Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă хыççăн тепĕр 5 çултан

05 мая 2012 г.

Юнкă тăрăхĕ Аслă Отечественнăй вăрçă хирне 714 çынна ăсатнă. Вĕсенчен çурри ытла каялла таврăнайман. 319-ăн çĕнтерÿпе тăван яла килнĕ. Апла пулин те чылайăшĕ вăрçă суранĕсене пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Паян пурăнакан вăрçă ветеранĕсенчен пĕри – Михаил Федорович Трифонов.

Михаил Трифонов Кăпас ялĕнче 1925 çулхи ноябрĕн 17-мĕшĕнче çуралнă. 6 ачаллă çемьере вăл тăваттăмĕш пулнă. Виççĕшĕ пĕчĕклех çĕре кĕнĕ.

Михаил хавас ача пулнă. 8 çул тултарсан Çармăçкасси шкулĕнче вĕренме пуçăннă. 5 çул хушши чиперех вĕреннĕ. Кайран вăрçă пуçăннă...

1943 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче 18 çул тултарман каччăна ялти ытти яшсемпе пĕрле çара илеççĕ. Çар чаçĕсем йĕркелекен пункта лекет. Михаил Федорович каласа панă тăрăх, вĕсене ун чухне салтак форми паман. Вăл ыттисемпе пĕрле хăйне фронта яма ыйтать. Анчах та çул çитмен майĕпе унăн ыйтăвне тивĕçтермеççĕ.

1944 çул вĕçĕнче вĕсен чаçне Хабаровскри çуллахи лагере ăсатаççĕ. Унта вăл наводчик пулса тăрать. Харбин хули патĕнче пĕрремĕш çапăçусене хутшăнать. Фронтра лару-тăру çăмăлах пулман. Çар чаçĕсем пысăк çухатусем тÿсеççĕ. Вĕсен взвочĕ Маньчжурирен инçех мар вырнаçнă пулнă.

1945 çул, çу кунĕсем... Çапăçусенчен пĕринче вĕсене пулеметчик тăтăш персе тăма тытăнать. Вĕсем задани илеççĕ: «Пулемет расчетне тĕп тумалла!» Хыççăнах тăрук инçе те мар снаряд сирпĕнет. Михаила контузи пулать, çĕр хупласа хурать. Юлашки вăйне пухса вăл хăйне пулăшма чĕнет. Инçех мар пулнă санинструктор ăна çапăçу хирĕнчен илсе тухать.

Часах вăрçă чарăнать. Акă ĕнтĕ вăл – Çĕнтерÿ! Кашниех мĕн чухлĕ кĕтнĕ ăна. Çĕнтерÿшĕн, Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн, çĕр çинчи пурнăçшăн пĕтĕмпех пама хатĕр пулнă вĕт-ха, пурнăçĕсене те шеллемен.

Çак Çĕнтерĕве епле хавас кăмăл-туйăмпа кĕтсе илнĕ пулин те, чылайăшне хăйсен çемйисемпе, тăванĕсемпе, ял-йышпа часах тĕл пулма шăпа пÿрмен-ха. 1945 çулхи декабрь уйăхĕнче М.Ф. Трифонов службăра тăнă чаçе Лăпкă океан флотне куçараççĕ. Вĕсен экипажĕ кунта складсене хураллама пуçăнать. Тинĕс çар çыннисен çипуçĕпе тивĕçтереççĕ. Вăрçă хыççăн 5 çул хушши кунта службăра тăрать пирĕн ентеш.

Михаил Трифонов 1950 çулта кăна тăван яла таврăнать. Акă ĕнерхи çар çынни паян тăван ял тăрăх утать. Аллинче чăматан, шинель. Палланă çынсене курсан хăй куççульне тытса чараймасть. Ку вăл – савăнăç куççулĕ.

Çав çулах Михаил Федорович авланать, ялти лайăх хĕрпе çемье йĕркелет. Магазинра ĕçлеме пуçăнать. 1956 çулта Нискасси ялĕнче Ярославка ялповĕн товаровечĕ пулса тăрать. Райпо системинче 20 çул ĕçленĕ хыççăн 1975 çулта лесникра тăрăшма тытăнать. Тивĕçлĕ канăва тухсан та алă усса ларма шутламасть, 1992 çулчченех ĕç пăрахмасть.

1969 çулта унăн мăшăрĕ çĕре кĕнĕ пулин те, фронтовик алă усман, 4 хĕрпе 2 ывăлне пăхса ÿстерсе ура çине тăма пулăшнă. Вăрçă ветеранĕн Хисеп грамотисем, тĕрлĕрен наградăсем сахал мар.

Михаил Федорович пурнăç çулне тишкернĕ май çапла калас килет: вăрçă, темĕнле хăрушă та тискер пулнă пулин те, унăн юрату, ырăлăха туяс, илемлĕхпе савăнас, малашлăха шанчăкпа пăхас туйăмне пусарайман.

Н. СИЛЬВЕСТРОВА.

И. ВЕТЛУГИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика