03 мая 2012 г.
1909 çулхи майăн 2-мĕшĕнче Тутаркасси уесне кĕрекен Туçи Олкашра хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ Трифон Трофимович Куликов. Йышлă çемьере Трифон асли пулнă, çавна май унăн ытларах тăрăшма лекнĕ, ыттисем вара – пĕринчен тепри пĕчĕк. Вăл вăхăт пур енĕпе те йывăр пулнăран чылай ача шкулта вĕренме пултарайман. Пĕлÿ илессишĕн çунакан Трифон вара пурпĕрех сакăр çулта шкул тенкелĕ çине ларать, тăватă класс вĕренсе пĕтерет. Каярах унăн ашшĕпе пĕрле тимĕрçĕ лаççинче ĕçлеме тивет. Çул кайнăçем вăл пĕлĕве ÿстерет, пĕр тапхăр ачасене те вĕрентет.
...Ĕмĕрлĕхе асра юлмалли ир. Ерипен шуçăм тапранать, ĕçре ĕшеннĕ совет халăхĕ лăпкăн çывăрать, пуçланас кун – вырсарни кун. Чикĕри пограничниксем вара пĕр самнат та тĕлĕрмеççĕ, тăван çĕре сыхлаççĕ. Акă ăнсăртран тÿпере аякра темĕнле çутăсем палăраççĕ. Пĕрин хыççăн тепри пирĕн чикĕ еннелле туртăнаççĕ, йышлă вĕçен кайăк карти тейĕн – питĕ нумай, шутласа кăларма та çук. Кĕтмен çĕртен вĕсем часах умлă-хыçлă çĕре кисретме пуçлаççĕ, унта-кунта вут-çулăм алхасать, тĕтĕм-сĕрĕм çÿлелле улăхать, мĕн пулса иртнине ăнкарма та йывăр. Çапла килнĕ 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ. Хăрушă хыпар юланутпа ыткăнчĕ тейĕн, пур çĕрте те вăрçă пуçланни пирки калаçрĕç. Çак кун вара кайăксен савăк сассисем те, урамра ача-пăча кулли те илтĕнмерĕ, аслисем йĕни-çуйхашни хăлхара тахçанччен тăчĕ. Таврари ешĕл йывăç-курăк вара шултăра куççульпе тайăннăн курăнчĕ – ку вăл ирхи сывлăм-ха, ăшшăн вĕрекен çилĕ те çан-çурăма самай çÿçентерчĕ. Вăййа тухнă çамрăксем вара пурте килĕсене саланма ĕлкĕреймен-ха. Хăш-пĕр хĕрпе каччă çак самантра юлашки хут пĕр пĕрин аллине тытса куçран пăхса сывпуллашу сăмахĕ каларĕ. Çапах та çак тапхăра сăмахпа сăнлама та хĕн – çак кунтан пĕтĕм пурнăç улшăнчĕ.
Шăпа ытти арçынсем пекех Трифон Трофимовича та вăрçă хирне илсе çитерет. Кунта вăл çыхăнтаруçă ĕçне пурнăçлать, çавăн пекех çутăпа тивĕçтерекен агрегатсемпе ĕçлет. Чи малтан вăл çар ĕçĕпе Калининра паллашть. Вăрçă вара пачах та шÿтлемест: юр ăшĕнче çывăрни те, ал-урана тăм илсе яни те, канманран утнă чухне тĕлĕрсе кайни те пулнă тата ытти те. Пĕрре кăна мар пăрлă шыв урлă каçма тÿр килнĕ, çаксем йăлтах унăн сывлăхне амантаççĕ.
Уншăн хăрушă вăрçă Кенигсбергра вĕçленет, кунта ытла та хăрушă тытăçу пулса иртет. Çапах та "Катюшăна" пула тăшман тĕп пулать. Чи йывăр операцисенчен пĕри вăл Фашистла Германи тĕп хулине штурмлани пулнă. Икĕ эрне пыракан çапăçăва виçĕ миллион ытла салтак хутшăннă. Берлин хулинчи çапăçу вара çичĕ куна тăсăлнă. Юлашки хирĕçтăру тăшманшăн пысăк кĕтменлĕх пулнă. Тăшман çулне çĕр алă прожектортан тăракан калама çук пысăк хăватлă çутă пÿлет. Çак меллĕ самантпа усă курса пирĕн вăй тăшмана хирĕç тăрать, тинех ăна тĕп тăвать.
– Çак самантра эпир пурте тăван çĕр-шывшăн кар тăнипе тăшмана аркатрăмăр, тăшман тарçи пулса пурăнассинчен хăтăлтăмăр, – тесе палăртнă паттăр салтак хăй аса илĕвĕнче.
Вăрçă хирĕнчи салтак тăван çĕре хÿтĕлессишĕн, тăшмана аркатассишĕн хăйне шеллемест. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Трифон Трофимович пилĕк медале тивĕçет. Каярах вара мирлĕ пурнăçра хисеплĕ салтак тĕп механикра ĕçлет, вăрçă хирĕнче кăна мар ĕçре те пултарулăхпа палăрать. Анчах та хыçа юлнă вăрçă мĕн пурнăç вĕçне тухичченех хăй пирки аса илтерет. Паттăр салтак 1979 çулта йывăр сурансене пула ĕмĕрлĕхех куçне хупать.
Çапла вара хăрушă вăрçă нихăçан сипленейми суран пулса тăнă, пурлăхăн пысăк пайĕ тĕп пулнă. Вăхăтсăр çĕре кĕнисен хисепĕ ытла та хăрушă: 27 миллион совет çыннин пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 1710 хула çĕрпе танлашнă...