28 апреля 2012 г.
Çыруран: «Халăхра çÿренĕ чух страховани ыйтăвĕсем çинчен сăмах пуçарсан нумайăшĕн калаçăвĕнче «Росгосстрах» пулăшăвĕ малти вырăнта тăни курăнать. Асăннă страхлакан компани Раççейре 90 çул ытла ĕçленĕрен халăхăмăр пурнăçĕнче те вăл тарăн тымар янă. Унăн шанчăклăхĕ пире халиччен те пăшăрхантарман. Çавăнпа çулленех унăн агенчĕсемпе çыхăну тытатпăр. Çывăх юлташ-тăвансене те унăн пулăшăвĕпе усă курма сĕнетпĕр. Пĕлес килет, мĕнле аталану шайĕнче паян пирĕн, пĕр вăтанмасăр çапла калатпăр, «Росгосстрах» страхлакан компани? Вăл саланать тенĕ сăмах тĕрĕс-и тата?»
П. ПЕТРОВПА В. ВАСИЛЬЕВ.
Район çыннисем «Çĕнтерÿ ялавĕпе» çыхăну тытни ырă пулăм. Тĕрлĕ ыйтусем хускатаççĕ вĕсем. Иртнĕ кунсенче те пĕр çыру илтĕмĕр. Ăна çыракан вулавçăсен ыйтăвĕ çине хурав шыраса эпир «Росгосстрах» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн Чăваш Республикинчи филиалĕн директорĕпе Алексей ПИРОЖКОВПА тĕл пултăмăр. Çак калаçу ытти вулавçăсемшĕн те усăллă пуласса, пурне те хумхантаракан нумай ыйтусем çине хурав тупма пулăшасса шанса унпа сире паллаштаратпăр.
– Алексей Геннадиевич, паян страхлакан компанисен рынокĕ вуншар çул каяллахинчен палăрмаллах улшăнчĕ. Ку ĕçре сирĕн ĕçтешсем те йышланчĕç. Вăл е ку страхлакан компани пĕтет, шанчăклă мар тени рынок конъюнктурин вăрттăнлăхĕ, хăй енлĕхĕ мар-и?
– Пирĕн компани иртнĕ кĕркунне 90 çул тултарчĕ. Çĕр-шыв пурнăçĕнчи çакнашкал пуян историллĕ страхлакан компани çак ĕçе паян кÿлĕнекенсенчен нумайăшне ăмсантарать. Çынсен пĕр пайĕ вĕсен хитре сăмахĕсем хыççăн кайса çирĕпленнĕ шанчăка алăран вĕçертет те халăхра тĕрлĕрен сăмах сарать. Кунта манăн страховани рынокĕнчи конкуренцин цивилизациллĕ формисем анчахрах йĕркеленме пуçланине те палăртассăм килет. Çĕнĕ рынока килнĕ тата хăйсен пĕлтерĕшне ÿстерес тесе хăш-пĕр компани ултавлă мелсемпе усă курни те пур: ытти страховщик сотрудникĕсемпе агенчĕсене хăйсем патне илĕртеççĕ, конкурентсем пирки тĕрлĕ сас-хура сараççĕ, страховательсене улталаççĕ. Сирĕн çырăвăрта та çакăн пуçламăшĕ палăрать. Анчах П. Петровпа В. Васильев пирĕн çинех шанчăклăрах пăхни «Росгосстрах» компанин Муркашри страхлакан пайĕ районта тăрăшуллă ĕçлесе пынине çирĕплетет. Муркашсен кулленхи ĕçĕ пирĕн компани халăхăмăра пырса тивекен нумай ыйтусене вăхăтра та тĕрĕс татса пама пултарнине кăтартса парать. Çавăнпах пирĕн патăмăртан халăх татăлмасть. «Росгосстрах» саланать тени тĕрĕс пулнă пулсан халăхăмăр пирĕн компание страховани отраслĕн лидерĕ тесе йышăнмастчĕ пуль. Çакна кирек хăш финанс кăларăмĕн рейтингне пăхсан та хăвăр курса ĕненме пултаратăр.
Пирĕн компанин страховани ĕçĕсен рынокĕнчи ят-сумне Раççейри тата пĕтĕм тĕнчери профессипе общество наградисем те, никама пăхăнман тата официаллă çăл куçсен кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Тĕслĕхрен, кăçалхи пуш уйăхĕнче РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев «Росгосстрах» компани коллективне Раççейри страховани рынокне йĕркелес тата аталантарас енĕпе тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тав турĕ. Çĕр-шыв ертÿçин тав сăмахĕсене пирĕн компанин 100 пин çынлă коллективăн тÿрĕ кăмăллă ĕçне пысăка хурса хаклани тесе йышăнатпăр. «Росгосстрах» нумай çул ĕнтĕ Раççейри миллионшар çыннăн интересĕсене хÿтĕлесе ĕçлет, хăйĕн клиенчĕсен финанспа çыхăннă тăнăçлăхне шанчăклă хÿтĕлет.
Раççей Президенчĕ ĕçри çитĕнÿсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн «Росгосстрах» компанин пуçлăхне Хисеп грамотипе наградăлани те «эпир вилни çинчен ытлашши ÿстерсе калаçнине» çирĕплетет кăна.
– Страхланакансен вăл е ку компание суйласа илме вĕсен страховани ĕçне лайăх, туллин пĕлмелле. Çакăнти шурă пăнчă та çынсенче иккĕленÿ çуратать. Май килнĕ чух хăвăр филиалăн ĕç ÿсĕмĕсем пирки каласа памăр-ши?
– Пÿрт-çурта, техникăна, выльăх-чĕрлĕхе е сывлăха-пурнăçа страхлас текеншĕн, чăнах та, страхлакан компанин ĕç кăтартăвĕсем – тĕп реклама. Пирĕн вара кунта халăхран пĕр вăрттăнлăх та çук. Иртнĕ çул Чăваш Республикипе страховани взносĕсене эпир 785,8 миллион тенкĕ пуçтартăмăр. Ку вăл унчченхи çулхин 112 проценчĕ пулать. Çак кăтарту страховани ĕçĕн пур тĕсĕсенче те малалла утăмларĕ. Кунпа пĕрлех эпир иртнĕ çул хамăр клиентсене тĕрлĕ инкексемшĕн тÿлессине те ÿстерсе 280,1 миллион тенкĕне çитертĕмĕр.
Страховани пурнăçне çĕнĕлĕхсем кĕрсе пынă май çакна та каласа хăварассăм килет. Иртнĕ çул «Росгосстрах» ОСАГО сферинче хăйĕн пайне 46 процент тытса лидер позицийĕсене упраса хăварчĕ. Уйрăм тĕссем çинчен сăмах пуçланчĕ пулсан, ирĕклĕ медицина страхованийĕнче 178 процент, пурнăçа страхланинче 147 процент, тĕрлĕ инкек-синкекрен хÿтĕленинче 119 процент, предприяти-организацисен автострахованийĕнче 135 процент, граждансем çурт-йĕре страхланинче 116 процент ÿсĕм пурри пире халăх ытларах шанни пирки калать. Çапла вара республикăра пурăнакансем пĕлтĕр пирĕнпе унчченхи çулхинчен 5,7 пин килĕшÿ ытларах турĕç. Халĕ вара пирĕн умра тăракан пĕтĕм тĕллев – вĕсен шанăçне тÿрре кăларасси.
Ăрусен шанчăкĕ
– Пĕтĕмĕшле кăтартусем савăнтараççĕ-ха та, анчах вĕсенче «Росгосстрах» компанин Муркашри страхлакан пайĕн ÿсĕмĕ еплерех-ши?
– Страхованин уйрăм пайĕсемпе каласа каймасăр çакна çеç палăртатăп. Яллă районсем хушшинче пĕтĕмĕшле кăтартупа Муркашсем ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Иртнĕ çул вĕсем районти тĕрлĕ харпăрлăхри пурлăха тата сывлăха страхласа 32,1 миллион тенкĕлĕх (унчченхи çулхин 115 проценчĕ) страховани взносĕсем пуçтарма хевте çитерчĕç. Çакă Муркашсене – страхлакансене те, страхланакансене те – пысăк тав сăмахĕ калаттарать. Вĕсем малашне те пĕрле пуласса шантарать.
– Иртнĕ çул рынок тытăмĕнче сирĕн системăна мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕчĕç; Мĕн çине ытларах тимлĕх уйăрмалла пек туйăнать паян?
– Рынок хутшăнăвĕнчи çирĕп те шанчăклă страхлакан компанисем паян тĕнчипех сервис аталанăвĕ çине тимлĕ пăхаççĕ. Эпир те çак утăмран юлмастпăр. Йĕркелÿ ĕçĕсене кĕсье телефонĕ урлă СМС-пĕлтерÿсем ярса пурнăçлассине вăя кĕртме пуçларăмăр. Çак мелпе эпир страхланă тĕслĕх сиксе тухсан тÿлев пирки тунă йышăнăва та, тÿллев суммин калăпăшне те гражданина çийĕнчех пĕлтеретпĕр.
– Тÿлевсем тенĕрен паян вĕсене пурнăçа кĕртнĕ чух сире мĕнле ыйтусем нумай канăç памаççĕ?
– Пытарма кирлĕ мар, тÿлевсен калăпăшĕ çулсерен ÿссе пырать. Пĕлтĕр кăна «Росгосстрах» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн Чăваш Республикинчи филиалĕ страховани енĕпе сиксе тухнă 16400 ĕçе йĕркелесе пурнăçа кĕртрĕ. Ку вăл унчченхи çулхинчен 940 тĕслĕх нумайрах. Çакă çынсемпе ĕçлес яваплăха ÿстерме тата ăна тивĕçлĕ шайра тытма хистет. Эпир çакна хатĕр.
– Алексей Геннадиевич, кĕскен умри тĕллевсем пирки те асăнса хăвармăр-ши; Ыранхи кунпа пурăнакан ял çыннин сирĕн ĕç планĕсемпе те паллашас килет.
– Чăваш Енри «Росгосстрах» уйрăмĕ паян 130 ытла страховани продукчĕсемпе (виды страхования) ĕçлет. Халăх хушшинче çирĕп никĕсленнĕ страховани продукчĕсемпе пĕрлех (пÿрт-çурта, килти пурлăха, выльăх-чĕрлĕхе, автомототранспорта, пурнăçа тата ыттисене те страхласси) компани çĕнĕ страховани продукчĕсене пурнăçа кĕртсе пырать. Вĕсем ялта пурăнакансене, предприятисемпе пĕчĕк бизнеса тĕрлĕ инкексенчен шанчăклă хÿтĕлеççĕ.
Сăмахăма уяв саламĕсемпе вĕçлетĕп. Район çыннисене, страховани ĕçĕн ветеранĕсене, пирĕн компанипе тачă çыхăнса ĕçлекенсене тата вĕсен çемйисене Çуркуннепе Ĕç уявĕ тата ун хыççăнах çывхаракан Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕсемпе ăшшăн саламлатăп. Пирĕн çыхăну малашне те татăлмасса, эпир пĕрле кăна пысăк вăй пуласса шанса тăратăп. Тухăçлă ĕçлесе ăнăçлă пурăнма пурне те çирĕп сывлăх пултăр.
А. БЕЛОВ
калаçнă.