Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кунта саккунсем çуралаççĕ

25 апреля 2012 г.

Иртнĕ эрне пуçламăшĕнче Чăваш Республикинчи муниципаллă йĕркелÿсен Канашĕ пуçарнипе пирĕн республика делегацийĕ РФ Патшалăх Думинче пулнă. Унта Çĕмĕрле хулин, çавăн пекех 9 район администрацийĕсен пуçлăхĕсем пулнă. Пирĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев та Патшалăх Думинче иртнĕ ĕçлĕ калаçусене хутшăннă.

Чăваш Республикин делегацийĕ РФ Федераци Канашĕнче пулнă. РФ Федераллă Пухăвĕн Федераци Канашĕн Аппарачĕн ертÿçи В. Викторов чăваш делегацине Аппарат ĕçĕпе, Федераци Канашĕн историйĕпе, полномочийĕсемпе паллаштарнă. Ун хыççăн вĕсем кунти ларусен залĕнче пулса курнă.

Тепĕр кунхине Чăваш Республикин представителĕсем Патшалăх Думин 3 Комитетĕнче пулса, унти ĕçлĕ калаçусене хутшăннă. Пĕрремĕш тĕл пулу Патшалăх Думин строительствăпа тата çĕр хутшăнăвĕсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Комитетăн председателĕпе А. Русскихпе иртнĕ. Çавра сĕтел хушшинчи калаçура муниципаллă йĕркелÿсенче РФ Çĕр кодексĕ, инвестиципе строительство ĕçĕсем епле пурнăçланнине сÿтсе явнă. Çавăн пекех строительствăпа çĕр хутшăнăвĕсен сферинчи регионти политикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хушшинчи çĕнĕлĕхсемпе полномочисене чикĕлес, хула тăвас законодательствăра малашне пулса иртмелли çĕнĕлĕхсем тавра та калаçнă. Алексей Юрьевич каланă тăрăх, çĕре пĕр категоринчен теприне куçарассинче, çĕр лаптăкĕсене строительство ĕçĕсем валли панă чухне конкурс ирттерессинче, çĕр парас-туртса илессинче, строительство ĕçĕсем тунă чухнехи административлă чăрмавсене чакарассинче чылай улшăну пулса иртмелле. Чăваш Енти муниципаллă йĕркелÿсен ертÿçисем çав çĕнĕлĕхсене ырланине пĕлтерчĕç. 94 " федераллă саккун çинче те чарăнса тăнă.

Иккĕмĕш тĕл пулу федеративлă тытăмпа тата вырăнти хăй тытăмлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Комитет председателĕпе В. Кидяевпа иртрĕ. Чи малтанах вĕсем «РФ вырăнти хăй тытăмлăх организацийĕсен пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен» саккун çинче чарăнса тăнă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен финанс ыйтăвĕсемпе, палăртса каласан, вĕсен налук пуçтармалли никĕссене сÿтсе явнă. Кунсăр пуçне патшалăх влаçĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен çĕнĕлĕхĕсемпе полномочийĕсен хушшинчи чикĕсем çинче чарăнса тăнă.

Тĕл пулура Чăваш Ен делегацийĕ çакна палăртнă, ял тăрăхĕсене финансланă чухне вăл вырăнта мĕн чухлĕ çын пурăннине, çав вырăнти уйрăмлăхсене шута илмелле, çавăн пекех вĕсем энергоаудит ирттермелли саккун çинчен те хăйсен шухăшне пĕлтернĕ.

Виççĕмĕш тĕл пулу аграри ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Комитет Аппарачĕн ертÿçин çумĕпе С. Кодаковăпа иртнĕ. Унта Раççей ВТО кĕмелли условисенче ял хуçалăхне аталантарассин, яла социаллă аталантарассин ыйтăвĕсене тишкернĕ, ял хуçалăхпе çыхăннă саккун проекчĕсем çинче чарăнса тăнă.

Тÿрех çакна палăртмалла. Асăннă Комитет кăçал аграри ыйтăвĕсемпе 3 саккун проектне хатĕрленĕ. Вĕсенчен пĕрне йышăннă. «Ял хуçалăха аталантарасси çинчен» саккуна кĕртнĕ тÿрлетÿ халь Правительствăна черетлĕ патшалăх программине малтанхи пек 5 çуллăха мар, 8 çуллăха çирĕплетме май парать.

Патшалăх Думи çавăн пекех иккĕмĕш вулавра «Потребительсен кооперацийĕ (потребительсен обществисем, союзĕсем) çинчен» Саккуна улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун йышăннă.

Ку Комитет çавăн пекех тепĕр 3 саккунăн проектне хатĕрлесе çитернĕ. Вĕсемпе килĕшÿллĕн ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене налук тÿлессинче, ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсене банксенчен паракан кредитсен процентне тÿлессинче çăмăллăхсем пулмалла. Депутатсем кĕçех çак пуçарусене хатĕрлесе пĕтереççĕ.

Мускавра пулса иртнĕ тĕл пулусем унта хутшăннисене пулас улшăнусемпе çывăхрах паллашма май пачĕ, унта хускатнă ыйтусене сÿтсе явни ĕçре пулăшса пырать.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика