Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хастар ветерансем халĕ те стройра

03 мая 2012 г.

Кăçал Ярапайкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем кунта йĕркеленĕ хор 65 çул тултарнине паллă тăваççĕ. Çак уяв – çакăнта çуралса ÿснĕ çынсен уявĕ. Мĕншĕн тесен вĕсенчен чылайăшĕ çамрăклăх çулĕсенче çак хорта юрласа çынсене савăнтарнă, хаваслă кăмăл-туйăм парнеленĕ.

Хора йĕркелекенĕ, ертсе пыраканĕ вара А. Константинов пулнă. Муркашра çуралса ÿснĕ Александр Кузьмич хăй ĕмĕрне Ярапайкассинче ĕçлесе ирттернĕ, кунтах çемьеленнĕ, 5 ача пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Çăмăл пулман унăн шăпи. Тин çеç учитель профессине алла илнĕ çамрăк фронта лекет. Вăрçă нушине пайтах астивнĕ, пĕрре мар вилĕме куçран пăхнă.

Мирлĕ ĕçре те хастар пулнă вăл. Ĕмĕрĕпех шкулта ачасене метематика предметне вĕрентнĕ. Обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă. Уçă кăмăллă, шÿте-кулла пултаракан, юрра-кĕвве маçтăр çын патне пурте туртăннă.

Александр Кузьмич 1947 çулта Ярапайкасси клубĕ çумĕнче хор йĕркелесе ярать. Сцена çине 30–40 çынлă коллектив тухса юрласа ярсан камăн чунĕ савăнмасăр тăнă-ши; А. Константиновăн вĕренекенĕсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем каçсерен клуба пухăнса репетицисем ирттернĕ, тĕрлĕрен юрă вĕреннĕ. Çывăхра концертсемпе çитмен ял юлман темелле. «Концертсемпе çÿре-çÿрех хĕрсене качча параттăмăр. Сцена çинчи хÿхĕм пикесене кÿршĕ ял каччисем куç хыватчĕç», – тетчĕ вăл.

Вăйлă, илемлĕ пулнă хор коллективĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Енри хорсен смотрĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă, 1948 çулта Чăваш çĕрĕ ячĕпе Мускава кайма тивĕçнĕ. «Мускав тăрăх шупăрпа, ума ама çакнипех утаттăмăр. Пур çĕрте те пире хапăл туса кĕтсе илетчĕç. Метропа е ытти транспортпа кайнă чухне нихăçан та укçа тÿлеттерместчĕç», – аса илетчĕ вăл вăхăта И. Ядыкова.

Унтанпа пайтах вăхăт иртрĕ. А. Константинов пирĕнтен уйрăлса кайни те чылай ĕнтĕ. Хор коллективĕн хастарĕсенчен те чылайăшĕ çук. Анчах та пурăнакансем вĕсене манмаççĕ.

Çак кунсенче Культура çурчĕ кĕрлесе тăчĕ кăна. Унта хор ветеранĕсем репетици ирттереççĕ. Ялтисем çеç мар, çак тăрăхри хулара тĕпленнĕ çынсем те килнĕ кунта. Акă мĕн каласа парать Ф. Петрова: «Хора юрлама пымалла тенине илтсен хĕпĕртесе кайрăм. Çамрăклăха тепĕр хут таврăннă пек туятăп хама. Эпĕ хорта 1953 çултанпа юрланă вĕт-ха».

Л. Гаврилова вара 1951 çулта юрлама çÿреме тытăннă. 1978 çултанпа хулара пурăнать. Сувенирсене илемлетекен художник пулса ĕçленĕ хушăрах Орлов-Шуçăм ертсе пыракан халăх хорĕнче те юрланă. «Александр Кузьмич пире юрлама вĕрентрĕ. Тавах ăна. Савăнăçра та, хурлăхра та юрă юнашар пулчĕ», – тет вăл халĕ.

Хор ветеранĕсем шутĕнче В. Дмитриева, Р. Константинова, В. Егоров, Л. Лоцманова, М. Паргеева, П. Сорокин, Р. Скворцова, З. Волкова, Т. Горшкова, З. Герасимова, Ф. Петрова тата ыттисем те. Каçарччăр мана ыттисем пурин хушаматне те асăнманшăн. Ăна валли хаçатра майĕ те çук.

Йывăр саманара иртнĕ вĕсен çамрăклăхĕ, ĕçре курнă хăйсен телейне. Çав хушăрах чĕререн савăнма, илеме курма та пĕлнĕ вĕсем. Вăрăм ĕмĕрлĕ пулăр, çирĕп сывлăх сире, ветерансем.

«Вĕсем илемлĕ юрланинчен хам та тĕлĕнсе, савăнса кăна тăратăп», – тет В. Романов. Вăл – А. Константинов ĕçне малалла тăсаканĕ. Ярапайкассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи халĕ вăл ертсе пыракан «Екрем» халăх фольклор ушкăнне таврара пĕлмен çын çук та пулĕ.

Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче хор ветеранĕсем Ярапайкассинчи Культура çуртĕнче концерт кăтартрĕç. Пурте кăмăллă юлчĕç вĕсен пултарулăхĕпе. Апла пулсан ветерансем стройрах-ха.

Н. ВАСИЛЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика