28 апреля 2012 г.
Çывăх вăхăтра вăтам професси пĕлĕвĕ илесси Раççейре пĕтĕмпех тÿлевсĕр пулать. Кун пирки апрелĕн 23-мĕшĕнче РФ Вĕрентÿ министерствин департаменчĕн ертÿçи Геннадий Шепелев пĕлтернĕ. Çакă вĕрентÿ çинчен калакан çĕнĕ саккуна йышăннă хыççăн вăя кĕрет. Халĕ ăна правительствăра сÿтсе яваççĕ.
Пуçламăш профессии пĕлĕвĕ илесси халех тÿлевсĕр, уншăн бюджет тÿлет. Çакăн пек йĕрке кĕçех вăтам професси пĕлĕвне те пырса тивет. Хальлĕхе кунта студентсен 27 проценчĕ вĕреннĕшĕн хăйсен укçине тÿлет.
Хăш-пĕр профессисемпе паян ĕçе вырнаçма йывăррине каланă чиновник. Çавăнпа та мĕнле профессисем кирлине регионсен палăртмалла пулать.