Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пахчаран та, хиртен те – таса продукци

28 апреля 2012 г.

Пахчаран та, хиртен те – таса продукци

Юлашки çулсенче экологи тĕлĕшĕнчен таса ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси пирки нумай калаçма пуçларĕç. Анчах мĕнле тухмалла-ха килти хушма хуçалăх тытаканăн, тĕслĕхрен, çак çул çине? Çак ыйтупа эпĕ «Россельхозцентр» районти уйрăмĕн тĕп агрономĕпе Рената Филимоновна АЛЕКСАНДРОВĂПА çыхăнтăм. Пирĕн калаçу ял хуçалăхĕнче – килти пахчара та, ял хуçалăх производство кооперативĕсен хирĕсенче те – çĕнĕ технологисене алла илсе биопрепаратсемпе анлă усă курса тухăçа тата унăн пахалăхне ÿстересси пирки пулчĕ.

– Рената Филимоновна, тыр-пулпа çĕр улми, тымар çимĕç е пахча çимĕç туса илнĕ çĕрте хресчен химилле хатĕрсенчен пăрăнса ытларах биологилле препаратсемпе анлăрах усă курасси вăй илме пуçларĕ курăнать. Хăш харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсем ку тĕлĕшпе малта пыраççĕ?

– Малашлăха пăхса ĕçлекенсем паян паха продукци туса илессине тĕп вырăна кăлараççĕ. Кăна эпĕ вăл е ку хуçалăхсем ыранхи куна пăхса ĕçленипе танлаштаратăп. Вăрттăнлăх мар, паян ял хуçалăх продукцийĕн пахалăхĕ тĕп вырăна тухрĕ. Паха продукцин вара сутлăх хакĕ те пур. Апла пулсан вăл хуçалăхсен тавар çаврăнăшĕ те пысăкрах, тупăш çулĕ те уçăмлăрах.

Районти çĕр ĕçченĕсем черетлĕ çур акинче пуçламăш утăмсем тăваççĕ. Ĕçе хатĕррисем – акă, сисмĕпĕр те – кĕске хушăрах çĕре шуратса хăварĕç. Йăрансемпе анасем çинчи ĕçсене вĕçленĕ май пахчасене те çĕнĕ сăн кĕрĕ. Çак вăхăтчен юлнă кунсемпе туллин те тĕллевлĕн усă курса хам енчен биологилле препаратсемпе ĕçлессине малти вырăна кăларма сĕнетĕп. Çак хатĕрсем çĕр ĕçченне ÿсен-тăрансене шăрăхран, ытлашши нÿрĕкрен, сывлăш температури вылянинчен хÿтĕлеме пулăшĕç. Çитменнине биологилле препаратсем хакĕсем енчен те химилле препаратсенчен самай йÿнĕрех

– Паян час-часах планриз çинчен калаçнине илтме пулать. Кĕскен мĕн калайратăр ун пирки?

– Планриз – ÿсен-тăрансене хÿтĕлекен препарт пулнипе пĕрлех вĕсене ÿсме пулăшакан стимулятор та. Асăннă препарат хăйĕн биологиллĕ пысăк эффективлăхне тырă-пулă культурисем çинче пĕр çул çеç мар ырă енчен кăтартнă: тымар çĕрĕкĕсенчен, септориозран, гельминтоспориозран, фузариозран пулăшу панă. Пахча çимĕç çинче пулсан вăл купăста бактериозĕнчен, хăярăн тымар çĕрĕкĕнчен, помидорсен фитофторозĕнчен т. ыт. те тĕкĕ пулса тăрать.

– Паян пахчана е хире тухакан тата мĕнле биологилле препаратсемпе усă курма пултарать?

– Вырăнлă ыйту. Çĕр ĕçченĕ валли биологилле препаратсемпе биоудобренисен тĕрлĕ тĕсĕсем пур. Вăл е ку препаратпа ĕçлес текенсем, кăсăкланакансем пирĕн патăмăрта çак препаратсен характеристикисемпе паллашма пултараççĕ. Эсир ыйтнăран хаçат вулакансене паян кĕскен кăна псевдобактерин-2, триходермин, ризоторфин препаратсемпе паллаштарам.

Псевдобактерин-2. Биологилле çак препарат сирĕн ÿсен-тăрана гельминтоспориозран, фузариозран, шурă янкартан (мучнистая роса), хытă вутпуççинчен (твердая головня), пăнтăхнинчен, çĕр улми фитофторинчен, купăста бактериозĕнчен, тымар çĕрĕкĕсенчен хÿтĕлет. Çав вăхăтра вăл ÿсен-тăраншăн ÿсĕм стимуляторĕ те шутланать. Ÿсен-тăрансен химилле пестицидсене пула пуçланнă стрессне сирет. Ку препарат экологи енчен таса. Вăл çынсемшĕн те, выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕкшĕн те хăрушлăх кăларса тăратмасть.

Триходермин – тĕрлĕ чирсене ура хуракан биологилле препарат. Унпа усă курни ÿсен-тăрана кукша чирĕнчен, фузариозран, аскохитозран, фитофторозран т. ыт. те хÿтĕлеме пулăшать. Препарат чир аталанăвне чарнипе пĕрлех тăпрана пулăхлă япаласемпе пуянлатать, ÿсен-тăрансене ÿссе аталанма вăй-хăват парать. Унпа çĕр хатĕрленĕ, вăрлăх акнă тата калчасем лартнă чух, пÿлĕмри ÿсен-тăрансене куçарса лартнă вăхăтра усă курма юрать.

Ризоторфин – пăрçа йышши культурăсен тухăçне 30–50 процент ÿстерме пулăшакан биопрепарат. Пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне акиччен ризоторфинпа имçамлани минераллă тата органикăллă удобренисем хывас ĕçрен хăтарать. Протеин виçине 20–80 процент ÿстерет.

– Эпĕ пĕлнĕ тăрăх «Россельхозцентр» районти уйрăмĕ пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене тата килти хушма хуçалăх тытакансене биологилле удобренисемпе тивĕçтерессине те йĕркелеме пултарать. Мĕнле удобренисем-ха вĕсем тата усси вĕсен мĕнре?

– Биологилле удобренисене илсен хаçат вулакансене азотобактерин тата фосфоробактерин сĕнетĕп. Вĕсем ÿсен-тăрансене чир-чĕртен сыхланипе пĕрлех тутлăхлă япаласемпе çителĕклĕ тивĕçтереççĕ. Вĕсене иккĕшне пĕрле вăрлăха имçамланă чух тата калча вăй илнĕ вăхăтра имçамлани çĕр ĕçченĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.

А. БЕЛОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика