Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килти ĕçре те, савăк каçра та хастар

28 апреля 2012 г.

Çатракасси ял тăрăхĕнчи Кашмашри Культура çурчĕ ял пурнăçне хăт кĕртессипе нумай ĕçсем туса ирттерет. Кунĕпе ĕçре вăй хуракан арçынсемпе хĕрарăмсем ĕç кунĕ хыççăн кунта пухăнса художество пултарулăх коллективне аталантараççĕ, тĕрлĕ конкурссене хатĕрленеççĕ. Çак ĕçре аслăрах ăрурисем çамрăксемшĕн тĕслĕх пулни те Культура çурчĕн ĕçĕнче уçăмлă курăнать.

– Пĕрисен ырă тĕслĕ-хĕпе ыттисене хавхалантарассине, хамăр коллектива ыттисене йыхравлассине культура ĕçĕн никĕсĕ тесе шутлатпăр. Çакăнта пирĕн ĕçе ăнланакан ял çыннисене тав тăватăп çеç, – терĕ Культура çуртĕнче çурхи ĕçсем пуçланиччен ирттернĕ «Хуняма» конкурс вăхăтĕнче аннесемпе хунямасен вăр-варлăхне тишкернĕ май Культура çурчĕн ертÿçи Р. Николаева.

 Килте ĕне, хур, чăх-чĕп тытнисĕр пуçне виноград ĕрчетме тата виктори çырли туса илме ăсталăх çитерекен Çатракасси хĕрарăмĕ Вера Павловна Шарова (3 ывăл çуратса ÿстернĕскер паян 7 мăнукпа савăнать) хунямасен конкурсĕнче «Чăнкă хуньяма» ята тивĕçнине курма пынисем алă çупса йышăнчĕç; Çатракассинче пурăнакан Валентина Васильевна Петрова килти хушма хуçалăхра ĕнепе чăх-чĕп ĕрчетнисĕр пуçне пуян сад тытать. Ирхкасси ялĕнче пурăнакан 5 ача амăшĕ Елена Германовна Пучкова килти хушма хуçалăхра ĕне-вăкăр та, сурăхпа кролик та, чăх-чĕп те тупăшлă усрать; Кашмашри Роза Александровна Арапкина та мăнуксемпе вылянă хушăрах ĕне-выльăхпа чăх-чĕп, сад-пахча пирки манмасть. Вăт çакăн пек вĕсем, хунямасем!

А. БЕЛОВ,

Çатракасси ял тăрăхĕн депутачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика