28 апреля 2012 г.
Кăçал каникул вăхăтĕнче ачасене хула тулашĕнчи лагерьсене канма ярассин йĕрки улшăнчĕ. Республикăра автоматизациленĕ тытăм йĕркеленĕрен ашшĕ-амăшĕ хăйех ачине регистрацилеме пултарчĕ. Электронлă регистратура апрелĕн 16-мĕшĕнчен ĕçлеме пуçланăччĕ. Пирĕн районта ятарласа çирĕплетнĕ операторсем путевка илме ыйтса çырнă заявленисем тăрăх ачасен даннăйĕсене çав тытăма электронлă майпа кĕртрĕç.
Муниципаллă бюджетран уйăрнă укçа-тенкĕпе тата ашшĕ-амăшĕсем путевка хакĕн 10 е 20 процентне тÿленипе 235 путевка илме палăртнă: 1-мĕш сменăна – 74 путевка, 2-мĕш сменăна – 71, 3-мĕш сменăна – 60, 4-мĕш сменăна – 30.
Хальлĕхе районти 183 ачана электронлă майпа регистрациленĕ. Вĕсен ашшĕ-амăшĕсене (саккунлă представителĕсене) çакăн пирки уведомленисем панă. Вĕрентÿ пайне путевкăсем илсе килнĕ май ашшĕ-амăшĕсемпе килĕшÿсем туса путевкăсене туянтарас ĕç пуçланать.
Н. Николаева.