта пурăнаканăн кашни кил хуçалăхрах çур аки пырать. Çавăнпа та Ольгăпа Юрий Егоровсен сентрисем патĕнчен халăх татăлмасть. Çакна ăнланмалла та.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика