05 мая 2012 г.
Çурхи призыв вăхăтĕнче республикăри çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсен пайĕнчен 125 яш Раççей çарĕн ретне тăмалла. Вĕсенчен ытларахăшĕ – Муркаш районĕнчен.
Александр Морозовпа Дмитрий Иванов та иртнĕ эрне кун алла повестка илчĕç. Мăн Шашкарта пурăнакан Александр 18 професиллĕ училищĕрен вĕренсе тухнă ĕнтĕ, куçăмсăр майпа малалла вĕренме кĕнĕ. Анатри Панкли каччин Дмитрийăн пуянлăхĕ – Муркаш лицейĕнче илнĕ пĕлÿ. Ку таранччен илнĕ тарăн пĕлÿ çарта пулăшасса шанаççĕ вĕсем.
Районта йĕркеленĕ призывник кунĕнче çамрăксем валли асăнмалăх парнесем те, ăшă сăмахсем те нумай пулчĕç. Тĕслĕх илмелли çынсем уявра чылаййăнччĕ. Вĕсен йышăнче – Чечен Республикинчи хĕрÿ çапăçусене хутшăнса паттăрлăх кăтартнă Раççей Геройĕ Евгений Борисов тата республикăри çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсен пайĕн ертÿçи Александр Кочуров та. Паян-ыран салтак ятне илтме хатĕрленекен каччăсене интересли сахал мар каласа пачĕç вĕсем. Аслă юлташĕсем вĕрентсе калани яшсен асне яланлăхах юлчĕ.
Сцена çинче – кадетсен вальсĕ. Залра – пурнăçра çарти служба тарăн йĕр хăварнă арçынсем, салтак аттине тăхăнма хатĕрленекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем. Çапла мăнаçлă та савăнăçлă, çав хушăрах пулнипе малашлăха çыхăнтаракан лару-тăру хуçаланчĕ районти призывник кунĕнче.
Май уйăхĕнче, тĕрĕсрех каласан паян-ыранах, Муркаш тăрăхĕнчи хастар яшсене Раççей çарне ăсатма пуçлаççĕ. «Хальлĕхе вара яшсем çав тери анлă Тăван çĕр-шыва хÿтĕлессине хăйсем те чухласах каймаççĕ пулĕ-ха. Анчах та ку вăхăтлăх кăна», – район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л. Тарасова яшсене саламланă май çапла пуçларĕ хăйĕн сăмахне. Тĕрĕсех пулĕ. Тепĕр чух хамăр пурнăçланă ĕçсене, хамăрăн пурнăçри тĕрлĕ тапхăрсене кайран ăнланса илетпĕр, вĕсен пĕлтерĕшĕ те тепĕр чух çулсем иртнĕçемĕн кăна куç умне тухса пырать...
Çар тата флот – акă Раççейĕн икĕ юлташĕ. Çак каларăша салтак пулса курнисем пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Ку ĕмĕртен-ĕмĕре пыракан чăнлăх. Çакна вара Раççей историйĕ те аван кăтартса парать. Тăван çĕр-шывăн иртнĕ ĕмĕрти историне аса илсе, тĕрлĕ çапăçусенче пуç хунисене сума суса призывниксемпе пĕрле Афганистанри, Чечен Республикинчи хĕрÿ çапăçусене хутшăннисем Муркашри палăк умне хĕрлĕ хăюллă кăшăл хучĕç. Залра шăплăх минучĕ пулчĕ.
Чăнах та, çĕр-шыв анлăлăхне пирĕн районтан салтака каякансем тĕрлĕ чаçсене – Калининградран пуçласа Владивосток таранах – лекесси те çирĕплетет. Повестка илнипе пĕрлех призывниксем хăйсем хăш çар чаçĕнче, хăш вырăнта гражданла тивĕçе пурнăçлассине те пĕлчĕç. «Сирĕнтен хăшĕ те пулин яланлăхах хăйĕн пурнăçне çарпа çыхăнтарассине калама йывăр, паллах. Анчах та çак залра паян ветерансем ларнине аса илсен, хăвăр ÿснĕ Муркаш çĕрне аса илсен темĕнле йывăр саманта та çĕнтерме пулать. Яшсен тивĕçĕ – салтака каясси, хĕрсен – вĕсене кĕтесси», – терĕ республикăри çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсен пайĕн пуçлăхĕ А. Кочуров.
Чечен Республикинчи хĕрÿ çапăçусене хутшăннă Евгений Борисов сăмахĕсем вăл пуçланă калаçăва тăсрĕç. «Кашни арçын салтак аттине тăхăнасси – авалтан пырать. Сирĕн аслаçусем, аçăрсем – чăн-чăн арçынсем – çакăнтан пăрăнман. Эсир те çак тивĕçе чыслăн пурнăçласса шанатпăр, эпир, çар çыннисем, сире хисеплесе çакăнта килнине шута илсен – пушшех те», – Раççей Геройĕн çирĕп сăмахĕ çапла пулчĕ.
Герой тенĕрен, кашни кун вĕсемпе тĕл пулмастпăр. Тен, теприн хăйĕн пурнăçĕнче Геройпа калаçма мар, юнашар тăрса сăн ÿкерĕнме те нихăçан та май пулмĕ. Муркаш каччисем вара хамăрăн паттăр ентешпе калаçма та, асăнмалăх сăн ÿкерĕнме те пултарчĕç: вĕсен халĕ салтак тивĕçне йĕркеллĕ пурнăçламасăр майĕ те çук. Район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи З. Дипломатова яшсене саламласа призывниксем хушшинче маларах иртнĕ спартакиадăра палăрнисене грамотăсем парса чысларĕ. Вăл: «Пире сирĕн шăпа кăсăклантарсах тăрать. Эсир – пирĕн ачасем. Тивĕçе чыслăн пурнăçлăр», – тени залра ларакансене пурне те хумхатрĕ.
Етĕрне районĕнчен килнĕ «Память» ушкăнăн çар юррисене итлесе киленнĕ май пулас салтаксем аслă юлташĕсене те тимлесех итлерĕç: интернационалист салтаксен республикăри пĕрлешĕвне ертсе пыракан В. Лепешкин, районти пĕрлешĕвне ертсе пыракан В. Киршев, депутатсен районти пухăвĕн депутачĕ П. Бирюков – кашнин ырă та вĕрентсе каланă сăмахĕ уявра вырăнлă пулчĕ.
Н. Николаева.