05 мая 2012 г.
Эпĕ Ярапайкассинчи вăтам шкулта 8 класра вĕренетĕп. Хаçата хамăр класри пултаруллă ачасем пирки çырса пĕлтерес терĕм. Вĕсем район тата республика шайĕнчи чылай мероприятие хутшăнса шкул чысне хÿтĕлеççĕ. Дима Костинпа Коля Андреев спорт енĕпе маттур. Уроксем хыççăн вĕсем яланах тренировкăра. Лена Иванова хитре ÿкернĕрен тăтăшах ÿкерчĕксен конкурсĕсене хутшăнать. Таня Силовăпа Инна Сорокина вара олимпиадăсемпе наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнаççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те «5» паллăпа кăна вĕренеççĕ.
Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче Инна чылай конкурсра малти вырăнсем йышăнма пултарчĕ. Кĕркунне республика шайĕнчи спорт кросĕнче те 3-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Шкул ачисен олимпиадин районти тапхăрĕнче чăваш чĕлхипе тата литературипе 1-мĕш, историпе 2-мĕш, акăчан чĕлхипе 3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕ. Кунсăр пуçне Инна тăван тавралăха тĕпчесе республика конкурсĕнче мала тухма пултарчĕ. Пултаруллă тантăш çулсеренех «Excelsior» ăслăлăх конференцине хутшăнать. Кăçал вăл «Отечество» секцире мала тухрĕ. Таня Силова та тăрăшса вĕренет, шкул пурнăçĕнче активлăхпа палăрса тăрать. Вăл вырăс чĕлхине ытларах килĕштернине район шайĕнчи олимпиадăра 1-мĕш вырăн йышăнни калать. Вырăссен паллă тĕпчевçи М. Ломоносова халалланă интернет-викторинăра та çĕнтерÿçĕ пулма тивĕçрĕ. «Excelsior» ăслăлăх конференцийĕнче «вырăс чĕлхи» секцире 3-мĕш вырăна тухрĕ. Таня ташă ушкăнне те çÿрет. Кашни çулах районти бал ташшисен «На волнах дружбы» конкурса хутшăнать. Кăçал Рома Соколовпа мăшăррăн ташласа 3-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕç.
Эпир – саккăрмĕшсем – туслă та пултаруллă ачасем. Малашне те çакăн пек пулма тăрăшăпăр.
Е. Иванова,
Ярапайкассинчи вăтам шкулта 8 класра вĕренекен.