03 мая 2012 г.
Майăн 1-мĕшĕнче Муркашсем Çуркуннепе Ĕç уявне уявланипе пĕрлех спорт уявне те паллă турĕç, çуллахи спорт сезонне уçрĕç. Çак кун Муркашра йăлана кĕнĕ ăмăрту иртрĕ – Муркаш райповĕн кубокĕсене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсем старта тухрĕç. Кăçалхипе асăннă ăмăрту саккăрмĕш хут иртрĕ.
Уява ачасен Муркашри искусство шкулĕн хореографи ушкăнĕ илем кÿчĕ. Вĕсен ташшисем спортсменсене çĕнтерÿ тума хавхалантарчĕç.
Спорт уявне районти çăмăл атлетика федерацийĕн председателĕ, Муркаш райпо канашĕн председателĕ Б. Андреев уçрĕ, спорт тата майăн 1-мĕшĕн уявĕсем ячĕпе саламланă май старта тухакансене дистанцисенче ăнăçусем сунчĕ. Пухăннисене çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев, ЧР тĕп патшалăх инженер-инспекторĕ В. Димитриев, республика Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н. Ванеркин, «Единая Россия» партин Муркаш районĕнчи уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ Ю. Иванов, Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Никитин саламларĕç, ăнăçусем, ÿсĕмсем сунчĕç.
Малтанах çемье командисем старта тухрĕç. Иртнĕ çулхи пекех Хорнуй ял тăрăхĕнчи Васильевсен çемйине çитекенсем пулмарĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем – Муркаш ял тăрăхĕнчи Лоцмановсемпе Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Романовсен çемье командисем.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсен командисем старта иккĕмĕш тухрĕç. Кунта Шетмĕпуçсем палăрчĕç, Муркаш райповĕн кубокне тивĕçрĕç. Шомик тата Сосновка шкулĕсен командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсем хушшинче Калайкассисем ырă ята тивĕçлĕ. Вĕсен командисем пĕр харăсах призлă икĕ вырăн – пĕрремĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнма пултарчĕç. Ярапайкасси шкулĕн команди иккĕмĕш пулчĕ.
Предприятисемпе организацисен командисем хушшинче «Свобода» ял хуçалăх предприятийĕн команди финишра пĕрремĕш пулчĕ. Шалти ĕçсен министерствин Муркаш районĕнчи пайĕпе Муркаш райповĕн командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.
Ăмăртура ветерансем те хăвăрт чупассипе вăй виçрĕç. Владимир Иванов мала тухма пултарчĕ, Болислав Васильевпа Анатолий Люцева хăй хыçне хăварчĕ.
Спорт ветеранĕ Тамара Александрова тата ăмăртăва хутшăнакансенчен чи çамрăкки Карина Уткина парне сертификачĕсене тивĕçрĕç.
Çуллахи спорт сезонĕ уçăлчĕ. Умра – çĕнĕ спорт уявĕсем, çĕнĕ çитĕнÿсем. Апла пулсан çитес ăмăртусемччен!
Н. ГРИГОРЬЕВА.