Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чаплă ентешĕмĕр çинчен пĕрле аса илер

03 мая 2012 г.

2012 çул – Раççейре истори çулталăкĕ. Историри паллă пулăмсем пирĕн районта та пулман мар. Вĕсенчен пĕри – Шурча вăрçи – пулнăранпа кăçал 170 çул çитет. Район шайĕнче ăна майăн 31-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Унччен маларах вара апрелĕн 25-мĕшĕнче район историйĕнче паллă йĕр хăварнă тепĕр маттур Муркаш Ен ывăлĕ Социализмла Ĕç Геройĕ Е. Андреев çуралнăранпа 100 çул çитет. Паян ун ячĕпе хисепленсе тăракан колхоз вăл ертсе пынă вăхăтра республикăра чи ырă ятлисенчен пĕри пулнине пĕлмен çын сахал пулĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи Обществăлла канашăн пĕрремĕш ларăвĕнче пăхса тухнă тĕп ыйтусенчен пĕрисем пулчĕç çак ыйтусем. Иртнĕ эрнере вара Евтихий Андреевичăн юбилейне хатĕрленсе ирттерессипе туса хунă йĕркелÿ комитетечĕн ларăвĕнче тата тепĕр хут тĕплĕн пăхса тухрĕç ку ыйтăва. Унта çакна палăртрĕç. Паллă ентешĕн юбилейне хăй çуралнă кун – апрелĕн 25-мĕшĕнче – ирттереççĕ районта. Унтан маларах вара республикăра Чăваш ял хуçалăх академийĕнче Евтихий Андреевичăн пурнăçĕпе пултарулăхне халалласа наукăпа практика конференцийĕ иртет. Ку ыйтупа та республикăра ятарлă йĕркелÿ комитечĕ ĕçлет. «Е. Андреевăн юбилейне çÿллĕ шайра хатĕрленсе ирттермелле. Вăл ăна тивĕçлĕ», – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ, асăннă канашпа йĕркелÿ комитечĕн председателĕ Р. Тимофеев.

Сăмаха малалла тăсиччен паллă ентешĕмĕр çинчен сăмахăмăр.

Е. Андреев 1912 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнче Етĕрне уесне кĕрекен Турай вулăсĕнчи Варпуç ялĕнче çуралнă. 1927 çулта Аслă Чурашри ялти çамрăксен шкулĕнче 6 класс пĕтернĕ. 1930 çулта «Сеятель» колхоза кĕрет. Тепĕр çулхи январь уйăхĕнче вара ăна счетовода лартаççĕ. Каярахпа 1932 çулхи март уйăхĕнчен пуçласа октябрьччен райколхозсоюз инструкторĕ пулса тăрать. 1930 çулхи март уйăхĕнче пултаруллă та пуçаруллă комсомолеца «Сеятель» хуçалăх правленийĕн председательне суйлаççĕ. Çулталăк çурă хуçалăха ертсе пынă хыççăн Хĕрлĕ Çара каять. Унтан таврăннă хыççăн 1935 çулхи февральтен пуçласа каллех хуçалăх тилхепине алла илет. 1938 çулхи ноябрь уйхĕнче Евтихий Андреевич Сĕнтĕрти вăрман хуçалхне ĕçлеме куçать. Кунта вăл 1940 çулхи январьччен вăрман хатĕрленĕ çĕрте прораб пулса ĕçлет. Ун хыççăн 1941 çулхи январь уйăхĕччен Чăваш АССР Совнаркомĕ çумĕнчи вырăнти топливо промышленноçĕн районсенчи вăрман хатĕрлекенсен управленийĕн директорĕ пулса тăрать.

Евтихий Андреевич 1940 çултанпа – ВКП(б) членĕ. 1941 çулта шăпа каллех ăна тăван «Сеятель» хуçалăха илсе çитернĕ. Çак çулхи январь уйăхĕнчен пуçласа каллех хуçалăха ертсе пыма пуçлать. Мĕнпур ĕмĕте вăрçă татнă. Совет Çарĕнче Е. Андреев – уйрăм командирĕ, рота политрукĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ, взвод командирĕн пулăшаканĕ, рота старшини. Вăрçă хыççăн Евтихий Андреевича Мускав Çар округĕн рабочисен 324-мĕш уйрăм батальон парторгĕ пулма куçараççĕ.

1946 çулхи август уйăхĕнче Е. Андреев Муркаш районĕпе ĕçлекен СССР Хатĕрлев министерствин уполномоченнăйĕ пулса тăрать. Ку ĕçре вăл 1951 çулхи февраль уйăхĕччен тăрăшать.

1950-1951 çулсенче республкăра пĕчĕк колхозсене пĕрлештерес юхăм пуçланнă. Муркашра та 5 хуçалăха пĕрлештерсе «Знамя труда» хуçалăх туса хураççĕ. КПСС райкомĕ çак пысăклатнă хуçалăх ертÿçи пулма Е. Андреева сĕнет.

Евтихий Андреевич ĕçе кÿлĕннĕ тапхăрта çур аки ирттерме вăрлăх та çитмен, колхоз кассинче вара пĕр пус та пулман. Мĕн тăвас – патшалăхран кивçен илме тивнĕ.

Е. Андреев «Знамя труда» хуçалăха 30 çул ытла ертсе пырать: 1981 çулхи июнь уйăхĕччен. Мĕн виличчен çак ĕçре пулнă вăл. Колхоза малта пыракан хуçалăхсен ретне туртса кăларать. «Знамя труда» хуçалăх республикăра ытти хуçалăхсемшĕн тĕслĕх пулса тăрать.

Çакна çирĕплетекен пĕр-ик тĕслĕх илсе кăтартни вырăнлах кунта. 1980 çулта колхоз 2979 центнер аш-какай туса илнĕ. Урăхла каласан, кашни 100 гектар çĕр пуçне 135 центнер аш, 300 центнер сĕт туса илнĕ. Евтихий Андреевич хуçалăхра сысна ĕрчетессине аталантарса ярать. Хуçалăха килекен укçа-тенкĕрен 25-30 проценчĕ шăпах çак отрасльте тунă укçа пулнă. Е. Андреев ертсе пыракан хуçалăх вăл вăхăтра республикăра апат перекетлесе сыснасене нумай ÿт хуштарнипе чапа тухнă.

Ял хуçалăх поизводствине аталантарас ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн Е. Андреева 1966 çулта Социализмла Ĕç Геройĕ ятне панă. Ленин, Октябрь Революцийĕн, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, медальсемпе наградланă. Евтихий Андреевич вилнĕ хыççăн вăл ертсе пынă хуçалăха 1981 çулта Социализмла Ĕç Геройĕн ятне панă.

Çакна палăртмалла. Районта мухтавлă ентешĕмĕрĕн 100 çулхи юбилейне паллă туса ирттерме ятарлă ĕç планĕ хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн хатĕрленÿ ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕнче район адмнистрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев чи малтанах республикăра иртекен наукăпа практика конференцийĕ çинче чарăнчĕ. Унта Евтихий Андреевича çывăх пĕлекен, нумай çул КПСС райкомĕн 1 секретарĕнче ĕçленĕ Муркаш районĕн Хисеплĕ çынни В. Краснов тухса калаçсан вырăнлă пулать тесе йышăнчĕç, доклад Евтихий Андреевич пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калакан слайдсемпе пулать. Ларура паллă ентешĕмĕрпе çыхăннă историлле документсене тупса пухассипе район архивĕ, ял тăрăхĕсем хушшинчи библиотека, районти тури чăвашсен музейĕн ĕçченĕсем ĕçлĕç. Юбилей тĕлне тури чăвашсен музейĕнче Евтихий Андреевич çинчен каласа паракан ятарлă экспозици уçăлмалла. Историлле документсем тенĕрен, ку енĕпе Е. Андреевăн хĕрĕ Валентна Евтихеевна çемье архивĕнчи документсемпе, сăн ÿкерчĕксемпе пулăшма пулчĕ. «Атте юбилейне çемьепе тата çывăх çынсемпе ирттерме шутланăччĕ малтан. Пирĕн çывăх çыннăмăра манманшăн, ăна çапла район, республика шайĕнче чысланăшăн район администрацине тав тăватпăр», – терĕ вăл Обществăлла канашăн ларăвĕнче.

Йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕнче Е. Андреев юбилейне районти ял тăрăхĕсем хушшинчи Культурăпа кану центрĕнче ирттерме палăртрĕç. Унта районти ял хуçалăх, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ял-йыш, çавăн пекех Евтихий Андреевичпа пĕр вăхăтра ĕçленĕ, ăна лайăх пĕлекенсем те пулĕç. Юбилей кунĕ тĕлне ятарлă медаль те хатĕрлеме палăртрĕç. Çавăн пекех ларура Евтихий Андреевичăн вил тăпри çывăхĕнчи ÿссе кайнă йывăçсене касса тирпейлеме те палăртрĕç. Район хаçатĕнче те, район администрацийĕн, ял тăрăхĕн администрацийĕн сайчĕсенче Е. Андреев çинчен асилÿсем кăлармаллине, район центрĕнче ятарлă баннер лартма йышăнса хăварчĕç. Апла пулсан Евтихий Андреевича çывăх пĕлнĕ çынсене хăйсен асилĕвĕсемпе паллаштарма ыйтатпăр. Е. Андреев ячĕллĕ хуçалăх ĕçченĕсем вара çак кун тĕлне çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçлесе ăна пĕтĕмлетме палăртаççĕ.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика