Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асра юлчĕ, ырă туйăмсем парнелерĕ

25 апреля 2012 г.

Паян – Чăваш чĕлхин кунĕ. Чăваш çĕр-шывне 100 пин юрă, сăмах, тĕрĕ çĕр-шывĕ, тетпĕр пулсан, унта халăх пĕлекен паллă чăваш композиторĕ Ю. Жуков тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Çитĕннисем çеç мар, шкул ачисем те юратсах юрлаççĕ вăл çырнă юрăсене. Çавăнпах ĕнтĕ чăваш чĕлхи кунĕ умĕн Ильинкăра вĕренекенсем Юрий Нестеровича тĕл пулăва чĕнчĕç.

Ачасем юратнă композитора кĕтме тăрăшсах хатĕрленнĕ. Хăйсене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Л. Семенова пулăшнипе «Юрататăп сана, Чăваш Ен» курав хатĕрленĕ. Унта Юрий Нестерович юррисене кĕртнĕ кĕнекесене, композитор çинчен çырнă хаçат-журналсене, статьясене кĕртнĕ. Тепĕр пайĕнче вара ачасем тăван ене халалласа тунă ÿкерчĕксем. Паллă композиторăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа паракан ятарлă стенд та хатĕрленĕ.

Тĕл пулура Юрий Нестерович ачасене хăйĕн çинчен каласа пачĕ. Вĕренекенсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. Шкулта вĕренекенсем çавăн пекех Ю.Жуков кĕвĕленĕ ачасем çинчен калакан юррисене шăрантарчĕç. Музыкăна вĕрентекен Н. Чернова вĕсене чăваш юррисене епле хитре юрлама вĕрентнĕ.

Тĕл пулура Л. Туктина та пулчĕ. Ю. Жуков унăн сăввисемпе чылай юрă çырнă. Чăваш Республикин Сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министерствин пирĕн районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Н. Петрова, “РГС – Поволжье” - «Чăваш Республикинчи Тĕп управлени» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн Муркашри страхлакан пайăн менеджерĕ Э. Симакова вара Ю.Жуков кĕвĕленĕ унăн тата ытти авторсен сăввисемпе çырнă юрăсене шăрантарчĕç.

Тĕл пулăва вĕçленĕ май, шкул директорĕ Н. Иванова çак уяв ачасемшĕн чăннипех те асра юлнине палăртрĕ.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика