28 апреля 2012 г.
Эпир «Невский» сорт-лă çĕр улмин вăрлăхне тĕп сакайĕнчен кил картинчи лаçа кăларса хутăмăр. Ку сорт çанталăк ăшăтма пуçăнсанах папакĕсене хăвăрт кăларать, çеçки çитĕнме тытăнать.
Пĕлтĕр эпир унăн вăрлăхне каярах юлса кăларнăччĕ. Кайран пăхатпăр та, папаксем 10 сантиметр таранах ÿссе кайнă. Акă халĕ те вăрлăхлăх çĕр улмин папакĕсем 3–4 сантиметр таран çитĕннисем пур.
Çуркунне пĕтĕм çĕр улмине хускатмалла ан пултăр тесе эпир вăрлăхлăх çĕр улмине кĕркуннех уйрăммăн пухса хуратпăр. Паллă ĕнтĕ, вăл мĕн чухлĕ кирлĕ пулассине шута илсе.
Çĕр улмине 3 сортлине лартса ÿстеретпĕр: «Невский», «Голландский» тата «Нида» сортлисене. Вĕсенчен кашнинех вуншар касă лартатпăр. Пĕр касă лартма пĕр витре çурă вăрлăх кирлĕ пулсан, кашнинех 15-шер витре янтăламалла.
Çĕр улмин папакĕсене мĕншĕн ÿстерсе ямалла мар-ха. Кашни çĕр улми çинчех 6–7 куç (вырăсла глазок теççĕ) е ытларах та пулать. Кашни куçĕнчех виçшер папак вырнаçнă. Шăтнă чухне вара чи малтан варринчи папакĕ шăтма тытăнать. Ăна ытлашши ÿстерсе ярсан татса пăрахма пулать. Ку вара çĕр улмине сиен кÿни кăна. Мĕншĕн тесен малтан шăтакан варринчи папак чи патварри. Шăтса тухсассăн туни патвар та парка, çимĕçĕ шултра пулать. Ку папаксене татса пăрахсан юнашар вырнаçнă папаксем шăтаççĕ. Анчах та вĕсем вĕтĕрех пулаççĕ, çавна май çимĕçĕ та шултрах пулаймасть.
Час-часах çакăн пек каланине те илтме пулать. «Икĕ шит таран та ÿссе кайни пулнă, çеçкисене татса пăрахатпăр та лартсан çĕр улми çаплипех пулать», – теççĕ. Кайран тухакан папаксене саппас папаксем теççĕ. Çавсем хăтараççĕ те ĕнтĕ кун пек чухне.
«Голландский» тата «Нида» сортсен папакĕсем кăшт кăна палăраççĕ-ха. Вĕсене кăларса хумарăмăр. Çапах та сăнасах тăратпăр.
Çавна каласа хăварас кăмăлăм пур. Çĕр улми вăрлăхне ĕлĕк-авалтанпах хресчен пĕр уйăх е ытларах та маларах нÿхрепсенчен уçă вырăна кăларнă. Эпир колхозра ĕçленĕ чухне йĕтем айне кăлараттăмăр. Малтанхи вăхăтра çĕр çине вак улăм саркаланă та çавăнта кăларнă. Кайран йĕтемсен территорийĕсене асфальтпа витсен ку ĕç самах ансатланчĕ. Асфальт çинче ĕçлеме, паллă ĕнтĕ, çăмăлрах. Çĕр улмине лартиччен пысăкраххисене касса та хатĕрлемелле пулнă вĕт-ха.
Лартмалли вăрлăхлăх çĕр улмин йывăрăшĕ 60–80 грамм пулмалла. 50 грамран пĕчĕкреххи пулсан тухăçа чакарать, 100 грамм таранах таяканни лартма вăрлăхлăх нумай каять.
Çĕр улми вăрлăхне лартиччен çапла майпа хатĕрленине агрономи науки яровизацилени тесе палăртать. Çапла вара лартиччен çĕр улми вăрлăхĕн папакĕсем 1–1,5 сантиметр тăршшĕ, 0,6–0,8 сантиметр диаметрлă пулаç-çĕ, патвар та тĕксĕмрех аталанаççĕ, лартнă чухне хуçăлса пĕтмеççĕ.
Н. ПЕТРОВ,
агроном, ĕç ветеранĕ.
Нискасси ялĕ.