03 мая 2012 г.
Çакă пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнăва лайăхлатма, тĕл пулакан ыйтусене оперативлă та тухăçлă татса пама пулăшни никамшăн та ик пĕлтерĕшлĕ мар. Акă нумаях пулмасть редакцире кун пек тÿрĕ лини федераллă почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн Муркашри почтамчĕн пуçлăхĕпе Нина Правдинапа тата Чăваш Республикинчи управленийĕн пресс-службин ертÿçипе Оксана Ивановăпа, пахалăх управлени ушкăнĕн ертÿçипе Татьяна Антоновăпа иртрĕ.
Паллă ĕнтĕ, вулакансенчен ытларахăшĕ почтальонсене вĕсен çăмăл мар ĕçĕшĕн, хăйсен тивĕçне ответлăха туйса пурнăçланăшăн тав сăмахĕ калать. Вĕсем вара сахал мар пулни лайăх кăмăл çуратать. Кун пек шăнкăравсемпе çырусем Юнкă ялĕнчи Ирина Матвеева, Муркашри Валентина Николаева, Хорнуй ялĕнчи Лидия Евдокимова, Куçкин ялĕнчи Тамара Данилова почтальонкăсем пирки пулчĕç.
– Сирĕн операторсем пурнăçлакан ĕç калăпăшĕ пысăк. Кусем вĕсем: таварсем те, услугăсем те, тÿлевсем те. Бюрократи сахал мар: кредит тÿленĕ чухне бланкра питĕ нумай информаци çырмалла. Паспорт даннăйĕсене кăна кăтартсан çитмест-и, калăпăр, хăçан тата ăçта çурални мĕн тума кирлĕ?
Оксана Иванова: Операторсем пурнăçлакан ĕç калăпăшĕ чăнах та пысăк. Ку вăл Муркашра кăна çакăн пек мар тата вĕçĕмех те мар. Клиентсем уйрăм кунсенче тата уйрăм вăхăтсенче нумайрах. Ун пек чухне эпир çак ĕçе ытларах оператора явăçтаратпăр. Клиентсем нумай мар чухне вара вĕсен ыйтăвĕсене операторсен сахалрах йышĕпех тивĕçтерме май пур.
Бюрократизм пирки çавна каласшăн. Раççей почти Раççей Федерацийĕн «Почта çыхăнăвĕ çинчен» Саккунпа, почта услугисемпе тивĕçтерессин правилисемпе тата шалти инструкцисемпе килĕшÿллĕн услугăсемпе тивĕçтерет. Ку документсем почта çыхăнăвĕн ĕçĕ-хĕлĕн пур енĕсемпе те çыхăнса тăраççĕ. Вĕсене эпир çирĕп пурнăçласа пыма тивĕç.
– Почтамтра та, почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсенче те тĕрлĕ тавар сахал мар сутаççĕ. Кирлех-и çакă? Ку е вăл тавара тупса илессипе хальхи вăхăтра йывăрлăх çук вĕт-ха?
Оксана Иванова: Мĕншĕн тесен коммерци таварĕсемпе сутă тумасăр паян Почта тытăнса тăраймасть. Паллă ĕнтĕ, почта çыхăнăвĕн услугисем те, подписка тата пенсисем çитерсе парасси те хальхи вăхăтра тăкаклă пулса тăраççĕ. Çакна Раççей Федерацийĕн Правительстви шайĕнче те палăртнă. Пире валли вара асăннă услугăсен тарифĕсене шăпах ĕнтĕ Правительство çирĕплетет. Патшалăх палăртнă тăрăх почта услугисем пĕтĕм Раççей территорийĕнче пур граждансемшĕн те юрăхлă пулмалла. Çавăнпах çырăва калăпăр Калининградран Сахалина çитерме клиентсем 15 тенкĕ тÿлеççĕ е хăйхаклăхран сахалрах. Тăкаксене саплаштарма тата малалла аталанма вара пирĕн укçа-тенкĕ хамăрăн ĕçлесе илме тивет. Çавăнпа та коммерци услугисемпе тивĕçтермесĕр, тĕрлĕ таварпа сутă тумасăр май çук.
Почта çыхăнăвĕн ялсенчи уйрăмĕсем хуларисенчен кайра ан пулччăр тетпĕр. Хальхи вăхăтра почта уйрăмĕсенче ытларах çĕрте халăха кирлĕ тавар кăна мар, Интернет та пур, тÿлевсем те йышăнаççĕ, сăн ÿкерчĕксем те пичетлеме пулать. Пурне те асăнса та пĕтерес çук.
– Оринин ял тăрăхне кĕрекен Лантăш ялĕнче почтальонкăсем пулса Дина Котельниковăпа Альбина Астраханцева ĕçлеççĕ. Почтăна эрнере икĕ кун – юн кунпа шăмат кун кăна валеçеççĕ. Хăш чухне ку е вăл издани килменни те пулкалать.
Нина Правдина: Ыйтăва татса панă темелле. Асăннă почтальонкăсене почтăна вăхăтра валеçмелли пирки асăрхаттарнă, административлă майпа явап тыттарнă. Хаçат-журнал çырăнса илекенсем хăйсен изданийĕсене малашне йĕркеллех илсе тăма тытăнĕç.
– Ĕçпе эпĕ тăтăшах командировкăсене кайса çÿретĕп. Ман пата вара час-часах заказлă çырусемпе посылкăсем килеççĕ. Вĕсене вăхăтра илме пултараймастăп. Мĕн тума май пур кун пек лару-тăрура?
Татьяна Антонова: Эсир ăна почтăра тытса усрамалли вăхăта тăсма пултаратăр. Ку тÿлевлĕ услуга шутланать. Кунсăр пуçне çырусемпе посылкăсене илме хăвăрăн представителе доверенноç та çырса пама май пур.
– Манăн хĕр Шупашкарта вĕренет. Унăн адресĕпе вара Пенси фончĕпе налук инспекцийĕнчен çырусем килеççĕ. Вĕсене почтальон мана памасть, юрамасть тесе ăнлантарать, доверенноç илме хушать. Анчах та нотариус патĕнче доверенноç илме хаклăрах. Урăхла май çук-ши;
Татьяна Антонова: Май пур. РФ Гражданла кодекспа килĕшÿллĕн корреспонденци илме çын ĕçлекен е вĕренекен организаци, пурăнакан вырăнти пурăнмалли çурт-йĕрпе эксплуатаци организацийĕ панă доверенноç та нотариус çирĕплетнĕ доверенноçпа пĕр вăйрах шутланать.
Сирĕн хĕр халĕ пурăнакан вырăнти пурăнмалли çурт-йĕрпе эксплуатаци организацийĕнче çул çитнĕ кирек хăш çемье членĕ ячĕпе те, вăл шутра сирĕн ятпа та, доверенноç çыртарма пултарать. Доверенноçа унăн Муркаша ярса парас пулать. Çавна та ас тутарасшăн: доверенноçра унăн хăйĕн ячĕпе çырусем килекен почта çыхăнăвĕн уйрăмне е унăн индексне кăтартмалла.
– Эпир упăшкапа уйрăлни икĕ çул ĕнтĕ, вăл Мускавра пурăнать. Анчах та хăш-пĕр чухне унăн ячĕпе официаллă çырусем килеççĕ. Çак çырусене ăна çĕнĕ адреспа ярса пама почтăра заявлени çырма май çук-и?
Татьяна Антонова: Ун пек тума пулать. Анчах та адресатăн, сирĕн малтанхи упăшкан, почта çыхăнăвĕн уйрăмне хăйĕн пымалла та çырусене çĕнĕ адреспа ярса пама ыйтса почтамт пуçлăхĕ ячĕпе хушу (распоряжени) парса хăвармалла. Унăн тĕслĕхĕ кашни çыхăну уйрăмĕнчех пур. Почта сирĕн çыхăну уйрăмĕнчен çырусене тÿрех çĕнĕ адреспа ярса парĕ. Анчах та адресатăн çырусене çĕнĕ адреспа ярса пама пĕр хут ятарлă тÿлев тата çĕнĕ адреспа илнĕ чухне кашниншĕн уйрăмшар тÿлемелле пулать.
Енчен те сирĕн малтанхи упăшка çырусене çĕнĕ адреспа ярса парассине йĕркелеме килĕшмест пулсан, почтальона эсир адресат кунта пурăнманни пирки пĕлтерĕр кăна. Корреспонденцие ăна яракана каялла тавăрса парĕç.
– Мана, пĕтĕмĕшле илсен, почта ĕçĕ-хĕлĕ тивĕçтерет. Анчах та хăш чухне ыйтăва вырăнта татса парайман тĕслĕхсем те пулма пултараççĕ. Калăпăр оператор компетентлăхĕ пирки иккĕленÿ çуралсан ăçта шăнкăравласа консультаци илме, пĕлтерме пулать?
Оксана Иванова: Енчен те сире оператор хуравĕ тивĕçтермест пулсан, çыхăну уйрăмĕн пуçлăхне чĕнме, унран хурав илме май пур. Енчен те пуçлăх та хăш-пĕр ыйту çине хурав параймасть, ыйтăва вырăнта татса пама май çук пулсан вара УФПС почта çыхăнăвĕн эксплуатаци службине 62-00-52 номерпе е пахалăх службине 62-60-37 номерпе шăнкăравлама пултаратăр. Çавăн пекех управленире талăкĕпе ĕçлекен 63-62-12 телефонпа та конусльтаци илме пулать.
– Интерент-магазинран ман ятпа посылка килни пирки извещени илтĕм. Анчах паспорт çумра пулмарĕ, водитель удостоверенийĕпе май килет пулĕ терĕм. Почтăра паспортсăр пуçне урăх документ йышăнмаççĕ иккен. Тĕрĕс-и çакă?
Татьяна Антонова: Почта çыхăнăвĕн услугисемпе тивĕçтерессин правилисемпе килĕ-шÿллĕн почтăпа килнĕ посылкăсене адресатсене çын кам пулнине çирĕплетекен документпа кăна пама тивĕç. Раççей гражданĕсемшĕн ку вăл – паспорт, чикĕ леш енне каймалли паспорт, çар билечĕ, моряк паспорчĕ е айăпланакансене ирĕкрен хăтарнă вырăнтан панă справка, РФ Федераци Канашĕн членĕн е Патшалăх Думин депутачĕн удостоверенийĕ.
Водитель прави вара – автомобильпе çÿреме ирĕк паракан документ. Почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсем унпа корреспонденци парса яма пултараймаççĕ.
Оксана Иванова: Паянхи тÿрĕ лини калаçăвне хутшăннисене пурне те пысăк тав сăмахĕ калатăп. Почта çыхăнăвĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки сирĕн шухăш-кăмăлăра пĕлме питех те кăмăллă пулчĕ. Юлашкинчен вара çавна каласа хăварасшăн. Раççей почтин Чăваш Республикинчи филиалĕ «Почта çыхăнăвĕн 2012 çулхи чи лайăх уйрăмĕ» конкурс ирттерет. Эсир çак ята тивĕç тесе шухăшлакан почта çыхăнăвĕн уйрăмне пĕлетĕр пулсан ун пирки пире çырса пĕлтерме е каласа пама пултаратăр. Электронлă адрес: okivanova@mail.ru, почта адресĕ: 428022, Шупашкар хули, П. Валькевич тăкăрлăкĕ, 1, «Почтовый экспресс». Сасăлав 2012 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕччен пырать.
хатĕрленĕ.