05 мая 2012 г.
Çитес вăхăтра республикăри шкулсенче юсав ĕçĕсем пуçланмалла. Çакăн валли пирĕн района та сахал мар укçа-тенкĕ уйăрса параççĕ. Унăн пысăк пайĕ федераллă бюджетран килет, ытти – вырăнти бюджетран. Кун пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ.
Пирĕн районта юсав ĕçĕсем хăш шкулсенче пулаççĕ-ха; Ыйтăва район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи З. ДипломатовА хуравлать:
– Шкулсенчи юсав ĕçĕ-сене пурнăçласси икĕ программăпа пулса пырать. Пĕрремĕшĕ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн тытăмне çĕнетессин комплекслă мерисене пурнăçлассипе çы-хăннă. Çак программăпа юсав ĕçĕсене пурнăçлама укçа-тенкĕ федераллă тата вырăнти бюджетсенчен куçать. Муркашри вăтам шкулăн çивиттине юсама, шыв пăрăхĕсемпе канализаци тытăмне юсаса çĕнетме палăртнă. Шетмĕпуçĕнчи тĕп шкулта та юсав ĕçĕсем пысăк калăпăшлă пулмалла. Унта шкулăн çивиттине, чÿрече блокĕсене çĕнетмелле, пандус тумалла. Кунсăр пуçне тата çуртăн тул енчи стенисем те тимлĕх ыйтаççĕ. Нискассинчи вăтам шкулта та чÿрече блокĕсене улăштарас ыйтăва татса парăпăр. Кунта та пандус тума палăртнă. Москакассинчи вăтам шкулта çивитти юсаса çĕнетмелле. Çак пысăк ĕçсене туса ирттерме пурĕ 8 миллион та 783 пин тенкĕ уйăрнă, вăл шутра вырăнти бюджетран – 1 миллион та 756 пин тенкĕ.
Тепĕр программа – пилотлă программа: «Комплексная компактная застройка сельских поселений». Ăна республика тата вырăнти бюджетсенчен финанслаççĕ. Çав программăпа пăхса хунă укçа-тенкĕрен Катькасри пуçламăш шкул – ача сачĕн тата Юнкă ял тăрăхĕнчи «Рябинушка» ача сачĕн çурт тăррисене юсаса çĕнетме палăртнă. Ку программăпа юсав ĕçĕсене пурнăçлама пурĕ 2 миллион та 502 пин те 200 тенкĕ палăртнă, вĕсенчен 1 миллион та 251 пин те 100 тенкĕ – вырăнти бюджетран.
Юсав ĕçĕсене пурнăçлас тĕллевпе аукционсем ирттерме хатĕрленетпĕр. Май уйăхĕнче подрядчиксене палăртса вĕсемпе килĕшÿсем тумалла. Ĕçсем кашни объектра пĕр кунтах пуçланмаççĕ, çапах та вĕсене малтанласа августăн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă.
Н. Николаева.