05 мая 2012 г.
Уйăх каялла килти хушма хуçалăхра ĕçлеме МТЗ-80 трактор туянтăмăр. Юсавлăскерне «Частник» операцире мĕн тĕллевпе тĕрĕслеме пултарĕç-ши?
Хаçата ыйтса çырнинчен.
Хаçат вулакан çырăвĕпе Чăваш Республикинчи Патшалăх техника надзорĕн районти инспекторне С. НИКОЛАЕВА паллаштартăмăр. Технадзор специалисчĕ панă интервьюпа паян сире паллашма сĕнетпĕр.
– Сергей Александрович, чăнах килти хушма хуçалăхсенче трактор тытакансем тĕлĕшпе пăхнă операци-и ку?
– «Частник» профилактика операцийĕн ячĕ хăйех ăна камсем валли ирттерни пирки калать. Районта пурăнакансен харпăрлăхĕнче ытти техникăпа пĕрлех юлашки вăхăтра тракторсемпе прицепсем те самаях нумайланчĕç. Вĕсен пысăк пайĕ çур акире те активлăхпа палăрать. Çавна шута илсе Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çÿрекен транспортпа ытти техникăна пăхса тăракан Патшалăх инспекцийĕ ака уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 25-мĕшĕччен ятарлă мероприяти – «Частник» операци – ирттересси пирки пĕлтерчĕ.
Çак тапхăрта килти хушма хуçалăхсенче уйрăм харпăрлăхра тытакан тракторсем тĕлĕшпе тимлĕх пысăкрах пулĕ. Трактористсем хăрушсăрлăх правилисене тата пушар хăрушсăрлăхне епле пăхăннине, усă курма май çук таран кивелнĕ техникăна учетран кăларассипе тата хальтерех туяннă техникăна çĕнĕ хуçисем учета тăратассипе мĕнле позици йышăннине, тракторсем черетлĕ техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнипе тухманнине çирĕп пăхăпăр.
– Ытти çулсенчи çакнашкал тĕрĕслевсем тракторпа ĕçлекенсем хушшинче тата вĕсен харпăрлăх хуçисем техникăпа усă курас правилăсене пăхăнассинче мĕнлерех лару-тăру пулнине кăтартса пачĕç?
– Сирĕн ыйтăвăрпа килĕшетĕп. Çынсен харпăрлăхĕнче техника хатĕрĕсем йышланни пирĕн халăхăн пурнăç шайĕ ÿснине çирĕплетет. Ку лайăх, анчах пурнăç шайĕ хăпарнипе пĕрлех яваплăха ÿстерни те ытлашши пулмĕччĕ. Çакă «Частник» ппрофилактика операцийĕнче çулленех аван курăнать. Паянхи куна районти уйрăм граждансен харпăрлăхĕсенче тракторсем пурĕ 525, вĕсен прицепĕсем 156 единица шутланаççĕ. Асăннă техника хресченшĕн пысăк тĕкĕ пулса тăнине ялта пурăнакансем асăрханах. Куратăр пулĕ, хресчен туйăмĕллĕ ял çынни çĕр ĕçĕ ĕçлеме ытларах та ытларах техника туянать, унăн пулăшăвĕпе усă курать. Вĕсем хăрушсăрлăх правилисене пăхăнни вара уйрăм ыйту.
– Иртнĕ çулсенчи уйăхлăхсем вăхăтĕнче харпăрлăхра трактор тытакан граждансем йĕрке пăснине тупса палăртнă тĕслĕхсем мĕн пирки калаççĕ?
– Йĕркене пăснă тĕс-лĕхсем сахал тесе калас килмест. Операци пынă тапхăрта пĕлтĕр çеç эпир çурхи ака-суха ĕçĕсене хутшăнакан вун-вун трактора чарса тĕрĕслерĕмĕр. Вĕсенчен 13-шĕ патшалăх техника тĕрĕслевне тăмасăрах «ĕçе» тухни палăрчĕ. Çавăнпа та вĕсем трактора эксплуатацилеме ирĕк паракан талонсемсĕрехчĕ. Кунсăр пуçне 9 тĕслĕхре трактористсем çул-йĕр правилисене пăсни, 3 механизатор хăрушсăрлăх техникине пăхăнманни, иккĕшĕ регистраци правилисем çине алă сулни куç умне пулчĕ. Вĕсемпе пĕрлех регистраци докуменчĕсемсĕр 6 трактор çула тухнăччĕ, виççĕшĕнче вара механизаторсем хăйсемпе пĕрле тракторист удостоверенийĕсем «илме мансах» ĕçе кайма тухни палăрчĕ.
Йĕркене уйрăмах сĕмсĕррĕн пăсакансене вара икĕ тĕслĕхрен тракторсене эксплуатацилеме чармах тиврĕ. Вĕсемсĕр пуçне тĕрĕслевсем вăхăтĕнче çул-йĕр, хăрушсăрлăх тата регистраци правилисене пăснăшăн 15 çынна административлă майпа ответ тыттартăмăр.
А. ПЕТРОВ калаçнă.