Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх экспертизи витĕр тухнă

05 мая 2012 г.

– Районта капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттермелли объектсен шăпи интереслентерет. Мĕнле объектсем пирки сăмах пырать тата ĕçсен калăпăшĕ пирки мĕн калама пулать?

В. ВАСИЛЬЕВ.

Муркаш.

Редакцие килнĕ ыйту çине район администрацийĕн капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхне Владимир НИКИТИНА хуравлама ыйтрăмăр. Акă мĕн пĕлтерчĕ вăл:

– Районта капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме палăртнă хăш-пĕр объектсем нумаях пулмасть патшалăх регистрацийĕ витĕр тухрĕç ĕнтĕ. Сăмах кунта чи малтанах Муркашри Культура çурчĕ пирки пырать. Ăна реконструкци туса кану центрĕ уçма пăхнă. 2011 çулхи пĕрремĕш кварталти смета хакĕпе шутласан асăннă объектра 40950,6 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пурнăçламалла пулать.

Тепĕр объект – Муркашри лицей çурчĕ. Кунта шкул çулне çитмен ачасен вĕрентÿ учрежденине йĕркелемелле. 2011 çулхи тăваттăмăш кварталти хаксемпе пăхсан 21052,67 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ ĕçсем пурнăçламалла.

Мăн Сĕнтĕрте вара кану центрне уçма палăртнă. Иртнĕ çулхи виççĕмĕш кварталти унăн смета хакĕ – 21416,89 пин тенкĕ.

Укçа-тенкĕ куçарса панă май хăш-пĕр объектсенче капиталлă юсав ĕçĕсене кăçалах тытăнма май пур.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика