Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Муркаш хĕрĕ – "Чăваш пики – 2012"

03 мая 2012 г.

Чăваш чĕлхин кунне халалласа Шупашкар хулинче "Чăваш пики – 2012" конкурс иртрĕ. Муркаш районĕн чысне Муркаш лицейĕнче вĕренекен Елена Порфирьева  ăнăçлă хÿтĕлерĕ.

Конкурса республикăри районсенчи вун виçĕ пике хутшăнчĕ. Тĕрлĕ енлĕ пултарулăхпа палăракан хĕрсем чăваш халăх йăли-йĕркине сăнларĕç, наци апат-çимĕçне хатĕрлес вăрттăнлăхпа, чăваш тумĕпе паллаштарчĕç, ытти енлĕ ăсталăха кăтартрĕç.

Çапах та Елена Порфирьева ыттисенчен хÿхĕмрех те пултаруллăрах курăнчĕ. Обществăлла ĕçре те, вĕренÿре те активлă пике конкурсăн кашни тапхăрĕнче чăннипех те çÿллĕ шайра пулчĕ. Конкурс йывăрлăхне çăмăллатма, Муркаш чысне хÿтĕлеме Еленăна хамăр ентешсем сахал мар пулăшрĕç. Кунта чи малтан "Расна" ушкăна ырăпа палăртмалла. Çавăн пекех Муркаш райповĕн, районти ял тăрăхĕсем хушшинчи культура центрĕн, О. Афанасьева уйрăм предпринимателĕн "Ольга" парикмахерскийĕн тÿпи пысăк пулчĕ, вĕсем çĕнтерĕве палăрмаллах çывхартрĕç.

Асăннă конкурсра Муркашсем çулсеренех пултарулăхпа палăраççĕ, иртнĕ çул "Вице – Чăваш пики – 2011" титула пирĕн район хĕрĕ Лариса Цветкова тивĕçнĕччĕ.

Р. Илларионова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика