Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парта хушшинчен – вăрçă хирне

05 мая 2012 г.

Çĕнтерĕве çывхартма хутшăннă кашни салтак пысăк хисепе тивĕç. Вĕсем пирĕн паянхи хăтлă пурнăçшăн кун-çулĕсене шеллемен, мĕн кăна чăтса ирттермен пулĕ. Эпĕ Аслă Çĕнтерÿ умĕн Мăн Сĕнтĕр салинче пурăнакан Геннадий Борисович Вазиков вăрçă ветеранĕпе тĕл пулса калаçрăм, ăна синкер вăрçă çулĕсем пирки каласа пама ыйтрăм. Паллă ĕнтĕ вăл вăхăтсене аса илме никама та çăмăл мар. Çавăнпах та пулĕ кăвак çÿçлĕ ветеранăн куçĕсем ирĕксĕрех шывланчĕç.

...Вăрçă пуçланни пĕтĕм ĕç-хĕле тĕпрен улăштарнă, вăй питти арçынсем çĕр-шыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Ялсенче вара ватă-вĕтĕ кăна юлнă. Ĕçлеме хал çитерекенсем май пур таран фронта пулăшнă.

– 1943 çулта эпĕ вун çичĕ çултискер шкулта вĕренеттĕмччĕ. Пирĕн класри арçын ачасене вăрçа каймаллине класа кĕрсе каларĕç, ку пирĕншĕн пысăк кĕтменлĕх пулчĕ. Паллах, эпир пурте тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме хатĕр пулнă ĕнтĕ. Çапла вара пĕтĕм шухăш-кăмăлпа фронта пуçтарăнтăмăр. Класра хĕр ачасем кăна тăрса юлчĕç. Тăван килтен аттепе анне "Лайăх кайса кил, хăвна упра, ывăлăм" тесе ăсатрĕç. Хам та хурланатăп, вĕсем те йĕреççĕ. Эпир вара хурлăхлă юрăпа тăван ялтан алă сулса тухса кайрăмăр, – куçĕсене шывлантарса аса илчĕ хисеплĕ ветеран.

Çар ĕçне чăваш каччи Чкаловски училищинче хăнăхать. Пĕр хĕл алла автомат тытма, парашютпа сикме вĕреннĕ. Çар ĕçне пĕтĕмĕшле хăнăхнă яшсене полковник пилĕпе Мускав хулине ăсатаççĕ. Унтан вара вĕсене анлă çул вăрçă хирне илсе каять. Хастар десантник паттăрлăхпа палăрать, уйрăм ĕçсене тăтăшах хутшăнать.

– Пĕррехинче апатланма ларнăччĕ кăна, пирĕнтен инçех мар граната çурăлчĕ. Унăн ванчăкĕ мантан инçех мар ларакан юлташа та, мана та йывăр суранлатрĕ. Борис Захаров юлташа тата тăшманăн виçĕ пульли амантрĕ, эпĕ ăна пулăшас тесе питĕ тăрăшрăм, анчах вăл манăн алăрах куçне ĕмĕрлĕхех хупрĕ. Çапла вара мĕн чухлĕ салтак çутă тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлчĕ пулĕ, манас марччĕ вĕсене нихăçан та. Аслă Çĕнтерĕве вара эпĕ Полтава шывĕ хĕрринче кĕтсе илтĕм, савăннипе çĕлĕксене çÿлелле ывăтатпăр,– аса илчĕ Геннадий Борисович вăрçă хирĕнчи вăхăтсене.

Хисеплĕ ветеран аса илĕвĕ çумне унăн мăшăрĕ хутшăнчĕ. Вăрçă пуçланнă чухне вăл вун пĕр çулта кăна пулнă-ха. Аслисемпе тан тырă вырнă, ытти йывăр ĕçе пурнăçланă, мĕн пур нушана чăтса ирттернĕ.

– Июнĕн 22-мĕш числине паянхи кун пекех астăватăп. Каçхине ĕнесене улăхран курăк çитерсе килтĕмĕр те усал хыпар пĕлтĕмĕр. Урамра путре пăлхануллăн калаçаççĕ. Çапах та паянхи кун çав вăхăтра нушаланнă çынсене тимлĕх сахалтарах уйăрнăн туйăнать, – терĕ Роза Илларионовна вăл вăхăтпа паянхине сăнласа.

Вăхăт мирлĕ пурнăçа куçсан Геннадий Борисович ответлă ĕçсене кÿленет. Районти физкультурăпа спорт пайĕн ĕçне ертсе пырать. Каярах, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, çирĕм пилĕк çул хушши товароведра тăрăшать. Паянхи кунта вăл вăрçă наградисене чи пысăк тупра вырăнне хурса шурă пусмапа чĕркесе упрать. Вăрçă нушине чăтса ирттернĕ Вазиковсем пĕр çемьене пĕрлешни кĕçех утмăл çул пулать. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тенĕ евĕр ашшĕ-амăшĕнчен ыррине кăна илсе ÿснĕ ачи-пăчи те пурнăç çулĕ çине çирĕп тăма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Халĕ ашшĕ-амăшĕ вĕсен хÿттинче.

Çапах та çĕнтерĕве çывхартма хастар хутшăннă хисеплĕ ветерана паянхи кун пăшăрхантаркан пысăк ыйту пур.

– Пурнăç условийĕсене кура саккунпа килĕшÿллĕн ветерансен хăш-пĕр категорийĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтереççĕ, теприсене вара çук. Ман шутпа вăрçă хирĕнче пулнă, нуша витĕр тухнă çынсене çапла майпа уйăрни тĕрĕсех те мар пек туйăнать, – хăйĕн пăшăрханăвне пытармарĕ ветеран.

Р. Илларионова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика