Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çемье те йывăç лартрĕ

03 мая 2012 г.

– Эрне каялла çемье çавăрчĕç те паян ял халăхĕпе пĕрле йывăç лартма тухрĕç. Тавралăха тирпей-илем кĕртес уйăхлăха ирттернĕ пекех вĕсен пурнăçĕ те илемлĕ-тату пултăрччĕ, – терĕ эпĕ пырса тухсан Çĕньял Хуракассинче пурте хисеплекен Александра Федоровна Анисимова. Çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн «Хисеп палли» орденпа наградăланнă тата 1991 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнченпе «Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» çак сăмахсемпе мана чăрăш лартакан Олесьăпа Алексей Васильевсем патне ертсе пычĕ.

– Ялта пурăнатпăр. Ял халăхĕнчен иртмелле мар. Пурте кунта пулсан эпир мĕнрен кая вара? – ыйтуллăн тинкерчĕ куçран çамрăк мăшăр.

Чăваш Республикин Президенчĕ 7 çул каялла Йывăç кунне ирттерме йышăннине пурнăçласа районта çулленех анлă ĕçсем иртеççĕ. Кăçалхи çуркунне те çак ĕçсенчен катара юлмарĕ. Çатракасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем вара çур аки пуçлансах кайиччен ку тĕлĕшпе çанă тавăрсах ĕçе кÿлĕнчĕç.

Йывăç лартас ĕçе те çак тăрăхра Çуркуннепе Ĕç уявне халалларĕç. Çĕньял Хуракассисемпе Çатракассисем хăйсен ялĕсене çыхăнтаракан çулăн икĕ хĕррипе 1,7 çухрăм чăрăш лартрĕç.

– Вырăнта пуçаруçăсем пулни ĕçе самай ансатлатрĕ. Ял пурнăçĕпе кăсăклансах тăракан Ю. Авиловпа ял тăрăхĕн депутачĕ Г. Яковлев халăха пĕр чăмăра пуçтарса ĕçлеттерни юлашки çулсенчи хĕл кунĕсенче самаях канăç паман ыйтăва татса пама май пачĕ. Тепĕр 3-4 çултанах кунти çула юр шăлса лартмасси куçкĕрет, – терĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю. Кожевников.

Кашмашпа Шурчана асфальт çулпа çыхăнтарни Шурчапа Ярапайкасси енче пурăнакансене район центрне тÿрĕ çул уçса панине ку тăрăхра пурăнакансем ырласа йышăннăччĕ. Хĕл кунĕсенче Хуракасси выççăлккипе Кашмаш хушшинчи çула час-часах юр тарăн хÿсе лартни çĕр-çĕр çыншăн пысăк ыйтуччĕ. Кăçал ăна татса пама ял тăрăхĕ йывăç хунавĕсем туянса пачĕ тата вĕсене лартма çĕр хатĕрлерĕ. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче çак ыйтăва вĕçне çитерме май килчĕ. Кашмашсемпе Хуракасси выççăлккисем тата Кашмашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсемпе ĕçлекенсем пĕр йыша пуçтарăнса çул хĕррипе 1,3 километр йывăç лартрĕç.

Йывăç лартассипе тăрăшса ĕçлекенсем патне çак кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев та çитрĕ. Ростислав Николаевич ял çыннисене тăрăшулăх кăтартнăшăн, 3-9 классенче пĕлÿ пухакан шкул ачисене тăван тавралăха юратнăшăн тав сăмахĕ каларĕ.

Ялта пурăнакансемпе шкул ачисемсĕр пуçне йывăç лартма Çуркуннепе Ĕç уявне хуларан канма килнисем те активлă хутшăнчĕç.

– Ялтан тухса кайни 20 çул çитет ĕнтĕ. Çак хушăра хама йывăç лартман тесе каламастăп. Паян вара ял халăхĕпе пĕрле çак ĕçе хутшăннине хамшăн уяв тесех йышăнатăп. Хваттерĕ пур, ачи-пăчи ÿсет, халĕ, акă, йывăç лартрăм, – терĕ çăка хунавĕн тымарне тăпрапа картланă май Анатолий Петров.

Сăмахăма вара Çĕньял Хуракассинче пурăнакан ĕç ветеранĕ В. Якимов хăйĕн мăнукĕпе черетлĕ йывăç лартнă хыççăн каланипе вĕçлес килет:

– Эпир пурнăçланă кашни ĕç вăл хамăр ачасемпе мăнуксемшĕн. Вĕсен çулĕсене юр ан хÿтĕрччĕ. Кĕр çитсен вара пĕрле пулса çак йывăçсем хушшинче кăмпара çÿресчĕ.

Çапла пултăр. Ĕмĕтленни çитсе пытăр!

...Таврара çут çанталăкăн чи илемлĕ вăхăчĕ. Тăван ен чечексен ытамне путнипе пĕрлех çывăхри вăрмансемпе ĕшнесем кайăксен илемлĕ юррипе тулчĕç. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Çĕньял Хуракассисемпе Çатракассисем, Хуракасси выççăлккисемпе Кашмашсем лартнă йывăçсем çинче те çитес çулсенче кайăксен оркестрĕ тавралăха илем кÿрĕ. Ыттисем те уйăхлăха активлă хутшăнса йывăçсем нумайрах лартар, хамăр тăван ене хăтлăрах тăвар, тирпейлĕхе мала кăларар!

А. БЕЛОВ,

Çатракасси ял тăрăхĕн депутачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика