05 мая 2012 г.
Çул хыççăн çул каять, акă Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 67 çул çитрĕ те. Йывăр сурансем вара çаплах сипленмеççĕ-ха. Шел, вăрçа хутшăннисен шучĕ çулсеренех сахалланса пырать. Паянхи кун районта вăрçа хутшăннисемпе инваличĕсем 77 çын, вăрçăра вилнĕ салтаксен арăмĕсем 6-ăн, "вăрçă ачисем" 1400 çын пурăнать. Вĕсем умĕнче эпир пуç тайма тивĕç. Çутă та мирлĕ пурнăç – вĕсен тивлечĕ.
Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме районтан 9845 çын тухса кайнă. Синкер вăрçа пула 5491-шĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, вĕсем çапăçу хирĕнче юлнă. Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесе пуçĕсене хунисем яланах пирĕн асăмра пулĕç.
Майăн 4-мĕшĕнче районта Аслă Çĕнтерĕве çывхартма хутшăннă хисеплĕ çынсене чысларĕç. Чи малтанах пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев саламларĕ.
– Хисеплĕ ветерансем, эсир ыррине кăна тивĕç. Хÿтлĕхпе тимлĕх сире валли яланах çиттĕр. Эсир çутă пуласлăхшăн шыва та, вутта та кĕнĕ. Тăван çĕр-шыва хастар хÿтĕлесе Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă, тăшмана тĕпрен аркатнă. Паян вара эсир пирĕн вĕрентекенсем, – терĕ Р. Тимофеев.
Çавăн пекех фронтовиксене республикăри çар комиссариачĕн Муркашпа Элĕк районĕсенчи пайĕн ертÿçи А. Кочуров саламларĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче хальхи çамрăксем те тĕрлĕ çапăçусенче аслисен паттăрлăхне кăтартнине палăртрĕ.
Ветерансен районти канашĕн ертÿçи Мария Виноградова вара хăй ачалăхне аса илчĕ.
– Эпĕ вăрçă пуçланнă чухне пĕчĕк ача кăна пулнă-ха. Çимелли çукчĕ, çăкăр татăкĕ, çĕр улми тăраниччен çиесси ĕмĕтре кăна пулнă. Паянхи çителĕклĕ пурнăç тем тесен эсир тăрăшнипе пулнă, – аса илчĕ нушаллă вăхăтсене хисеплĕ ветеран.
Р. Илларионова.